Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 47

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 21:20

Предложений: 11; Слово: 154

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрӑ. Псалом. Корей ывӑлӗсенӗн.

2. Ҫӳлхуҫа аслӑ, Туррӑмӑрӑн хулинче,
Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче, Вӑл питех те мухтавлӑ.

3. Сион тӑвӗ — ытарайми сӑртанкӑ,
пӗтӗм ҫӗр савӑнӑҫӗ;
вӑл — инҫетре ҫурҫӗр енче,
вӑл — аслӑ Патшанӑн хули.

4. Унти ҫуртсенче Турра
хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ:
5. акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ —
вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн;
6. анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ,
аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ;
7. вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ,
ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ;
8. Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.

9. Унччен хамӑр мӗн илтнине
ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи хулинче,
хамӑр Туррӑмӑр хулинче, куртӑмӑр:
Турӑ ӑна ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ тӑвӗ.

10. Эй Турӑ, эпир Санӑн Керменӳнте
Санӑн ырӑлӑху ҫинчен шухӑшларӑмӑр.

11. Эй Турӑ, Санӑн яту та,
Санӑн мухтаву та ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех;
Санӑн сылтӑм аллунта туп-тулли тӳрӗлӗх.

12. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Санӑн сутусемшӗн
Сион тӑвӗ савӑнтӑр,
Иудея хӗрӗсем хавасланччӑр.

13. Сион тавра кайӑр, йӗри-тавра ҫаврӑнӑр,
унӑн пашнисене шутласа тухӑр;
14. килес ӑрӑва каласа кӑтартмашкӑн
унӑн тӗрекӗсене тӗсесе пӑхӑр,
керменӗсене тишкерӗр:
15. ҫак Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе пирӗн Турӑ:
Вӑл ӗмӗрлӗхех пирӗн ҫулпуҫӗ пулӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней