Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Калатӑп сире: сут кунӗ Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.12. Сказываю вам, что Содому в день оный будет отраднее, нежели городу тому.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34. Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.Истинно говорю вам: отраднее будет Содому и Гоморре в день суда, нежели тому городу.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир?33. Змии, порождения ехиднины! как убежите вы от осуждения в геенну?
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр, саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине — мантӑр; ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19. унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: 37. сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ; 24. калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21. хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22. калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.15. истинно говорю вам: отраднее будет земле Содомской и Гоморрской в день суда, нежели городу тому.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эхер те эсир ӑстӑнӑра ҫирӗп тытаятӑр, чӗрӗре асӑрхаса-тӗрӗслесех тӑраятӑр пулсассӑн, пурӑнӑҫӑра сыхласа хӑварайӑр, вилнӗ хыҫҫӑн ырӑлӑх илейӗр: 35. вилнӗ хыҫҫӑн эпир чӗрӗлсе тӑрӑпӑр та, сут пулӗ — ун чухне тӳрӗ ҫынсенӗн ячӗсене пӗлтерӗҫ, усаллисенӗн ӗҫӗсене кӑтартӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе Вӑл Манӑн йӑлкӑма, Манӑн ҫӗрӗмсенче сыхланса юлнисене, ҫӑлӗ, вӗсене Вӑл вӗҫӗ ҫитичченех — Эпӗ сана пуҫламӑшӗнчех каланӑ сут кунӗ ҫитичченех — савӑнтарса тӑрӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42. эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ ҫылӑха кӗнисем ҫинчен, вӗсене мӗнле пултарни ҫинчен, вӗсене мӗнле сут пуласси ҫинчен, вӗсем мӗнле пӗтесси ҫинчен шухӑшламастӑп, 39. Эпӗ тӳрӗ ҫынсем мӗнле пурӑннӑшӑн, вӗсем ҫӑлӑнасшӑн тата сӑвап илес тесе тӑрӑшнӑшӑн савӑнатӑп.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сут кунӗ вара ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗ тата пулас вилӗмсӗрлӗхӗн пуҫламӑшӗ пулӗ, ун чухне вилекен пулмӗ, 44. чарусӑрлӑх пӗтсе ларӗ, ӗненӳсӗр пурӑнасси чарӑнӗ, тӗрӗслӗх ӳсӗ, чӑнлӑх ҫуталса кайӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.