Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата ҫирӗм пилӗк ҫултан ман ҫинчен ҫак каҫхине Иван Павлыча чысласа каланӑ пек калӑҫинччӗ.

Я бы хотел, чтобы через двадцать пять лет работы обо мне говорили так, как об Иване Павлыче в этот вечер.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте йӗркеллех, эпӗ каҫхине Валька патӗнче илтнӗ сӑмахсене те асӑнмастӑп.

Всё в порядке — и я не думал больше о том, что накануне ночью услышал от Вали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине гостинӑя (хӑна пӳлӗмне) самовар тавра пухӑнса, хӑрушлӑхран епле хӑтӑлни ҫинчен савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса лартӑмӑр.

Вечером мы соединились в гостиной около самовара, весело разговаривая о минувшей опасности.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каҫхине Атӑл ҫинче тӗл пулни мана кунта та пӑлхавҫӑсем пуррине систерет.

Ночная встреча моя на Волге доказывала присутствие бунтовщиков.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Час-часах вӗсем мана каҫхине ҫывӑрма памаҫҫӗ.

Как часто по ночам они не дают мне заснуть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине вара, аэродромран киле таврӑннӑ чухне, трамвай ҫинчи халӑх шӑршлама, пирӗн ҫине тӳртӗн пӑхма тытӑнать.

Особенно когда поздней ночью возвращаемся домой с аэродрома и весь трамвай начинает принюхиваться и смотреть на нас с негодованием.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине вунӑ сехет хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне эпир алӑк патӗнче, табуретка ҫинче, пысӑк кӗрӗк тӑхӑнса тӗлӗрсе ларакан хаяр Яфет умӗнчен хӑра-хӑра иртсе ҫӳренӗ вӑхӑтсем аякка-аякка тӑрса юлчӗҫ ӗнтӗ.

Прошли те далекие времена, когда, возвращаясь после десяти часов домой, мы должны были с бьющимся сердцем обходить грозного Яфета, который в огромной шубе сидел на табурете перед входной дверью и спал — хорошо, если спал.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл государыня хӑш сехетре вӑраннине, хӑҫан кофе ӗҫнине, хӑҫан уҫӑлса ҫӳренине, унпа пӗрле мӗнле вельможӑсем ҫӳренине, ӗнер вӑл апат ҫинӗ чухне мӗн ҫинчен калаҫнине, каҫхине кампа курса калаҫнине каласа кӑтартнӑ.

Она рассказала, в котором часу государыня обыкновенно просыпалась, кушала кофей, прогуливалась; какие вельможи находились в то время при ней; что изволила она вчерашний день говорить у себя за столом, кого принимала вечером.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрре, каҫхине, атте диван ҫинче «Придворный календарӗн» листисене уҫкаласа ларма, анчах кӗнеки ӑна яланхи пек илӗртмен.

Однажды вечером батюшка сидел на диване, перевертывая листы Придворного календаря; но мысли его были далеко, и чтение не производило над ним обыкновенного своего действия.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каҫхине вара похода тухса кайрӑмӑр.

И вечером выступили в поход.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗрмере ирхине, кӑнтӑрла, каҫхине абрикос ҫитернӗ вӗсене.

в тюрьме кормили отжимками абрикосов — на завтрак, на обед и на ужин.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ывӑннипе каҫхине вӑл апат ҫиме те пултараймастчӗ.

и как она вечерами не могла есть от усталости,

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Астраханьтен ултӑ сехетре каҫхине тухрӑмӑр.

Пароход отвалил из Астрахани в шесть часов вечера.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр каҫхине сирӗн аҫу ман пата сиртен вӑрттӑн кӗрсе тухрӗ, мана хӳтӗлесе ҫырнӑ сирӗн ҫырӑвӑра кӑтартрӗ.

Отец ваш тогда по секрету от вас пришел ночью ко мне и показал ваше послание в защиту меня.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Комитет хапхи умне ҫитсен, вахтер мана Бодров юлташ ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ, вӑл тухса кайнӑ иккен, час пулмасть, анчах каҫхине просмотра килмелле.

Там у ворот комитета вахтер сказал, что товарищ Бодров уехал и будет не скоро, только вечером на просмотре.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре каҫхине, пӗлӗтре иртен метеорӑн сӳнсе пыракан йӗрӗ ҫине пӑхса, Расщепей ҫапла каларӗ:

И раз вечером, глядя на остывающий в небе след метеора, Расщепей сказал:

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫхине Давыдов хӑйӗн маттур партизанӗсене чӗнтерчӗ.

Ночью у костра созывает Давыдов своих залетных партизан.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫырӑнас текенсем ыран ун патӗнче ирхине вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхине вунӑ сехет ҫитичченех ҫырӑнма пултараҫҫӗ, терӗ, халлӗхе совет авиацине тата вӑйлӑрах тума пулӑшмашкӑн укҫа пуҫтарӑпӑр та пуҫтарнӑ укҫана «Правда» хаҫат редакцине ярӑпӑр, терӗ.

Желающие могут записаться у нее завтра от десяти до десяти, а пока она предлагает устроить сбор в пользу советской авиации и собранные деньги послать и адрес газеты «Правда».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине пуринчен те ир вӑрансан, — тӗлӗнмелле ҫав — эпӗ каҫхине пуҫланӑ ҫырӑвах хам ӑсӑмра малалла ҫырма тытӑннӑ.

Очень странно, но, проснувшись (раньше всех), я продолжал сочинять это письмо как раз с того места, на котором остановился накануне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине, апатланнӑ чух вара, Нина Капитоновна кинора мӗн курнине савӑнса каласа паратчӗ (ҫакӑн пек самантсенче ун пит-куҫӗнче Катя сӑнарӗ те пурччӗ), Николай Антоныч, унпа пӗрлех киноран таврӑннӑ пулин те, каласа кӑтартнине итлетчӗ.

За ужином она всегда с увлечением рассказывала содержание картины (и в эти минуты, между прочим, становилась похожа на Катьку), Николай Антоныч терпеливо слушал ее — хотя бы только что вернулся из кино вместе с нею.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней