Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXIII. Гаврик пичче

Раздел: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Источник: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Добавлен: 2019.09.27 01:35

Предложений: 103; Слово: 1040

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

— Кунта!

Гаврик урипе пӗчӗк алӑка тапса уҫрӗ те, ачасем кӗрен чечексем ӳсекен пахчана кӗчӗҫ. Вӗсем ҫине ҫавӑнтах сарӑ куҫхаршиллӗ пысӑк йытӑ вӗрсе ячӗ.

— Цыц, Рудько! — кӑшкӑрчӗ Гаврик. — Палламарӑн-и?

Йытӑ шӑршласа пӑхрӗ, палларӗ, йӳҫҫӗн кулнӑ пек турӗ. Ахалех чӑрманса илчӗ! Лапсӑркка хӳрине кӗлентӗр пек ҫавӑрчӗ, чӗлхине усрӗ те, хӑвӑрт сывласа хӑй хыҫҫӑн ҫӳлтен карнӑ пралук ҫине ҫакнӑ чанкӑртатакан сӑнчӑра сӗтӗрсе, картиш варринелле кӗрсе кайрӗ.

Пӳрт умӗнче вӗсем ҫине хӑраса кайнӑ арӑм пӑхса илчӗ.

Ачасене курсан, вӑл аллисене ҫитцӑ саппунпа сӑтӑрса каялла пӑхса каларӗ:
— Нимӗн те ҫук.
Сан патна килнӗ, шӑллу килет, — терӗ.

Арӑм хыҫӗнчен пысӑк арҫын пӑхса илчӗ. Вӑл тӑрӑхла тӗрӗллӗ матрос кӗпи тӑхӑннӑ кӗпи ҫаннине, борецсенни пек, хулпуҫҫи таранах касса татнӑ.

Унӑн намӑсланнӑ пек пулнӑ вӗтӗ тарпа витӗннӗ тӗксӗм пичӗ патмар кӗлеткипе пӗртте килӗшмест. Унӑн кӗлетки мӗн чухлӗ вӑйлӑ та хӑюллӑ, ҫавӑн чухлӗ йӑваш туйӑнать.

Пиҫиххине туртса хӑпартса, вал ачасем патне утса пычӗ.

— Ку Петька, Канатнӑй урамӗнчен, Куликово уйӗ кӗтессинчи ҫуртран, — терӗ Гаврик юлташӗ еннелле пуҫне сулса. — Учитель ачи. Нимех те мар.

Терентий, Петя ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те, хаваслӑ та хӗлхемлӗ пӗчӗк куҫӗсемпе Гаврик ҫинче чарӑнчӗ.

— Эпӗ сана мӑнкуна туяннӑ пушмаксем ӑҫта санӑн? Мӗнле эсӗ Дюковски пахчари босяксем пек ҫӳретӗн?

Гаврик хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн шӑхӑрса илчӗ.

— Э-э-э, пушмаксем ӑҫта…

— Босяк эсӗ, босяк!

Терентий куляннӑ пек пуҫне сулчӗ те пӳрт хыҫнелле кайрӗ, ачасем те ун хыҫҫӑн утрӗҫ.

Унта, пурҫӑн йывӑҫҫи айӗнче, кухньӑри кивӗ сӗтел ҫинче, Петяна хаваслантарса ӑнтан ямалла слесарно-механически мастерской пулнӑ. Паять тумалли лампа та ҫавӑнтах чашкӑрса ларнӑ. Унӑн кӗске кӗпҫинчен тупӑ ӑшӗнчен тухнӑ пек, кӑн-кӑвак вут хӗлхемӗ вӗрсе тӑнӑ.

Йывӑҫ ҫумне тӗпне ҫӳлелле тӑратса хунӑ ачасене шыва кӗртмелли ваннӑна тата Терентий аллинчи паяльнике курсан, хуҫи ӗҫлӗ ҫын пулнине пӗлме пулать.

— Маҫтӑрлатӑн? — тесе ыйтать Гаврик, сурчӑкне пысӑк ҫын пек сурса пӑрахса.

— Аха.

— Мастерской ӗҫлемест-и-мӗн?

Терентий, ыйтнине илтмен пек пулса, мӑлатукне паяльник ҫулӑмӗ ӑшне чиксе паяльник хӗрнине тинкерсе пӑхать. Хӑй ашӗнче:
— Пирӗншӗн ан хӑрӑр. Эпир хамӑр валли ҫӑкӑр татӑкӗ яланах тупӑпӑр, — тесе мӑкӑртатать.

Гаврик пукан ҫине, урайне ҫитмен урисене хутласа ларчӗ. Вӑл аллисемпе чӗркуҫҫи ҫине таянса, васкамасӑр сулкаланса, аслӑ пиччӗшӗпе хуҫалӑх ҫинчен йӗркеллӗ калаҫма тытӑнчӗ.

Ҫуркаланса сӗвӗннӗ сӑмсине пӗркелентерсе, хӗвелпе те тӑварпа тӗссӗрленнӗ куҫхаршисене хӑпартса, Гаврик пиччӗшне аслашшӗнчен салам каларӗ, бычоксен хакне пӗлтерчӗ, сӑмах майӗн мӗнпур ҫиллипе мадам Стороженкона ярса илчӗ, вӑл «ҫавӑн пек ирсӗр, яланах карланкӑран пӑвать, ҫынсене сывлама та памасть», тесе тата ытти сӑмахсемпе те каласа ятларӗ.

Терентий, итленӗ май, хӗрнӗ мӑлатук сӑмсине хуллен тӑхлан тӑрӑх сӑтӑрать, вӑл сӗртӗннипе тӑхлан ҫу пек ирӗлет.

Кӗҫӗн шӑлнӗ аслӑ пиччӗшӗ патне хӑнана килсе хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен каласа ларнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах Гаврик питӗ шухӑша кайнине тата вӑл пиччӗшпе калаҫма ҫав тери вӑрӑм ҫула утса килнине шута илсен, — Гаврикӑн пысӑк ӗҫ пуррине часах сисме пулать.

Терентий Гаврик ҫине темиҫе хут та тинкерсе пӑхса илчӗ, анчах Гаврик систермесӗр, Петя еннелле пӑхса куҫ хӗссе, нимӗн пулман пек калаҫса ларчӗ.

Петя паять тунине тӗлӗнсе пӑхса пӗтӗмпех манса кайнӑ. Вӑл пысӑк хачӑ хулӑн цинка, хута каснӑ пекех, каснине куҫне илмесӗр пӑхса тӑрать.

Одессӑри ачасемшӗн чи хавасси — картиш варринче, паяльщик тавра кӗпӗрленсе, унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса тӑрасси пулнӑ.

Анчах унта палламан ҫын, куҫса ҫӳрекен сцена ҫинчи фокусник пек, чейнике е урӑх япалана хӑвӑрт паять тӑвать те, тӗркеленӗ шӑвӑҫ татӑкӗсене хулпуҫҫи урлӑ хурса, вучахне алла тытса картишӗнчен: «Паять, паа-а-аять!» тесе кӑшкӑрса тухса каять.

Кунта акӑ паллакан ҫын, ху юлташун тӑвӑнӗ, хӑйӗн пултаруллӑхне килӗнче, хӑй пӗлекен ҫынсене ҫеҫ кӑтартакан артист; унран хуть те хӑҫан та: «Итлӗр-ха, ҫак тимӗр коробкӑра мӗн унта сирӗн — кислота-и?» тесе ыйтма пулать. Вӑл нихӑҫан та сана хирӗҫ: «Каях, ачам, ӑҫтан килнӗ ҫавӑнта. Ҫынна ӗҫлеме ан чӑрмантар», тесе каламӗ. Кунта пӗтӗмпех урӑхла.

Савӑннипе Петя чӗлхине тӑсса кӑларнӑ: ку ӗнтӗ ҫавӑн пек пысӑк ачана килӗшмест. Вӑл сӗтел патӗнчен нихӑҫан та кайман пулӗччӗ. Анчах вӑл ача йӑтнӑ пӗр пӗчӗк хӗр пурҫӑн йывӑҫӗ патне пынине курчӗ.

Хӗрача ҫулталӑкри ачана хӗнпех алли ҫине ҫӗклерӗ те, Гаврик патне илсе пычӗ. Ачи ҫӑварӗнче икӗ шап-шурӑ шӑл курӑнать.

— Пӑх-ха, кам килнӗ, агу? Гаврик килнӗ, агу! Гаврик пиччене кала: «Сывӑ и, Гаврик пичче! Агу!»

Гаврик пӗр кулмасӑр аллине хӗвне чиксе ячӗ те, унта патак ҫине лартнӑ хӗрлӗ конфет-автана туртса кӑларчӗ.

Тӗлӗнмелле — Гаврик ҫав япалана виҫӗ сехет хушши чиксе ҫуренӗ, анчах ӑна тутанса пӑхма мар, пурри ҫинчен те никама та пӗлтермен. Ун пек питӗ тӳсӗмлӗ ҫын ҫеҫ тума пултарать.

Гаврик автана ача патнелле тӑсрӗ.

— Ме!

— Ил, Женечка, — терӗ те хӗрача, ачине автан патнех илсе пычӗ. — Аллупа тыт. Куратӑн-и мӗнле кучченеҫ илсе килнӗ сан валли Гаврик пиччӳ. Тытах автана аллупа. Ак ҫапла. Халӗ пиччӳне: «Тавтапуҫ пичче», тесе кала. Ну, кала: «Тавтапуҫ, пичче!»

Ача хӑйӗн вараланса пӗтнӗ кӳпшек аллипе илемлӗ автан-конфет лартнӑ патака хытӑ тытрӗ. Хӑй ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларать, нимӗн пӗлмен кӑвак куҫӗсемпе Гаврик ҫине шӑтарас пек пӑхать.

— Куратӑр-и, акӑ вӑл мӗн калать: «Тавтапуҫ, пичче», — тет хӗр, пылак конфет ҫинчен кӗвӗҫекен куҫӗсене хускатмасӑр. — Ӑҫта халех ҫӑвара чикетӗн? Кӑшт выля-ха малтан. Малтан пӑтӑ ҫиес пулать, ун хыҫҫӑн автана та ҫиме юрать… — терӗ хӗрача ӳкӗтлесе вӗрентнӗ пек. Хӑй тӳмеллӗ ҫӗнӗ пушмак тӑхӑннӑ, улӑм шӗлепкеллӗ, халиччен курман илемлӗ ача ҫинчен куҫне те илмест.

— Ку, Канатнӑй урамри Петя. Вӗсен ҫурчӗ Куликово уйӗ кӗтессинче, — терӗ Гаврик. — Мотя, эсӗ ҫак ачапа тухса выля-ха!

Хӗрача вӑтаннипе шуралса кайрӗ. Ачине хӑй ҫумне чӑмӑртаса тытса, Петя ҫине куҫ айӗнчен пӑхса, вӑл каялла чакма пуҫларӗ. Чаксан-чаксан, ҫурӑмӗпе ашшӗ ури ҫумнех пырса таянчӗ.

Терентий хӗрачана хулпуҫҫинчен ачашларӗ, унӑн кӗске каснӑ ҫӳҫӗ ҫинчи пӗрмеллӗ калпакне тӳрлетрӗ те:

— Тухах, Мотя, ҫак ачапа выля-ха. Эпӗ сан валли ху сывӑ мар чухне Япони вӑрҫӑ ҫинчен илсе панӑ картинкӑсене кӑтарт ӑна. Каях, ачам, Женечкӑна амӑшне пар.

Мотя ашшӗ ури ҫумне сӗркеленчӗ те, вӑтанса хӗрелнӗ питне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Унӑн куҫӗнче тулли куҫҫуль, хӑлхисенче пӗчӗк шӑрҫаллӑ алкасем чӗтреҫҫӗ.

Петя ун пек хӑлха-алкисене сӗт сутакан арӑмсен пулнине аса илчӗ.

— Ан хӑра, ачам; ку ача ҫапӑҫмасть, ан хӑра.

Мотя, ашшӗ сӑмахне итлесе, ачана пӳрте леҫрӗ те хулӗсене тӳп-тӳрӗ тытса, пӗр кулмасӑр каялла таврӑнчӗ.

Вӑл Петяран пӗр тӑватӑ утӑмра чарӑнчӗ те, тарӑн сывласа илсе, ҫинҫе сасӑпа каларӗ:

— Ача, санӑн курас килет-и? Эпӗ сана Япони вӑрҫин картинкисене кӑтартам?

— Кӑтарт, — терӗ Петя уҫӑ мар, хӑюллӑ сасӑпа. Ун шучӗпе хӗрачасемпе ҫавӑн пек сӑмахламалла. Ҫавӑнтах вӑл тӑрӑшса хулпуҫҫи урлӑ аванах сурса пӑрахрӗ.

— Кайӑпӑр-и, ача?

Хӗрача кӑшт вӗҫкӗнле Петя патнелле ҫаврӑнчӗ те, сиккелесе, хулпуҫҫисене вылятса, картиш варрине, нӳхреп хыҫне, хӑйӗн пуканисем патне илсе кайрӗ.

Петя ун хыҫҫӑн тайкаланса пырать. Хӗрачан путӑклӑ, кӗтесленсе анакан ҫӳҫлӗ ырхан мӑйӗ ҫине пӑхса, вӑл хытӑ пӑшӑрханнӑ, унӑн урисем хутланма пуҫланӑ.

Паллах, кӑна ӗнтӗ тӳсейми юрату тесе калама ҫук. Анчах ҫакӑнпа пысӑк юрату пуҫланасси ҫинчен пӗрре те иккӗленмелли пулман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней