Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хырӑмӗсем выҫсан, вӗсем тирексем патне апатланма чупатчӗҫ; шӑрӑхпа турткӑшса сывлакан сурӑхсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленетчӗҫ те пуҫӗсене пӗр-пӗрин хырӑмӗ айне пытаратчӗҫ; ачасем, вӗсен ҫывӑхне ларса, хӑйсен качака ҫӑмӗнчен тунӑ сумккисене курӑк ҫине саркаласа хуратчӗҫ, хурӑн хуппинчен тунӑ пӗчӗк ещӗксенчен чӑкӑт кӑларатчӗҫ те, кукуруз ҫӑкӑрне сӑхӑмлӑн чӑмла-чӑмла, чӑкӑта алран алла куҫакан сухан пуҫӗпе пӗрле ҫыртса ҫиетчӗҫ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта лапчӑнса пӗтнӗ, тутӑхса кайнӑ тимӗр пичкесем, вӗрен сӗрекесенче чӑмӑр кӗленче савӑтсем, бамбук, тетел татӑкӗсем, чӑптасем, крабсен хӗрлӗ хаччисем, кашни туна ҫинчех сухан евӗр хура чӑмӑрккаллӑ тинӗс курӑкӗсем, хуҫӑк кӗсменсем, канатсем, кит-пулӑсен ҫӗрӗшнӗ ҫурӑм шӑммисемпе аяк пӗрчисем, пемза, карап ячӗсене ҫырнӑ хӑмасем тата халиччен те путасран никама хӑтарман пиҫиххисем, кӑтрашка шыв ҫӑлтӑрӗсем, шыв курӑкӗсем хушшинче кая юлнӑ пӑр катӑкӗ пек ирӗлекен медузӑсем, ҫӗрӗшнӗ пир хупӑлчасем — пурте вӗсем вилӗ, нӳрлӗ, тӑвар тӗпренчӗкӗсемпе витӗннӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Манастирсӗр пуҫне хулара тата икӗ чиркӳ пур: Петрпа Павел ячӗпе лартнӑ ҫӗнӗ, тап-таса шурӑ собор тата йывӑҫран туса лартнӑ питӗ кивӗ чиркӳ, Николай Мирликийский чиркӗвӗ, пӗчӗккӗскер, пилӗк тӑрӑллӑскер, тӑррисен сухан пуҫӗ пек чӑмӑрккисене тӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ, чиркӳ аяккисенче кирпӗчрен контрфорссем купаланӑ, чансем ҫакнӑ тарри кринолин текен юбка евӗр лутра та сарлака, ӑна нумаях пулмасть-ха кӑвакпа сарӑ тӗслӗн сӑрласа янӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сысна ҫурисем валашкине ҫавӑрса пӑрахнӑ та пахчана сухан йӑранӗсем ҫине каҫса кайнӑ.Поросята перевернули кормушку и залезли в огород, на луковые гряды.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пасарсенче таварсене конфискациленӗ, хӑй валли вӑл пыл, рис, ҫу, фига ҫимӗҫӗсене пухса илнӗ, хӑйӗн янычарӗсем валли кӑмӑллӑнах купӑста тата сухан хӑварса панӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл ҫӗр шӑтӑкӗнче пурӑнакан юлташӗсен патне икӗ ҫемҫе ҫӑкӑр, кӑкшӑмпа типҫу тата пӗр ҫыхӑ сухан илсе кайнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кухньӑра пысӑк кастрюльсенче туранӑ чӑх ашӗ, помидор, сухан пиҫет; «чахохбили» текен чаплӑ ят панӑччӗ ӑна повариха.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кайран пӳрнисене пӗҫерте-пӗҫерте, сухан кӗпҫине ҫатӑртаттара-ҫатӑртаттара апат ҫирӗҫ, вара канма выртрӗҫ.Потом поели, обжигая пальцы и с хрустом разгрызая толстый трубчатый лук, и легли отдыхать.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑрмана вӗсем ҫӗрулми, симӗс сухан тата тӑвар чиксе килнӗччӗ.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Икӗ вӑрӑм йӑран ҫинче редискӑпа сухан ӳсет.
Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ыйткалакан ӑна калама ӗлкӗрчӗ, ыйткалаканӗ вара йывӑҫ айӗнче чӗрӗ сухан ҫисе ларакан виҫӗ хресчене систерчӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Карчӑкӑн хӑлхисем ҫинче, сухан ҫаврашкине аса илтерекен хӑлха ҫаккисем пур, вӗсем шултра, кӗмӗл.В ушах у старухи болтались большие серебряные серьги, похожие на кружочки лука.
XVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Аяккарах ларса ҫӗҫӗ вӗҫӗпе икӗ шултра сухан шуратрӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Леш тутанса пӑхрӗ те, ӑшшӑн кулса: — Сухан яман-им? — терӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Порей ятлӑ сухан илсе тухсан вара, вӑл: «Спаржа! спаржа!» тесе кӑшкӑрнӑ, мӗншӗн тесен порей — чухӑнсен спаржи.А когда у него был лук-порей, он кричал: «Спаржа, спаржа!», потому что порей – это спаржа бедняков.
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Чӑваш Ени ял хуҫалӑх предприятийӗсем севок сухан туса илессипе ҫине тӑраҫҫӗ.Сельхозпредприятия Чувашии наращивают производство севкового лука.
Чӑваш суханне ют ҫӗршывра кӑмӑллаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27849.html
Минӑсене, «Хрен» ушкӑнӗ валли хатӗрлене тупа хучӗсене вӑл, тутӑр татӑкӗпе чӗркесе, улмапа сухан хушшине «авоҫкӑна» чикнӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Чижик шуратнӑ сухан пуҫӗсем ҫине, типӗтнӗ курӑк ҫине иккӗленсе пӑхса илчӗ те килне тухса утрӗ.Чижик с сомнением посмотрела на белые ободранные луковицы, на сушеную травку и пошла домой.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл пӗчӗк килӗре темӗнле тымарсем турӗ, зверобой чечекне сӑтӑрса вӗтетрӗ, котелока сухан хуппи ячӗ.Она толкла в ступке какие-то корешки, растирала цветочки зверобоя, засыпала в котелок шелуху.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сухан хуппинчен сарӑ сӑрӑ тӑвӑпӑр.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.