Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн пурнӑҫне тинкерсе сӑнанӑҫемӗн, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗҫемӗн, вӑл ҫапла шутларӗ: урӑх унӑн ниҫта каймалли те, ним шырамалли те ҫук; поэзисӗр пулин те, тахҫан ӗмӗтленнӗ ялта, хресченсемпе тарҫӑсем хушшинче хуйхӑсӑр иртен тулӑх пурнӑҫсӑр пулин те, унӑн пурнӑҫ идеалӗ ҫитрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ, чӑннипе каласан, ялта унсӑр мӗнле пурӑнасса пӗлместӗп: ун пек хӗрарӑм тупаймӑн.— Я, признаться, не знаю, как я буду в деревне жить без нее: такой хозяйки не найдешь.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл халӗ те ялта, эпӗ кайран та, хатӗрленсе ҫитсен, кайма пултаратӑп, шухӑшласа пӑхам-ха.Он и теперь в деревне, а я могу после приехать, когда соберусь, подумаю.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лере, ялта, вӗсем повереннӑйпа куланай пухас ӗҫе йӗркелӗ; юлашкинчен, вӑл Штольц патне ҫырса пӗлтерӗ: Штольц укҫа парӗ, кайран хӑй килсе Обломовкӑна чаплӑ туса хӑварӗ, пур ҫӗрте те ҫулсем тӑвӗ, шкулсем те уҫӗ…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ уйрӑм пурнӑҫа чӑтайман пулӑттӑм; сансӑр ялта, пӗччен пурӑнасси… ку хӑрушӑ!Я бы не вынес разлуки; без тебя в деревне, одному… это ужас!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурӑнасчӗ сирӗн ялта, уездри судра ӗҫлесчӗ, ҫав вӑхӑтрах хуҫалӑх ӗҫӗсене те пӗлсе ҫитнӗ пулӑттӑр.Пожили бы там, послужили бы в уездном суде и узнали бы между тем временем и хозяйство.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хам та пӗлместӗп: тахҫантанпах ялта пулман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине тата ялта пӗччен питӗ кичем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, ан тив, «ялта йӗркесӗрлӗх, унта хамӑн кайса килмелле», тесе пӑшӑрхантӑр вӑл ҫыру илсен.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, ялта уҫӑрах, — терӗ Ольга шухӑшласа, анчах барона мар, такама, аяккалла пӑхса каларӗ.— Да, деревня, — отвечала она задумчиво, но не ему, а так кому-то, на воздух.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ҫураҫнӑ каччӑ, ҫураҫнӑ каччӑ!» шутлаҫҫӗ пурте, анчах вӑл инкӗшӗнчен ирӗк ыйтман-ха, унӑн пӗр пус укҫи те ҫук, тата хӑҫан пуласса, кӑҫал ялтан мӗн чухлӗ тупӑш илессе те пӗлмест вӑл; ялта пурӑнма пӳрчӗ те ҫук — пит лайӑх каччӑ!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тӗрӗс калать Штольц, ялта шкул уҫас пулать», — шухӑшларӗ Обломов.«Правду говорит Штольц, что надо завести школу в деревне!» — подумал Обломов.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей Иванович ялта мӗн тумалли ҫинчен ҫырса пӗлтерчӗ вӗт-ха?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ ҫапла: ирхине тӑрӑттӑм, — пуҫларӗ Обломов, аллине ӗнси айне хурса; унӑн пит-куҫӗнче канлӗ пурнӑҫӑн йӗрӗсем палӑрчӗҫ: вӑл хӑй асӗнче ялта пулчӗ ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та итле: шӳтлемесӗр, ялта кӑҫал санӑн хӑвӑн пулас пулать.Однако послушай: не шутя, тебе надо самому побывать в деревне в этом году.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ шкул уҫ-ха ялта…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ялта манӑн хамӑн ҫурт, хамӑн пахча, хамӑн ята тырӑ; мужиксем пурте мана пилӗк таран пуҫ таяҫҫӗ!А в деревне у меня особый дом, особый огород, отсыпной хлеб; мужики все в пояс мне!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чир-чӗрсем ҫинчен Обломов килӗнче те, ялта та калаҫни илтӗнмен тесен те юрать; тӗттӗмре кам та пулсан мӗнле те пулин шалча ҫине пырса тӑрӑнать е аслӑк ҫинчен йӑванса анать, е хуралтӑ тӑрӗнчен хӑма ӳксе пуҫран ҫапать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах карчӑксем ялта кам мӗнле пурӑннине, кам мӗн тунине пӗтӗмпех суйласа тухаҫҫӗ; вӗсем ҫемьери йӑласемпе йӗркесене, вӑрттӑн пулса иртекен ӗҫсепе ҫеҫ мар, кашнин ӑшӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене те тишкереҫҫӗ, чунӗсене кӗреҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, тивӗҫсӗррисене хурлаҫҫӗ, пуринчен ытларах шанчӑксӑр упӑшкасене лекет, унтан тӗрлӗрен пулса иртнӗ ӗҫсене: менельниксене, тӗне кӗртнисене, ача ҫуратнисене, кам мӗнле хӑна тунине, кама чӗннине, кама чӗнменнине шутласа тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956