Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл Дмитрий Сергеич сывални пӗр эрне иртнӗ хыҫҫӑн Лопуховсем патӗнче иккӗмӗш хут пулчӗ, 9 сехетчен ларчӗ — юрать, килсе ларнӑ пек туса ирттерчӗ ӗнтӗ вӑл; тепринче Кирсанов вӗсем патне тата икӗ эрнерен килӗ: вара ҫӳреме пӑрахма та юрать темелле.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑннипе илсен, вӑл кунне-ҫӗрне яланхи, анчах хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫсемпе ирттерчӗ: счетовод хатӗрленӗ отчетсене, шутсӑр нумай сводкӑсене тӗрӗслерӗ, бригадирсен доклачӗсене итлерӗ, колхозниксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗ, производствӑ канашлӑвӗсем ирттерчӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те турӗ, унсӑрӑн ушкӑнлӑ пысӑк хуҫалӑх пурӑнма пултараймасть, анчах ӗҫре ку Давыдова ҫырлахтарсах каймасть.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вара тул ҫутӑличченех ҫывраймарӗ, чӗлӗм туртса ирттерчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашки ҫӗрсене Кондрат ҫывӑрмасӑрах ирттерчӗ тесен те юрать.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Колыба пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса ирттерчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуторта нумаях пурӑнмарӗ вӑл: сарайӑн ҫӗрме пуҫланӑ юписемпе каштисене тӳрлеткелерӗ, икӗ теҫеттин ҫӗр сухаласа пӑрахрӗ, унтан пӗр кун кунӗпех пӗчӗк ывӑлӗпе выляса ирттерчӗ, ӑна салтак пурнӑҫӗн шӑрши витӗрех ҫапнӑ мӑйӗ ҫине лартса ҫӳрерӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа кӑтартрӗ, кулчӗ-ахӑлтатрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лойко тискер кайӑкла пӑхса илчӗ ун ҫине, анчах ним те чӗнмерӗ, — тӳссе ирттерчӗ йӗкӗт, малаллах юрлать.— Зверем посмотрел на нее Лойко, а ничего не сказал — стерпел парень и поет себе:
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
В.Алентей 100 ҫул тултарнине халалласа районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ В.С.Алентей ячӗллӗ премин конкурсне 3 тӗрлӗ номинаципе — прозӑпа, публицистикӑпа, пэзипе — ирттерчӗ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Вӑл пур, ҫав шӑтӑк кимӗпе аппалансах вӑхӑт ирттерчӗ…
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов Захарпа Аниҫйӑна хӑй ҫӗнӗ хваттер тупиччен пурӑнма шутланӑ вырӑна, Выборг Енне кайма хушрӗ, хӑй хулана кайрӗ, хупахра васкаса апатланчӗ те каҫхине Ольга патӗнче ларса вӑхӑт ирттерчӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл яра куна Ольга инкӗшӗпе ларса ирттерчӗ; Ольга инкӗшӗ питӗ ӑслӑ, йӗркеллӗ хӗрарӑм, яланах лайӑх тумланать, яланах ҫӗнӗ пурҫӑн платьйӑпа ҫӳрет, платьи ҫав тери капӑр, чӗнтӗр ҫухавиллӗ; платьи ӑна питӗ юравлӑ; чепецне пӗлсе ҫӗленӗ; унӑн пӗркеленме ӗлкӗреймен аллӑ ҫулхи сӑнне лентӑсем илӗртӳллӗн илемлетеҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра вӑл дачӑна куҫса, яланах пӗччен, тӗмескесем ҫийӗн, шурлӑх урлӑ, вӑрмана ҫӳрерӗ е яла кайса хресченсен хапхисем умӗнче пӗр шухӑшсӑр ларса ирттерчӗ, ача-пӑчасемпе пӑрусем мӗнле чупкаланине, кӑвакалсем пӗвере мӗнле чӑмпӑлтатнине сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем Штольцпа иккӗшӗ Ольга инкӗшӗ патӗнче хӑнара чухне Обломов апат хушшинче ӗнерхи тертех тӳссе ирттерчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр илемлӗ ирхине унӑн япалисене пӗтӗмпех Тарантьев хӑйӗн кумӑшӗ патне, Выборг Енчи тӑкӑрлӑка тиесе кайрӗ, Обломов вара тахҫантанпах пурӑнса курман пек виҫӗ куна яхӑн вырӑнсӑр, дивансӑр ирттерчӗ, Ольга инкӗшӗ патӗнче апатланчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнпур йывӑрлӑха чӑтса ирттерчӗ хула, тӑшман умӗнче чӗркуҫленмерӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗрремӗш вахтӑна Алеша штурвал умӗнче ирттерчӗ.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Петя ку каҫхине нумай вӑхӑт кӗнекисемпе тетрачӗсене юри илнӗ шупка хутпа ҫыпӑҫтарса вӑхӑта ирттерчӗ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫапах та вӑл хӑй рольне питӗ лайӑх ирттерчӗ, эпӗ вара Иван Павлыча пӗр кулмасӑрах: вӑл лайӑх артист пуласса ӗмӗтлентерет, терӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку пьесӑра унӑн ролӗ пысӑках марччӗ, ҫапах та вӑл, ман шутпа, ӑна пит аван ирттерчӗ.В этой пьесе у него была очень маленькая роль, и, по-моему, он провёл её превосходно.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ӑшра телейлӗ диверси туса ирттерчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964