Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхатӑп та ҫапла, вӑл каллех шухӑша кая пуҫларӗ, аллисене каялла хуҫлатать те пӳлем тӑрӑх утса ҫӳрет; пӗрре хайхи никама каламасӑрах сунара тухса кайнӑ та ирччен ҫухалса ҫӳренӗ; ҫавӑн пек пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ, унтан вара тӑтӑшах ҫӳреме тытӑнчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Капитан ун ҫине савӑнӑҫлӑн ҫутӑлакан куҫӗсемпе пӑхса ларчӗ, унтан пӗр сӑмах каламасӑрах унӑн хучӗсене ҫавӑрса тытрӗ те кабинета кӗрсе кайрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бурназян, пӗр сӑмах каламасӑрах, юлташӗсене ҫав чупакан ҫын ҫине кӑтартрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗр ҫемҫен кулса илчӗ, ним каламасӑрах хӑйне валли те черкке тултарчӗ, унтан ӑна ҫинҫе пилӗкӗнчен тытса, шухӑша кайнӑ пек пулса, Алексейпа шаккаса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лизӑ тепӗр кун ирех ращана курнӑҫма васканине вулакан каламасӑрах туйать.Читатель догадается, что на другой день утром Лиза не замедлила явиться в роще свиданий.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Станца пуҫлӑхӗсен хисеплӗ сословийӗнче ман пӗлӗшсем пурри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.Легко можно догадаться, что есть у меня приятели из почтенного сословия смотрителей.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Суйни иксӗмӗршӗн те паллӑ пулсан, эпир, пӗр сӑмах каламасӑрах калаҫса татӑлнӑ пек, урӑх ыйту ҫине куҫаттӑмӑр.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Лӑпкӑ сасӑпа вӑл алӑк хӑлӑпӗ ҫине йӗпе кипке татӑкӗ манса хӑварнӑ сиделкӑна хӑтӑрса илчӗ, унтан Комиссарӑн температура листи ҫине пӑхрӗ, ӑна урӑхла эмеллеме хушрӗ те, тек ним каламасӑрах алӑк патнелле утса кайрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара вӑл, Алексее пӗр сӑмах та каламасӑрах, тухса кайрӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урах пӗр сӑмах каламасӑрах, Биденко упаленсе каялла кайма тытӑнчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Енчен те ку япалапа 13 ҫул усӑ курман пулсан, халӗ усӑ курмасси каламасӑрах паллӑ.Если тебе в течение тринадцати лет не пригодился этот диплом, впредь подавно он не пригодится.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Иртнӗ ырӑ вӑхӑтри К.Маркс ячӗпе хисепленекен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхӑн автопарк территорийӗнчи тайлӑк хапха-карта, юхӑннӑ кӗлет-склад, управ тӗлӗнчен те куҫсене хупса иртме пулмарӗ – хуҫалӑх саланнине, арканнине каламасӑрах ӑнланса илме пултарӗ кирек кам та.
Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/
Ҫавӑн пек перекетлесе хӑтланнипех ӗнтӗ ӑна хытӑ систернӗ: Бекки нимӗн сӑмах каламасӑрах ҫакна ӑнланнӑ та, каллех унӑн ӗмӗчӗ сӳнсе ларнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫакӑн пек шухӑшласа ларнӑ: акӑ вӑл вилес пекех чирле выртать, мӑнаккӑшӗ ун патнелле тайӑлнӑ та каҫару сӑмахӗ те пулин кала тесе ӑна тархаслать; анчах Том пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнать те сӑмаха каламасӑрах вилсе каять.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӗншӗн тесен, ватӑ та аталаннӑ шумер-чӑваш чӗлхинчен унран ҫамрӑкрах ытти чӗлхесене сӑмахсем йышлӑн кӗме пултарни каламасӑрах паллӑ пулса тухать.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Пӗлекен ҫын пӗлет ӗнтӗ вӑл ку йывӑрлӑхсем ҫинчен эп каламасӑрах, пӗлес теменнишӗн - ик айкки те тӑвайкки.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Пусӑ ҫаврӑнӑшӗсене пӑсса, органикӑлла удобренисемпе усӑ курмасӑр ытларах пӗрчӗллӗ культурӑсене кӑна туса илсе пурӑнсан ҫӗр ӗҫне вӗреннӗ кашни ҫыншӑнах эпир кӗске вӑхӑтрах мӗн патне ҫитсе тухасси каламасӑрах паллӑ.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Ҫут ҫанталӑк, Турӑ панӑ пуянлӑха сутса миллионшар, миллиардшер доллар тӑвакансен шухӑш-кӑмӑлӗсем вара каламасӑрах паллӑ.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Пенси пӗчӗкрех пуласси каламасӑрах паллӑ.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Тирпей-илем ыйтӑвӗ те, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешесси те халӗ ялсенче ҫивӗч пулни каламасӑрах паллӑ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30