Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытах сăмах пирĕн базăра пур.
ытах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытах та ман ята пӗлес килсен, — терӗ вӑл, — пӗл эппин: манӑн ятӑм Катя…

 — Если ты очень хочешь знать мое имя, тогда запомни: меня звать Катя…

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑраса ӳкет Гришатка: «Ытах та патша кӳренсен?».

Струхнул Гришатка: «А ну как царь-государь рассердится».

Шашкӑлла выляҫҫӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Юратнӑ тӑванӑм! чик мана сӑннупа, ытах мана турри ҫапла пӳрнӗ пулсан, анчах ывӑлӑма ил! мӗн айӑпӗ пур ун, айӑпсӑр ачан, ҫакӑн пек тискер вилемпе вилме?»

Брат мой милый! коли меня пикой, когда уже мне так написано на роду, но возьми сына! чем безвинный младенец виноват, чтобы ему пропасть такою лютою смертью?»

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗн пулать-ха вӗсем мана качча памасан?.. ытах вӗсем…

— Ну что, если меня не выдадут? если…

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ытах, ун пек май тухмасан, утланса ҫӳремелли лашасем уйӑрса парӑпӑр.

В крайнем случае можно выделить верховых лошадей.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тата пионерсем, ман шутпа, ытах вӗсем чӑн-чӑн пионер пулсан, йышӑнманнисем умӗнче сӑмсисене питех каҫӑртма кирлӗ мар.

А во-вторых, пионерам, если они настоящие, не следует нос задирать перед теми, кто еще не принят.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Хӑвӑр ӑсӑрпа эсир темӗн те тума пултаратӑр, ытах ытла шӑхӑрассӑр килет пулсан, ав урама тухса шӑхӑрӑр.

— Вы вольны поступать, как вам заблагорассудится, милостивый государь, но если хотите свистеть, выходите на улицу.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытах кирлӗ пулсан, эпир сана ҫӗнӗ качака таки илсе пама пултаратпӑр.

На худой конец мы тебе нового козла купим.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл: Ҫӑрттаншӑн мана ҫулталӑкран ытла е, ытах пулсан, икӗ ҫултан ытла памаҫҫӗ, ҫулталӑк е икӗ ҫул эпӗ лайӑхах ларса тухатӑп, дежурствӑна ҫӑмӑллӑн ирттеретӗп… — терӗ.

— Он говорил — мол, за Щукаря мне больше года не дадут или, на худой конец, больше двух лет, а год или два я смело отсижу, легко отдежурю…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑван ҫӗр-шывсӑр патриот, ҫарсӑр ҫарпуҫӗ, Ытах та ҫак танлаштарусене эсир ытлашши ҫӗклентерсе ярса пӗтӗмӗшлетсе калани тесе шутлатӑр пулсан, тата тӗрӗсрех калам.

Патриот без отечества, полководец без армии и, если эти сравнения вы находите слишком высокими и отвлеченными, скажу еще правильнее.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та кӗвӗҫетӗн пулсан тата хӑвӑн та вӑйӑ-кулӑра пулассу килет пулсан, — килсе ҫӳре.

А ежели завидки берут и хошь сам участвовать в игрищах — приходи.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах эсӗ ҫывӑрнӑ чухне те тӗлӗкре хӑвӑн пулнӑ вӑкӑрусене куратӑн пулсан, — апла санӑн партие кӗме юрамасть.

А уж ежели ты спишь и во сне бывших своих быков видишь — тогда в партию небе нельзя.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах кирлӗ пулсан, эпир икӗ хут тырӑ туса илӗпӗр.

И если нам потребуется, два раза будем сымать урожай.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ эпӗ лаптӑка тӑрӑхла май чи малтанхи касӑ туса сухаласа тухатӑп, курӑр: ытах эпӗ пӗр теҫеттин пысӑккӑш лаптӑка сухалатӑп пулсан, манӑн лаптӑк вӗҫӗнче ҫерем тӑрӑх вунпилӗк чалӑш пушӑлла ҫаврӑнса утмалла, тӑватӑ теҫеттин пысӑккӑш пулсан — утмӑл чалӑш.

Вот я пашу первый долевой лан, глядите: ежели я одну десятину пашу, мне надо порожнем пятнадцать сажен по выгону объехать, а ежели четыре десятины — шестьдесят.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та вӗсене кӗскен туртса ҫавӑрсан, эсӗ вӗсен мӑйӗсене сӳсменпе шӑйӑрса пӗтеретӗн, вара вӑкӑру пӗтсе те ларчӗ, сухалама юрӑхсӑр!

Ежели круто их поворачивать, так им шеи побьешь ёрмами, и — готов бык, негож пахать!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫук, хаклӑ юлташсем, малтан эсӗ хӑв епле пурӑнас тенӗ, ҫапла пурӑнма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ, ытах эсӗ партире тӑратӑн пулсан, ун пек-кун пек ухмахланма пӑрах.

Нет, дорогой товарищ, допрежь ты мог как желательно жить, а зараз, уж ежели ты в партии состоишь, то ты глупости всякие оставь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та эсир хӑвӑр ытлашши хӑюллӑ пулсан — кайӑр та вӑкӑрсене каялла ҫавӑрса килӗр!

А коли вы уж дюже чересчур храбрый — подите верните быков!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та ҫынсем чӑнкӑ ҫырманалла пуҫхӗрлӗ чӑмсан, эсӗ те чӑмас тетӗн-и вара? — хуллен ыйтрӗ йӑл кулса ларакан Разметнов.

— А ежели люди с яру головами вниз будут сигать, и ты будешь? — спросил тихо улыбавшийся Размётнов.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та вӑл, ҫав вӑтам хресчен, иртнӗ вӑхӑтсенче шурӑ казак пулса ҫӳренӗ пулсан тата халиччен те вилес пекех харпӑрлӑхшӑн ҫунать пулсан, вара ӑна манӑн вӑл колхоза кӗтӗрччӗ тесе тата тӗнчери революци патне тӳсӗмлӗн ҫывхарса пытӑрччӗ тесе хӑш вырӑнтан пырса ҫуламалла-ши?

А ежели он, этот середняк, в прошедших временах был в белых казаках и дó се до невозможности приверженный к собственности, тогда в какое место мне его лизать, чтобы он в колхоз вошел и терпеливо приближался к мировой революции?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та ку ӗҫе политика енчен шухӑшласа тумасан, кунта вара, факт, ҫапла… ҫапла пулса тухать: «Кам хӑтӑлма пултарать, хӑтӑл!», «Колхозран тухса тар!» — текен сигнал панӑ пек пулать.

Если это не политически сделать, то тут, факт, получится… получится, что это — вроде сигнала: «Спасайся кто может!», «Бежи из колхоза!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней