Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрлахи апат валли вӗсем типӗ ҫупа сухан ярса пӑтӑ кӑна пӗҫереҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
— Иртнӗ эрнере эпир кунта ҫӑнӑх, сухан, улма леҫсе хӑвартӑмӑр.— На прошлой неделе мы сюда продукт возили: муку, лук, картошку.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Иван Яковлевич, йӗркеллӗрех пулас тесе, кӗпи ҫийӗн фрак тӑхӑнса ячӗ, сӗтел хушшине ларсан, умне тӑвар хучӗ, икӗ пуҫ сухан шуратрӗ, аллине ҫӗҫӗ тытрӗ те, кӑмӑллӑн пӑхкаласа, ҫӑкӑр касма тытӑнчӗ.
I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
— Паян эпӗ, Прасковья Осиповна, кофе ӗҫместӗп, ун вырӑнне ак вӗри ҫӑкӑрпа сухан ҫинӗ пулӑттӑм, — терӗ Иван Яковлевич.
I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӗсенчен пуринчен те тӳсме ҫук спирт, сухан, табак шӑрши перет.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӑлханнипе шурса кайнӑ Ильинична сӗтел ҫине типҫупа сухан ӑшаласа юрнӑ лапша пырса лартрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аниҫҫе чайнӑйран селедкӑ илсе килчӗ, ӑна ҫӳхен касса, сухан ункисем хурса тухрӗ те типӗ ҫу сапрӗ, сӗтел ҫине турилккепе йӳҫӗтнӗ купӑста лартрӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тачанкӑра ун пӗр хутаҫ выртнӑ, мӗн кӑна ҫук-ши унта: алӑ пысӑкӑш ҫавра кулач, виҫӗ килограмм таймалӑх сысна сали, икӗ теҫетке пӗҫернӗ ҫӑмарта, чӳлмекре пӑслантарса пӗҫернӗ хур аҫи пек пысӑк автан, симӗс сухан ҫыххи, ешӗл хӑярсем, — ывӑлӗшӗн хыпса ҫунакан Ниловна хутаҫ ҫыххи таранах тем те пӗр чике-чике тултарнӑ…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Арӑмӗ аллине пӗр ывӑҫ симӗс сухан тытнӑ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Йывӑҫсем хушшинчен арман ҫуначӗ пек урапана курсан, вӑл тӳрех, ҫулсӑрах утрӗ, помидор, сухан, купӑста, ҫамрӑк хӑяр шӑршисене туйса пычӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Магазинпа вӗҫе-вӗҫӗн лутака та вӑрӑм, подваллӑ сарай сыпӑнса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм чалӑшра — кирпӗчрен тытнӑ ҫаврака чиркӳ карти тата пиҫсе ҫитнӗ симӗс сухан пуҫӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пирӗншӗн пулсан, ку ытла япӑх пулнӑ теме ҫук ӗнтӗ: кун каҫиччен темӗн те пӗр: хӑяр, дыня, ҫарӑк, сухан, пӑрса ҫисе тултаратӑн та, хырӑмра, тупата, автансем авӑтаҫҫӗ тейӗн.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ку ытла япӑхах мар-ха, — шухӑшларӗ асатте, сӗтел ҫинче сысна ашӗ, колбаса, тӑварланӑ купӑстапа сухан тата тем те пӗр тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ пуррине курсан, — ку усалсем типӗ тытмаҫҫӗ пулмалла».
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Питҫӑмартийӗсем унӑн халь, мӑкӑнь чечекӗ пек; халь ӗнтӗ вӑл сухан мар, сахӑр кӑшманӗ, урӑхларах калас-тӑк, вӑл халь хӑй ҫынсене хӑратаканни, хӑй хӗрлӗ свитка».
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кондратьев хыҫҫӑн Чурсуна кӗреҫе йӑтнӑ хӑнасем час-часах та час-часах килме пуҫланӑранпа Никифор Васильевич ытла улшӑннинчен унӑн арӑмӗ те тӗлӗннӗ: унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ, вӑл тасарах тумланма пуҫланӑ, пӗррехинче хӑйӗн пиччӗшӗ канаш панипе вӑл вӑрӑм та ҫӑра, кӑвакарма пуҫланӑ сухалне, темиҫе ҫул хушши ачашласа ӳстернӗскерне, тап-таса хырса пӑрахрӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн шӑмӑллӑрах та сарлакарах, пысӑк сухан евӗр сӑмсаллӑ пичӗ палӑрмаллах ҫамрӑкланчӗ, халиччен тӗксӗмрех те ҫынсенчен ютшӑнакан куҫӗсем кӑмӑллӑ савӑнӑҫлӑхпа йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, пӗтӗм пӳлӗме пылак та тутлӑ шӑршӑ сарса, сӗтел ҫине борщ тухса ларчӗ — асӑрхӑр-ха эсир, ку шӑпах Украинӑра пӗҫерекен борщ, унта салӑпа сухан шаритлесе янӑ, анчах ку борща Кубаньри евӗрлӗ пӗҫернӗ; унта, фасольрен, пастернакран, петрушкӑран пуҫласа, пур япаласем те пур.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергейпе Ирина пӳртрен тухсанах ачасем пек алла-аллӑн тытӑнчӗҫ те урампа мар, пахчасем витӗр кайрӗҫ; пахчасенче е пӑрҫапа сухан йӑранӗсем, е кӑшман ҫулҫисем, е ҫӗрулми лаптӑкӗсем ешерсе выртаҫҫӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӑкӑр, кӑвас, сухан; вӑл пурӑнать, сывах, чирлӗ те мар.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кӗленче тытнӑ Ерофей Кузьмич вучах умӗнчи вутӑ ҫине ларчӗ те, кӗрӗк кӗсйинчен чечеклӗ чей чашки тата пӗр сухан туртса кӑларчӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Качака ашӗнчен эпӗ питӗ лайӑх шӳрпе пӗҫертӗм, унта купӑстапа сухан янӑ тата сӗлӗ ҫӑнӑхӗ юрнӑ пулсан, паллах, тата та лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.