Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуянӑн пуян пулмалла, вӗсен хурӑнташӗсем те ятлӑ-шывлӑ сынсем: ҫут тӗнчере чухӑнсен те кашнин хӑйӗн вырӑнӗ пур, ҫав вырӑнтан виҫене ирттерсе сикме юрамасть тесе шухӑшлать вӑл.
III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пуян чиркӳсемпе пупсен ылтӑнпа ҫӗленӗ ризисене чухӑн халӑхӑн лаҫ пек пӳрчӗсемпе вӗсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне амӑшӗ ӗлӗк те курнӑ, анчах та халиччен ӑна кусем ҫапла пулмалла пек туйӑннӑ, халӗ вӑл кунпа килӗшме ҫуккине, ку чухӑн ҫынсене кӳрентернине курчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех, вӑл чиркӳ пуянсемшӗн мар, чухӑнсемшӗн ҫывӑхрах та кирлӗрех пулнине пӗлчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Пуянне пуян та, анчах хӑйшӗн ытларах ҫав.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Клюбер г-н вара питӗ пуян, татах та пуянрах пулать.
XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Шыв Австралин пуянран та пуян ҫӗрӗсемпе, ҫав вырӑнсенче чугунҫул ҫывӑх пулнипе, Мельбурнпа ҫыхӑнса тӑма ҫӑмӑлланнипе шӑтса тухнӑ темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхӗсен айӑккипе юхса иртет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Тепӗр икӗ кунтан эпир ылтӑнран пуянран та пуян Александр тӑвӗсем патӗнче пулатпӑр.— Дня через два мы будем возле богатейших россыпей горы Александра.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чӑнах та, Засекина княгиня пуян хӗрарӑм пулма пултарайман: вӑл йышӑннӑ флигель ҫав тери кивӗ те тӑвӑр, лутра, кӑшт пуянрах ҫынсем унта пурӑнма килӗшмен пулӗччӗҫ.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Атте вӑйлӑ, пуян, пуяйманнисем вӗсем пуянсемпе вӑйлисене юратмаҫҫӗ.Тятя, он сильный, богатый, а богатых и сильных не любят те, кто сам не стал богатым.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Татарски хуторӗнчех ав хӑйсен чаҫӗнчен отпуска таврӑннӑ Семен Чугун асӑрхаман ҫӗртен: «Пуянсем салатчӑр веялкисене. Вӗсемшӗн хӗрлисем хуҫалӑх юхӑннинчен те хӑрушӑрах пулӗ-ха», тесе персе янӑ та, пӗр ҫакӑншӑнах пуян пурӑнакан стариксем ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе пӗтернӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорийӗн ӑмӑртмалла-и вара парне парас тӗлӗшрен тури Дон таврашӗнчи пуянтан та пуян ҫӗр улпучӗн ывӑлӗпе!Григорию ли соперничать в подарках с сыном богатейшего в верховьях Дона помещика?
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ака вара темиҫе пуян купсана хай патне чӗнтерме хушнӑ Соломон, вӗсен карапӗсем ҫав кун таварсемпе Иаффа урлӑ Финикие каймалла пулнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫав вӑхӑталлах ун патне хӑй хулинче пурнакан пуян та ырӑ кӑмӑллӑ пӗр каччӑ, ача чухнехи тусех, ҫураҫӑва ҫӳренӗ.Между тем к ней посватался богатый и добросердечный юноша из ее города, друг ее детства.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пуян казаксен ывӑлӗсем ун чух Корольковски заводран ҫӗршер тенкӗ парса туяннӑ урхамахӗсемпе, Провальйӑран илсе килнӗ ӑратлӑ ӑйӑрӗсемпе, хаклӑ йӗнерӗсемпе, кӗмӗл эрешлӗ йӗвенӗсемпе, вӗр-ҫӗнӗ кӗпи-тумтирӗсемпе вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чуптарнӑ…
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗттӗмре пиншер хӗлхем хӗмленсе те хӗрелсе йӑлкӑшать, вӑл тӗксӗм пӗлӗт ҫине тӗлӗнмелле хитре керменсен кӗрнеклӗ башнисен мӗлкисене тата тӗрлӗрен йӑлттам кӗленчесенчен тунӑ пуян ҫуртсемпе чиркӳсен мӗлкисене яр уҫҫӑн ӳкерет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Выҫӑпа аптранӑ кӑвакарчӑн ушкӑнӗ пек, вӗсем урамсене кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре-и, иккӗре-и, е тата каярахпа та — вӗсем, чухӑн пурнӑҫӑн мӗскӗн тӗпренчӗкӗсем, ҫаплах пылчӑкра чакаланаҫҫӗ-ха вӗсем — Сарӑ Шуйттанӑн пуян чурисен ҫӑткӑнлӑхне ӳпкев кӳрекен чӗрӗ чунсем.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Унӑн куҫӗсем — илемсӗр пичӗ ҫинчи ачанни пек айӑпсӑр куҫсем — ыйткалакан куллипе мар, пуян ҫын куҫӗпе йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ — вӗсем ним те йӑлӑнмаҫҫӗ, хӑйсем тем парса ырӑ тӑвасса шантараҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Вӑл — пуян, — хушса хучӗ ача.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Мӗнле-ха вара, — пуян, ҫапах начар тумланнӑ, тата хӑвна вӑрӑ мар тетӗн?Как же это, — богатый, а плохо одетый и, говоришь, — не вор?
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Пепен хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах, анчах ӑсӗпе унран иртеймен аппӑшӗ пӗр пуян американец патне ҫуртри пӳлӗмсене тасатса тӑма тарҫа вырнаҫать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ӑна чунтанах ырӑ сунакансем унпа ҫине тӑрсах калаҫнисем те пулчӗҫ: — Мӗн вӑт пӗр уйӑх сана, Нунча, — уйӑх иртет те пуян пулса тӑратӑн! — тетчӗҫ вӗсем.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.