Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур!

Мы друг друга скоро поняли и сделались приятелями, потому что я к дружбе неспособен: из двух друзей всегда один раб другого, хотя часто ни один из них в этом себе не признается; рабом я быть не могу, а повелевать в этом случае — труд утомительный, потому что надо вместе с этим и обманывать; да притом у меня есть лакеи и деньги!

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ те ӑна юратмастӑп, сисетӗп: хӑҫан та пулин пӗр-пӗр тӑвӑр ҫул ҫинче манӑн унпа тӗл пулмаллах пулать, пире иксӗмӗртен пӗрне ырӑ пулас ҫук.

Я его также не люблю: я чувствую, что мы когда-нибудь с ним столкнемся на узкой дороге, и одному из нас несдобровать.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Машук сакӑлтисене хупласа тӑракан виноград аллейисен айӗнче хушӑран иккӗн ҫеҫ ларма юратакан майрасен ула-чӑла шлепкисем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, ҫавӑн пек шлепке ҫумӗнче кирек хӑҫан та вара е ҫар ҫыннин карттусне асӑрхакаланӑ эпӗ е тирпейсӗр ҫавра шлепкеллисене кураттӑм.

Под виноградными аллеями, покрывающими скат Машука, мелькали порою пестрые шляпки любительниц уединения вдвоем, потому что всегда возле такой шляпки я замечал или военную фуражку или безобразную круглую шляпу.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапла ҫав, тӑванӑм, пӗр турӑ кӑна пӗлет эпир кунтан хӑҫан тухса каяссине! — терӗм элӗ.

— Да, брат, Бог знает когда мы отсюда уедем!

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кирек хӑҫан та ҫынсене шансах кайман ӗмӗте усратӑп ҫав…

Я часто склонен к предубеждениям…

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑҫан та пулин: вӑл тӗнче ҫине тухӗ, ӑна та тишкерӗҫ, анчах халь эпӗ ку ответлӑха тӗрлӗрен сӑлтавсем пирки хам ҫине илме хӑяймастӑп.

Когда-нибудь и она явится на суд света; но теперь я не смею взять на себя эту ответственность по многим важным причинам.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.

Хотя я переменил все собственные имена, но те, о которых в нем говорится, вероятно себя узнают, и, может быть, они найдут оправдания поступкам, в которых до сей поры обвиняли человека, уже не имеющего отныне ничего общего с здешним миром: мы почти всегда извиняем то, что понимаем.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑҫан таврӑнатӑр? — тесе кӑшкӑрчӗ Максим Максимыч коляскӑ хускалса кайнӑ хыҫҫӑн.

А когда вернетесь? — кричал вслед Максим Максимыч…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Манран ку ӗҫ хӑҫан, мӗнле пулни ҫинчен ыйтма тытӑннине юратмастӑп эпӗ…

Я не перевариваю, когда начинают спрашивать, что, да когда, да как…

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Уж эта молодежь! вечно некстати горячится… Но выстрел раздался, и пуля перебила заднюю ногу лошади: она сгоряча сделала еще прыжков десять, споткнулась и упала на колени;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑҫан вара? — Акӑ Казбич кӑна кунта килтӗр: вӑл кунта пӗр вунӑ така илсе килме пулнӑччӗ; ытти — ман ӗҫ пулӗ.

— Когда же? — В первый раз, как Казбич приедет сюда; он обещался пригнать десяток баранов: остальное — мое дело.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Яланхи пекех вӑл Григорий Александрович патне кӗчӗ, ӑна вӑл кирек хӑҫан та тутлӑ ҫимӗҫсемпе хӑна тӑватчӗ.

По обыкновению, он зашел к Григорью Александровичу, который его всегда кормил лакомствами.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать.

Сначала мулла прочитает им что-то из Корана; потом дарят молодых и всех их родственников, едят, пьют бузу; потом начинается джигитовка, и всегда один какой-нибудь оборвыш, засаленный, на скверной хромой лошаденке, ломается, паясничает, смешит честную компанию; потом, когда смеркнется, в кунацкой начинается, по-нашему сказать, бал.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ман пата кирек хӑҫан та эсир карттусӑра кӑна тӑхӑнса килӗр», — терӗм эпӗ.

приходите ко мне всегда в фуражке».

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвел анчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн часах ҫӗрле пулса ларчӗ, кӑнтӑр енче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек пулать; ҫапах юр йӑлтӑртатса тӑнипе эпир халь те пӗрех май тӑвалла улӑхакан ҫула ҫӑмӑллӑнах уйӑрма пултаратпӑр, анчах хальхинче ҫулӗ паҫӑрхи пекех чӑнкӑ марччӗ.

Солнце закатилось, и ночь последовала за днем без промежутка, как это обыкновенно бывает на юге; но благодаря отливу снегов мы легко могли различать дорогу, которая все еще шла в гору, хотя уже не так круто.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапах та эсир ҫак кӗнекен авторӗ ҫынсен ҫитменлӗхӗсене тӳрлетес кӑмӑлпа хӑҫан та пулин ҫак мӑнаҫлӑ ӗмӗте тытать, тесе ан шухӑшлӑр вара.

Но не думайте, однако, после этого, чтоб автор этой книги имел когда-нибудь гордую мечту сделаться исправителем людских пороков.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем аэродром ҫинче хӗвел тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа хӗвел аничченех лӑкӑртатнӑ, кустӑрма йӗрӗсем урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ уй ҫине хуть те хӑҫан пӑхсан та, кам та пулин вӗҫсе хӑпарнине е анса ларнине курма пулнӑ.

Они жужжали над аэродромом с восходом и до заката, и, когда ни взглянешь на исчерченное вкривь и вкось колесами поле, всегда здесь кто-нибудь взлетал или садился.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑҫан пуҫлӑпӑр?

Когда начнем?

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл ӑна апатран юлнӑ, хупахпа чӗркенӗ пирожнӑя тыттарчӗ те, Зиночка хӑй панӑ сӑмаха хӑҫан пурнӑҫлама шутлани ҫинчен ыйтрӗ.

Он галантно вручил ей завернутое в лопушок обеденное пирожное и, бесцеремонно усевшись у стола, спросил ее, когда она собирается выполнить свое обещание.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унӑн ывӑлӗ хӑйӗн шутлӑ курӑнакан ашшӗ кӑмӑлсӑр пулнине те, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ пулса пурӑнакан англоман савӑнӑҫлӑ калаҫнине те асӑрхаман; вӑл, халиччен хуҫа хӗрӗ ҫинчен темӗн чухлех илтнӗскер, ӑна курассине тем пекех кӗтнӗ; чӑн, унӑн чӗрине, эпӗр пӗлетпӗр, урӑххи ҫавӑрса илнӗ пулнӑ, анчах та ҫамрӑк хитре хӗр ҫинчен вӑл кирек хӑҫан та шухӑшлама пултарнӑ.

Сын его не разделял ни неудовольствия расчетливого помещика, ни восхищения самолюбивого англомана; он с нетерпением ожидал появления хозяйской дочери, о которой много наслышался, и хотя сердце его, как нам известно, было уже занято, но молодая красавица всегда имела право на его воображение.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней