Поиск
Шырав ĕçĕ:
Егорушка ҫапла кӑштах итлесе тӑчӗ те, хуллен тӑсӑлакан тунсӑхлӑ юрра пула ӑна сывлӑш пушшех те пӑчӑланса, вӗриленсе, хытса пынӑн туйӑнчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Йӗнӗ чухнехи пек хурлӑхлӑн та тӑстарса хуллен юрлани, хӑлхана аран-аран кӗрекенскер, е сылтӑмран, е сулахайран, е ҫӳлтен, е ҫӗр айӗнчен илтӗнет, ҫеҫенхир ҫийӗн куҫа курӑнман асамлӑ сывлӑш вӗҫсе ҫӳресе юрлать тейӗн.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫӗр ҫине ӳкет, тап-тасаскер, хаваслӑскер, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса та хуллен шӑнкӑртатса, хӑйне вӑйлӑ та шавлӑ шыв юхӑмӗ пек туйса, хӑвӑрт таҫта сулахаялла чупать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка темскер питӗ хуллен те ачашшӑн шӑнкӑртатнине илтрӗ, унӑн питне сивӗ бархат евӗр темле урӑхла сывлӑш сӗртӗнсе иртрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн Огнянов хуллен ҫеҫ сӑмах хушрӗ.
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Апрелӗн вун саккӑрмӗшӗнче вилчӗ, — хуллен ҫеҫ каласа хучӗ тухтӑр.
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кайса хуллен кӑна хӑлхинчен пӗлтерӗп, эсӗ унтах тӑр, алӑк пирки те манса ан кай.— Пойду шепну ему на ухо, а ты стой тут и не забывай про дверцу.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ҫурт мӗлки хирӗҫри ҫуртран чӑтма ҫук хуллен шуса анать те, пӗтӗм урам сарлакӑш тӗксӗммӗн курӑнать…
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ирхи сехетре Марко Иванов хула хӗрринчи лӑпкӑ урам вӗҫне тухса, пӗр ҫурт хапхи умне чарӑнчӗ, алӑкӗнчен хуллен ҫеҫ шаккарӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакна Каблешков тӗрӗс ӑнланчӗ; вара вӑл вӑрттӑн хыпар пӗлтернӗ пек, хуллен кӑна та шанчӑклӑн ҫапла каласа хучӗ:Каблешков это понял; он сделал таинственное лицо и проговорил негромко, доверительным тоном:
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ну, мӗнле-ха эсир, хӗҫ-пӑшалланатӑр-и? — Вара хӑйпе калаҫакан ҫынна йӑлтах арпаштарас тесе, хуллен кӑна ҫапла хушса хурать:— Ну как, вооружаетесь? — И, чтобы вконец смутить собеседника, добавлял негромко:
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Хасан-ага, — терӗ Шериф-ага хуллен кӑна.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Фратю, Фратю, — хуллен кӑна сас пачӗ вӑл, — кил-ха кунтарах!
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
И хуллен тӑрса тумланчӗ те ҫӑвӑнма тесе чӗрне вӗҫҫӗн зала утса тухрӗ.Тихонько накинув на себя одежду, он слез с лежанки, прошел на цыпочках в зал.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
— «Дао» теме май килекен Дао ӗмӗрӗпех Дао пулмасть, «ят» теме май пур ят та ӗмӗрӗпех ят пулмасть, — хуллен пуҫларӗ вӑл хӑйӗн калаҫӑвне.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Давыдов каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн тӗпелти пӳлӗмне кӗчӗ те, почтӑран халтерех кӳрсе панӑ хаҫатсене пӑхса тухма тесе, сӗтел хушшине ларнӑччӗ кӑна, — чӳрече хашакӗнчен хуллен шаккани илтӗнчӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сире пысӑк чыспа ырӑ сунасшӑн! — терӗ вӑл янравлӑ сасӑпа; вара, тутисене пӗрсе, яланхи Макар пулса тӑрса, хуллен, анчах командир пек хушса: — Ман пата! — тесе хучӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ним пӑркаланмалли те ҫук манӑн, сӑлтавӗ те ҫук, хуллен каларӗ Островнов.— Нечего мне крутить и ни к чему, — глухо отозвался Островнов.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кивӗ мӑка бритва Макарӑн тӗксӗм питӗнчи шӑрт пек хытӑ хура сухалне хыттӑн ҫатӑртаттарса хырать, хӑй вӑл питне асаплӑн пӗркелентерет, ахлатать, шывланнӑ куҫне аялти кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илсе, вӑхӑт-вӑхӑт хуллен ӗхлетсе илет.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.