Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать.18. Ибо, как Сам Он претерпел, быв искушен, то может и искушаемым помочь.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; 4. ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16. вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫынсем, ырӑлӑх пуласса ӗмӗтленсе, тӑвӑррине тӳсӗҫ, усал пурӑннисем вара, тӑвӑррине тӳснӗ пулсан та, ырӑлӑха кураймӗҫ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ тӳрӗ, пирӗн аттемӗрсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен, Эсӗ вӗсене хӗн-асап тӳснӗ чухне нумай хутчен пулӑшнӑ, вӗсене пысӑк хӑрушлӑхсенчен хӑтарнӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Симон — Иуда тӑванӗ — Никанорпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ, анчах та тӑшман кӗтмен ҫӗртен тапӑннине пула кӗҫех пысӑк мар ҫухату тӳснӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл ӗнтӗ иудейсен тӗреклӗ керемне Вефсурӑна тапӑннӑ, анчах тарса кайма, парӑнма тивнӗ, ҫухату тӳснӗ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑхпа пӗрле хӗн-асап тӳснӗ вырӑна та кайран Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ ҫитнӗ, Пурне те Пултаракан Турӑ ӑна ҫилленсе пӑрахнӑ пулсассӑн та, Аслӑ Патша ҫырлахнипе каллех пӗтӗм чапӗпе чӗрӗлсе тӑнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Димитрий патшара ларнӑ чухне, ҫӗр утмӑл тӑххӑрмӗш ҫулта, Иасон хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле сӑваплӑ ҫӗрпе патшалӑхран хӑпсассӑн, хамӑр хурлӑх та асап тӳснӗ ҫулсенче эпир, иудейсем, сирӗн патӑра ҫыру ҫырса янӑччӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ ҫавӑн чухне Эпӗ сана хӗсӗрлекенсене пурне те хӗссе лартӑп та уксаххисене хӑтарӑп, саланса кайнисене пуҫтарӑп, вара вӗсене хӑйсем мӑшкӑл тӳснӗ ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл пирӗн тӗлӗшӗпе, пире сут тӑвакан тӳресем тӗлӗшӗпе каланӑ сӑмахне пурӑнӑҫларӗ: пирӗн ҫине пысӑк инкек ячӗ — Иерусалим тӳснӗ пек инкек халиччен тӳпе айӗнче те пулман.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн, 57. ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ — Турӑ ҫиллин туйинчен хуйхӑ тӳснӗ ҫын.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара ҫак халӑхшӑн ан ыйт, уншӑн ан кӗлту, ан тархасла: вӗсем хӗн-хур тӳснӗ чухне Мана тархасланине илтмӗп Эпӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӑна асаплантарнӑ, анчах Вӑл ҫакна Хӑй ирӗкӗпе тӳснӗ, Вӑл ҫӑварне те уҫман; пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна — хӗн-асап тӳснӗ ара, чир-чӗр мӗнне пӗлекенскере — ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗн-асап тӳснӗ чухне ҫитнӗ ырӑлӑх — типӗ ҫанталӑкри ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗр вӑхӑтлӑ.23. Благовременна милость во время скорби, как дождевые облака во время засухи.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йӑваш ҫынна ырӑлӑх ту, йӗркесӗр ҫынна ан пар: унран ҫӑкӑрна питӗрсе ил те ан пар ӑна, кайран вӑл хӑвна ан пӑхӑнтартӑр: 6. ӑна ҫапла ырӑлӑх тунӑшӑн эсӗ икӗ хут усаллӑх тӳснӗ пулӑттӑн; Ҫӳлти Турӑ та ҫылӑхлӑ ҫынсене кураймасть, йӗркесӗр ҫынсене тавӑрать.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.