Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлмен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫӗршывра ҫак теттен ятне пӗлмен ҫын пур-и?

Кто в нашей стране не знает, как называется эта игрушка?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл пирӗн зала кӗрсе тӑнӑ пек пулчӗ, ҫак нимӗнрен хӑрама пӗлмен вӑй-хӑватлӑ чуншӑн ытла нумаях та кирлӗ мар иккен!

Он как будто вошёл в этот зал — сильная, бесстрашная душа, которой было нужно так мало!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавна пӗлмен ҫынна ун ҫинчен ӑнлантарса та парас ҫук.

Это было трудно объяснить незнакомому человеку.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн, мӗнле майпа та епле-ха эпӗ ют хваттере ҫӗмӗрсе кӗретӗп те иккен, шала кӗрсен хамӑн Катя В. Н. Жуков профессор патӗнче пурӑннине пӗлнӗ пулин те нимӗне пӗлтермен ҫыру хӑварасран урӑх нимӗн те тума пӗлмен, ҫырӑвӑмра та хама ӑҫта шырамаллине, Мускавра хӑҫанччен пулассине пӗр сӑмахпа та кӑтартман.

Почему, каким образом и на каком основании, взломав чужую квартиру, обойдя комнаты, обнаружив, что Катя живёт у профессора В. Н. Жукова, я не нашёл ничего лучшего, как оставить записку, совершенно бессмысленную, потому что в ней не было указано, ни где меня искать, ни долго ли я пробуду в Москве.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Катя кунта иккенне пӗлмен чухне вӗҫни вӑл хӑйне, вӑл Полярнӑйра сывах та чипер, эпӗ ӑна сӗтел хушшинче чей тултарса ларнине ҫитес кунсенчех курасса пӗлсе вӗҫни йӑлтах урӑхла ӗҫ.

Но одно было летать, не зная, что с Катей, и совершенно другое, зная, что она в Полярном, жива и здорова и что на днях я увижу её разливающей чай за столом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пытарас кун, ҫӗрле аслашшӗ вилнине вуҫех пӗлмен Терентий килсе ҫитрӗ.

Ночью накануне похорон явился Терентий, ничего не знавший о смерти деда.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ҫак шӑплӑхра ҫуртӑн тепӗр енче, пӗлмен урамра, шав илтӗнмен пулсан та, унта темӗнле хусканнине сисме пулнӑ.

Но за этой тишиной, по ту сторону дома, на незнакомой улице, не столько слышался, сколько угадывался тревожный шум какого-то движения.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем ҫинчен Петя ку таранччен нимӗн те пӗлмен.

Об их существовании до этого времени Петя не имел ни малейшего представления.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тен, хут пӗлмен пулӗ.

— Наверно, неграмотный.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ача халӗ тавҫӑрса илчӗ, нумай япаласем ҫинчен калаҫма та юрамасть, пӗлсен те нимӗн пӗлмен пек шавламасӑр ҫӳрес пулать.

Но мальчик понимал уже, что существуют вещи, о которых лучше ничего не говорить, а молчать, делая вид, будто ничего не знаешь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку каҫ Петяшӑн вӑл халиччен пӗлмен, илтмен япаласем нумай паллӑ пулчӗҫ.

В этот вечер Пете открылось много такого, о чем он раньше не подозревал.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— «Арӑсланпа йытӑ, — пуҫларӗ Петя хӑвӑрт, хӑй пӑшӑрханнипе вуланӑ чухне такӑнать, — Арӑсланпа йытӑ. Пӗр зверинецра арӑслан пулнӑ. Вӑл пит хаяр пулнӑ. Хуралҫӑсем унтан пит хӑранӑ. Арӑслан ытла та нумай аш ҫинӗ. Зверинец хуҫи нимӗн тума та пӗлмен…»

— «Лев и собачка, — начал Петя довольно бойко, хотя и запинаясь от волнения. — Лев и собачка. В одном зверинце находился лев. Он был очень кровожаден. Сторожа боялись его. Лев пожирал очень много мяса. Хозяин зверинца не знал, как тут быть…»

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сасартӑк хӑйне чӗннипе, вӑл хӗрелсе кайнӑ, вара яка урай тӑрӑх, нимӗн пӗлмен пекех, сӗтел патне тухнӑ.

Мальчик был застигнут врасплох, он густо покраснел и, почти теряя сознание, подошел по скользкому полу к столу.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫара хура урисене хутлатса, имшерленнӗ ӳчӗ ҫинчи кӗпине турткаласа старик пристав ҫине нимӗн пӗлмен куҫӗсемпе салтак пек пӑхса тӑчӗ.

Скрючив босые черные ноги и оправляя на тщедушном теле рубаху, старик уставился на пристава бессмысленными солдатскими глазами.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑвалакансем хушӑк ҫинчен нимӗн те пӗлмен.

Преследователи понятия о ней не имели.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑй ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларать, нимӗн пӗлмен кӑвак куҫӗсемпе Гаврик ҫине шӑтарас пек пӑхать.

А сам пускал крупные пузыри, уставясь на Гаврика бессмысленно голубыми глазками.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Картонкӑсен хакне чи лайӑх пӗлекен специалистсем те «Керчь» коробкине мӗн чухлӗ хакламаллине пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем те пароходсене мӗн чухлӗ хумаллине пӗлмен.

Самые лучшие специалисты по картонкам и те не знали в точности, за сколько надо считать «Керчь», так как расходились в оценке пароходов.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ромашов ман хыҫӑмран мӗн ҫамрӑкранах йӗрлесе пыни ҫинчен хӑй каланӑ пек каласа патӑм, унӑн канӑҫа пӗлмен пушӑ чунӗ мана хапсӑннипе шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех терт курнӑ.

Я повторил его рассказ о том, как всю жизнь он следил за мной, мучась от зависти, со школьных лет тяготившей его пустую, беспокойную душу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ман пата ӑҫта ҫырмаллине пӗлмен вӗсем, — пӗлнӗ пулсан та, тепӗр тесен, вӗсен телеграммисемпе ҫырӑвӗсем Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тӑнӑ вырӑна ҫитейнӗ пулӗччӗҫ-ши вара!

Но они не знали, куда мне писать. Да если бы это и было известно, едва ли дошли бы до стоянки экспедиции капитана Татаринова их телеграммы и письма!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Старик сывӑ мар ҫынпа, нимӗн пӗлмен ачапа сӑмахланӑ пек, сӑмахлать, кашни икӗ сӑмах урлӑ: «Сисетӗн-и?», тесе каласа хурать.

Старик разговаривал с больным, как с несмышленым ребенком, через каждые два слова приговаривая: «Чуешь?»

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней