Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӳхӗм сăмах пирĕн базăра пур.
хӳхӗм (тĕпĕ: хӳхӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашине акӑш-макӑш хитре йӗнерпе йӗнерленӗ, ӑмӑрӗ тӗлӗнчи шуҫтанкипе йӗвенӗ кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, йӗнер ҫунатти те пулин кӑшт та якалман, хӳхӗм сӑранран ҫӗленӗ хырӑмсарлӑхпа ларкӑчӗ те ҫап-ҫутӑ.

Конь под ней был оседлан богатым седлом, нагрудная прозвездь и уздечка посверкивали серебром, даже крылья седла были нимало не обтерты, а подпруги и подушки лоснились глянцем добротной кожи.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тата, Богатырев, хӗҫпе ытларах ӗҫлеме, чееленме тӑрӑш унта, — хӳхӗм меслет!

Да ты там, Богатырев, больше на шашку, на хитрость налегай, милое дело!

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Лиховидовра пӗр хӳхӗм хӗрарӑм пур, каяр-и ҫавӑн патне?

— Поедем к одной хорошей бабе, на Лиховидов?

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашине вӑл Вешенскинчи пӗр казакран илчӗ, чӑнах та хӳхӗм хӑй, йӑлттам та шухӑ, ҫапах та Григорий ун ҫине вӑрттӑн шанмасӑр пӑхрӗ.

Под ним был добрый, взятый у одного из вешенских, строевой резвач, но Григорий относился к нему с затаенной недоверчивостью.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫи-пуҫ хӳхӗм сирӗн, улпутӑнни майлах.

Одежа у вас справная, как у благородного.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса кулчӗ, йӗнер ҫинче вӗткеленчӗклӗн мӗштӗртетсе шуҫкалама тытӑнчӗ, анчах Степанӑн хӳхӗм ҫи-пуҫӗ, вӑл сӑмахсене таса та янӑравсӑр сасӑпа калани ӑна кӗҫех пӑлхатса пӑрахрӗ.

Мишка зацвел улыбкой, заерзал, засуетился в седле, но внешность Степана, чистый глухой выговор его смутили.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нимӗҫсен тимӗр кӗлеллӗ хӳхӗм аттисем Дон ҫулӗсене таптаса хытараҫҫӗ, баварсен утлӑ ҫарӗ Дон шывӗпе лашисене шӑварать…

Добротные, желтой кожи, немецкие сапоги с окованными по износ каблуками трамбовали донские шляхи, баварская конница поила лошадей в Дону…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗнӗ Земцева хуторӗн представителӗ Коновалов, нимӗҫсен тӗссӗр кӑвак пуставӗнчен ҫӗлетнӗ хӳхӗм китель тӑхӑннӑскер тата китель ҫухи ҫумне сантал хӑю ҫӗлесе хунӑскер, айӑплӑн кулкаласа, кӑкӑрӗпе хут листи ҫине выртрӗ.

Представитель хутора Ново-Земцева Коновалов, в парадном кителе серонемецкого сукна с красными лацканами на воротнике, виновато улыбаясь, слег над листом.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька савнийӗ тӗрленӗ хӳхӗм енчӗке икӗ пӳрни хушшине хӗстерсе тытнӑ; урисене чармакласа, чикаркка ҫавӑрать.

Митька, отставив ногу, вертел папироску, богато расшитый любушкой кисет держал меж двух пальцев.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Анна Погудко… иккӗмӗш номерлӗ пулеметчик, эсӗ такам телейӗ пек ытла та хӳхӗм!

— Анна Погудко… пулеметчик номер второй, ты хороша, как чье-то счастье!

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сӑмах та ҫук, хӗрӗсем питӗ хӳхӗм, — терӗ Прохор, машинӑран тухса, — ҫавах та арҫынсем пулсан авантарахчӗ.

— Слов нет, девчатки бедовые, — сказал Прохор, слезая с машины, — а все ж таки были бы сподручней мужчины.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав хурал, тӗрмери ҫынсене ирӗклӗн пурӑнма пӑртак чӑрмантарать пулин те, вӗсене валли питӗ хӳхӗм майсем туса панӑ: кунти йӗркесене кура, арестленисем, екки килсен, кирек хӑш самантра та ҫӑмӑллӑнах тата ним хӑрамасӑр туха-туха тарма пултарнӑ.

Но охрана эта, если до некоторой степени и стесняла свободу заключенных, то взамен являла весьма существенное преимущество: была построена так, что в любой момент арестованные могли, при желании, легко и безопасно бежать.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ресторанта тӗрлӗ апатсен йывӑр шӑрши тапса тухнӑ; сӗтелсем ҫинчи чӗрӗ чечексен чуна хумхантаракан хӳхӗм шӑршине хуплантарсах ӑша-чике лӗклентерсе пӑтратать.

Запахи ресторанных кушаний глушили волнующе-тонкий аромат расставленных по столикам живых цветов.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ ӑна хӑйне валли хӳхӗм малашлӑх уҫса савӑнтарчӗ: ара, ӑҫтан-ха вӑл, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм пулман казак, мӗн пӗчӗкрен вӑкӑр хӳри пӑрма ҫеҫ вӗреннӗскер, хӑй офицера тухасси е ытти тӗрлӗ пылак пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑрасси ҫинчен шутлама пултарнӑ?

А война радовала потому, что открывала перспективы необыкновенные: ему ли, простому казаку, с мальства крутившему хвосты быкам, было думать об офицерстве и иной сладкой жизни?

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем ҫине ытараймасӑр пӑхнипе Чубов кулас килмен ҫӗртен кулса выртрӗ, ҫав тери хӳхӗм тунӑ ӳкерчӗк ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Чубов, непроизвольно улыбаясь, залюбовался мастерским рисунком.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пур ҫӗрте те тырӑ пусси, хутран-ситрен ҫеҫ хӗвел ҫинче сарӑ хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗсем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ, е пӗлӗт мӗлки пек тӗттӗм кукуруза, е хӳхӗм пустав евӗрлӗ хуп-хура ҫӗртме пусси курӑнса каять.

Повсюду жнивье и жнивье, и только изредка заиграет на солнце сочное цветенье подсолнуха или ляжет то темная, как тень облака, кукуруза, то черный квадрат паров, похожий на отрез добротного сукна.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Асар-писер пысӑк арканчӑк пек те ирсӗр пушӑ вырӑн пек курӑнса выртать хула ҫак акӑш-макӑш илемлӗ те хӳхӗм тӗрӗсемпе тӗрленсе йӑлкӑшакан каҫ умӗнхи сехетре.

Великое разрушение и мерзостную пустоту являл город в этот предвечерний, пышно расшитый красками час.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза — питех те хӳхӗм хӗр» терӗ.

Лиза — отменная девушка».

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӳхӗм хӗрарӑм.

Славная бабочка.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питӗ хӳхӗм ут пулать.

Добрячий конь будет.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней