Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Нимӗнле план та кирлӗ мар! — терӗ Штольц.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл нимӗҫ характерӗнче нимӗнле ҫепӗҫлӗх, чыслӑх, ӑшӑ кӑмӑл пуррине курман, лайӑх ҫынсем хушшинче пурнӑҫа илемлетекен, мӗнле те пулин йӗркене урӑхлатма, халӑх йӑлине пӑсма, устава пӑхӑнмасӑр тӑма пулӑшакан япаласем пуррине асӑрхаман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑн пек ӗнентерсе калама Наталья Фаддеевнӑн нимӗнле сӑлтав та пулман, никам та никама хирӗҫ тӑман, кометӑсем те ҫав ҫулхине пулман, анчах карчӑксен тепӗр чухне малтанах уҫӑмсӑррӑн туйса тӑни пулкалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пурнӑҫӗнче нимӗнле чӑрмав та пулман пекех, анчах вӑл чи пӗчӗк чӑрмава та ҫӗнтереймен пулӗччӗ; вӑл пӗр ӗҫне пӗтерсе теприн ҫине куҫмасть, вӗсем хӑйсем ӑна вӑйлӑ хумсем евӗр сиктереҫҫӗ; вӑл пӗр-пӗр ӗҫе чунне хытарса тума е тепӗр ӗҫе ӑспа хавхаланса тума пултараймасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хуллен ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ; хальхинче хӑйӑлтатнипе хӑрӑлтатнӑ сасӑ пӗрлешсе кайрӗҫ те нимӗнле инструментпа та калама май ҫук сасӑ пулса тухрӗ мӗнле те пулин китай халӑхӗн гонгӗпе е инди халӑхӗн там-тамӗпе ҫавнашкал сасӑ кӑларма пулӗччӗ-и тен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ, тен, тепӗр чухне, эпӗ утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе выртнӑ чух, ман ҫине пӑхса шухӑшлатӑн пуль, мӗнле ку, каска пек, выртать те ҫывӑрать, тетӗн пуль; ҫук, ҫывӑрмастӑп эпӗ, питӗ хытӑ шухӑшлатӑп, хресченсем нимӗнле нуша та ан курччӑр, ҫынсен пурнӑҫне ан хапсӑнччӑр, хӑрушӑ судра мана ан ӳпкелеччӗр, маншӑн кӗл туччӑр, ыр сӑмахпа асӑнччӑр, тетӗп.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑнпа пӗрлех Олеся хаваспах, нимӗнле иккӗленӳсӗр те татӑклӑн, хӑйне пӗтӗмпех хама панине те туйса илтӗм.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ултӑ кун хушши аташса ӗшеннӗ пуҫра нимӗнле шухӑш та ҫук, ҫакнӑ эпӗ халь ӳркевлӗн те ыррӑн туйса тӑратӑп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Лере, шухӑшласа пӑх-ха: манӑн кума патӗнче, канлӗхре, шӑплӑхра пурӑнатӑн; никам та тӗкӗнмест сана; нимӗнле шӑв-шав та ҫук, таса, тирпейлӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ нимӗнле ҫыру та курман, — терӗ Захар.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кунта эсир пире нимӗнле пулӑшу та пама пултараймастӑр.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Пӗр пушӑ сехет те ҫуккӑ, паныч… суха пуссине хуратмалла паян», — тавӑрать вӑл ман йыхрава хирӗҫ час-часах; чӑннипе вара хӑй нимӗнле суха пуссине те «хуратмасть», куна эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ун вырӑнне вӑл, кам та пулин хӑналасса иккӗленӳллӗ шанӑҫпа кӗтсе, пӗтӗм кунне монополи таврашӗнче ирттерет.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Нимӗнле упӑшка та кирлӗ мар мана.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Нимӗнле кучченеҫӳ те кирлӗ мар мана санӑн, — турчкипе кӑвара тарӑхуллӑн хырса пухнӑ май мӑкӑртатрӗ вӑл.— Никаких мне твоих гостинцев не нужно, — проворчала она, ожесточенно разгребая кочергой уголья.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Енчен те пӑравуссене карап ҫинче вӑл туса хатӗрленӗ чертежсене пӑхӑнса ҫирӗплетсен нимӗнле хӑрушлӑх та сиксе тухмасть.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑшӗсем вӗсене кӑткӑс формулӑсемпе аптратса ӳкернӗ, теприсем нимӗнле пӗлӳ те паман, тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса вӑхӑта ирттернӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Апла пулин те Тинӗс техника комитечӗ нимӗнле йышӑну та туман, ҫав таблицӑсене флота ҫитермен.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Макаров паникер пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Нимӗнле вӑрҫӑ та пулмасть», — тенӗ вӑл.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Броненосец шӑтсан вӗсем шыва шлюпкӑсем те антарман, ҫынсене ҫӑлма нимӗнле мерӑсем те йышӑнман.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсем — нимӗнле чӑрмава пӑхмасӑр аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ хӗрарӑмсем.Первые женщины, которые, преодолев все препятствия, сумели получить высшее образование.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.