Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: Израильре кунашкал хӑват нихӑҫан та пулманччӗ, тенӗ.И народ, удивляясь, говорил: никогда не бывало такого явления в Израиле.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫынсем тӗлӗнсе кайса: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать! тенӗ.27. Люди же, удивляясь, говорили: кто это, что и ветры и море повинуются Ему?
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакна илтсен Иисус, тӗлӗнсе, Хӑй хыҫӗнчен пыракансене каланӑ: чӑн калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсессӗн, халӑх Вӑл вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ: 29. Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑвачӗпе вӗрентнӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӗсем хушшинче пуринчен те ҫӳллӗрех ҫамрӑк пурччӗ, вӑл кашнинех пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса ҫӳретчӗ; эпӗ ҫакна курса тӗлӗнсе тӑтӑм.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакна илтсессӗн, хӑйне кӗтмен ҫӗртен тухма чӗннинчен тӗлӗнсе, вӑл пурин ҫинчен те йӑлтах манса кайнӑ та: эсӗ ҫапла васкавлӑ тунӑ ӗҫ мӗнлескер вара вӑл? тесе ыйтнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ, 16. ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна курсассӑн чылайӑшӗ тӗлӗнсе кайӗ: Унӑн ырӑ сӑнне тискерле амантса пӗтернӗ, этем ывӑлне никама та ҫапла суранлатман.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн ӑслӑлӑху пӗтӗм ҫӗре ҫавӑрса илнӗ, эсӗ ӑна тӗлӗнмелле сӑмах-юмахпа тултарнӑ; 18. санӑн яту инҫетри утравсем таран сарӑлнӑ, тӑнӑҫ пурӑннӑшӑн юратнӑ сана; 19. юррусенчен, юптару-ытарӑшусенчен, эсӗ епле ӑнлантарса панинчен ҫӗршывсем тӗлӗнсе тӑнӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫунатлӑ кайӑк аялалла вӗҫнӗ пек, юр вӗҫтерет, юр хӗрлӗ шӑрчӑк пек хӗвӗнсе анать; 20. вӑл ҫапла шап-шурӑ пулнинчен куҫ тӗлӗнет, вӑл ҫапла ҫунинчен чӗре тӗлӗнсе тӑрать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13. анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ: 5. акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн; 6. анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ; 7. вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ; 8. Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Иудифь ӑсӗнчен тӗлӗнсе каланӑ: 21. ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне тухса та кун пек илемлӗ сӑн-питлӗ те ӑслӑ-тӑнлӑ чӗлхеллӗ арӑм тупаймӑн, тенӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак сӑмаха илтсессӗн эпӗ ҫири тумтирӗме аялти-ҫиелтипех ҫурса антартӑм, ҫӳҫӗмпе сухалӑма тӑпӑлтартӑм; эпӗ шалт тӗлӗнсе, хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.