Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑваланса (тĕпĕ: йӑвалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самолет сӑмсине каҫӑртса, сасартӑк аялалла тӑрӑнчӗ, хӳрине ҫӗклерӗ, сывлӑшра икӗ хут ҫаврӑнса илчӗ, унтан хӑяккӑн анса, ҫунат вӗҫӗпе ҫӗре ҫапӑнчӗ те кутӑн-пуҫӑн йӑваланса кайрӗ.

Самолет, задрав нос кверху, вдруг резко клюнул вниз, закинул хвост, два раза перевернулся в воздухе, потом как-то косо съехал на одно крыло, ударился его концом о землю и закувыркался вниз по склону, как перекати-поле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сыснасем, хӑртлатса, виноград кипенкисене ҫиеҫҫӗ тата вӗсем ҫинчех йӑваланса выртаҫҫӗ.

Свиньи, фыркая, лопали выжимки и валялись в них.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тусанлӑ ҫул ҫинче кустӑрмасем айне пулса ваннӑ ҫупкамсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

На пыльной дороге, измятые колесами, валялись кисти.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл.

— Спаси тебя Христос, — проговорил старик, поднял валявшиеся на полу чамбары и бешмет, надел их, затянулся ремнем, полил воды из черепка на руки, отер их о старые чамбары, кусочком гребешка расправил бороду и стал перед Лукашкой, — Готов! — сказал он.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Урайӗнче юн кӳлленчӗкӗ, унта Смитпа Вессон револьверӗ йӑваланса выртать, хысна ӗлкиллӗскер…

Лужа крови на полу, и в ней валяется револьвер Смита и Вессона, казенного образца…

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫӗр юнпа пӗвӗннӗ, йӗри-тавра ӑшаланӑ этем ӳчӗн татӑкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Земля во многих местах была залита кровью, кругом валялись большие куски жареного человечьего мяса.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Йӗри-тавра юн, ҫын шӑммисем, какай татӑкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Кругом были кровь, кости и куски человечьего мяса.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Боримечка, ху каласа пар-ха чуллӑ сӑртран упапа пӗрле мӗнле йӑваланса аннине, — терӗ Остен.

— Боримечка, расскажи сам, как вы с медведем скатились со скалы, — сказал Остен.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтан иккӗш кӑна ҫапӑҫатчӗҫ-ха, часах виҫҫӗн тытӑнчӗҫ — вӗсем урай тӑрӑх йӑваланса, каҫ шӑплӑхӗнче тискеррӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра, хашӑлтатса та йынӑшса ҫапӑҫрӗҫ.

Дерущиеся — сначала двое, потом трое — катались но полу, раздирая ночную тишину дикими криками, пыхтением, стонами,

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах эпӗ ӑна калатӑп: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмаххи паллӑ мар-ха — ҫатан ҫумӗнче йӑваланса выртаканни-и е ура ҫинче тӑраканни-и».

А я ему говорю: «Это ишо неизвестно, кто из нас дурак — тот, кто под плетнем валялся, или тот, кто на ногах стоял».

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет.

Нашел он две старые подковки с английских ботинков, во весь каблук — ишо с Гражданской войны они завалялись — и говорит: «Сидорович, я у тебя эти подковки возьму, врежу их на сапоги, а то, видно, старый становлюсь, на пятку больше надавливаю, не успеваю каблуки на сапогах и на чириках подбивать».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл кайма тӑчӗ, курна умӗнче тӑрать, тимӗр-тӑмӑрпа интересленет, ҫавӑркалать ӑна, — ман унта тӗрлӗрен кивӗ ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртатчӗ.

Поднялся он уходить, стоит возле горна, железным хламом интересуется, ковыряет его, а у меня там всякая рухлядь валяется, старье всякое.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Герман вӑрҫинче эпӗ тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хутчен мана контузи пулнӑ, пӗр хутчен газпа сиенленнӗ, граждан вӑрҫинче виҫӗ хут аманнӑ, вӑтӑр лазаретра, госпитальсенче, больницӑсенче йӑваланса выртнӑ, ҫапах та эпех медицинӑра ним те ӑнланмастӑп пулать?!

На германской войне я четыре раза был ранен, два раза контужен и раз отравлен газами, на Гражданской три раза ранен, в тридцати лазаретах, в госпиталях и больницах валялся, и я же ничего не смыслю в медицине?!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, паллах, туртса кӑлартӑм та турпаса мучие калатӑп: «Кӑлартӑм сан пульӑна, тетӗп, — халь тӑрах ӗнтӗ, пустуй йӑваланса ан вырт, анчах Макар ӑҫта ҫухалнине кала мана».

Ну, конечно, вынул я эту щепку, говорю деду: «Удалил я твою пулю, теперь вставай, нечего зря вылеживаться, только скажи мне: куда Макар девался?»

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аран-аран шӑрпӑк чӗртрӗм, пӑхатӑп — урайӗнче Ҫӑрттан мучи йӑваланса выртать, ман ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхать, теприне хупнӑ.

Кое-как зажег спичку, гляжу — дед Щукарь на полу валяется и смотрит на меня одним глазом, а другой закрыл.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Енчӗкпе шӑрпӑк айӗнче Давыдов кӗсйинче тахҫантанпах йӑваланса ҫӳрекен хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ тупрӗ, ӑна табак тӗпренчӗкӗсенчен питӗ тӑрӑшса тасатрӗ те ҫав чаплах мар кучченеҫе ал лаппи ҫине хурса качака такине тӑсса париччен малтан хӑй шӑршласа пӑхрӗ.

Под кисетом и спичками Давыдов нащупал завалявшуюся в кармане черствую краюшку хлеба, тщательно счистил с нее присохшие крупинки табака и для чего-то понюхал сам, прежде чем протянуть на ладони скромное угощение.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун таврашӗнче ҫумӑрпа ҫыпӑҫса ларнӑ вӗтӗ-вӗтӗ тӗксем, ҫӑмарта хуппин тӗпренчӗкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Около него валялись слипшиеся после дождей крохотные перышки, мелкие кусочки яичной скорлупы.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов сӗтел айӗнчен чемоданне туртса кӑларчӗ (чемоданӗнче усӑсӑр йӑваланса выртакан инструменчӗсем шӑкӑр-шӑкӑр туса илчӗҫ), тухса утрӗ.

Давыдов вытащил из-под стола чемодан (глухо загремели в нем бездельно провалявшиеся инструменты), вышел.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич тушка ҫине пӑхрӗ, вӑлашка патӗнче йӑваланса выртакан хура сурӑх пуҫне курчӗ те, чӗркуҫҫи айӗнчен хӑйне такам пырса ҫапнӑ пекех, шартах сиксе илчӗ, — шуралса кайрӗ.

Посмотрел Яков Лукич на тушку, висевшую перерезанной шеей вниз, с завернутой, спущенной до синего пуза овчиной, глянул на валяющуюся возле корыта черную овечью голову и вздрогнул, как от удара под колени, — побледнел.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫумӗнче пӗр ҫӗклеме яхӑн утӑ сапаланса выртать, хуҫӑлнипе тухса ӳкнӗ ҫуна шӑлӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Сбоку лежал ворох рассыпанного сена, валялись обломанные копылья.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней