Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлекен сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫлекен (тĕпĕ: ӗҫлекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя пеккисем тата кӑштах аслӑраххисем ӗҫлекен сӗтелсем ҫинче решеткеллӗ модель сыпписем, ҫуначӗсем, хӳрисем, фюзеляжсем купаланса выртаҫҫӗ.

Решетчатые сочленения моделей, крылья, хвосты, фюзеляжи громоздились на столах, за которыми трудились ребята такого же возраста, как Володя, и немного старше.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗншӗн тӗсен, ун ашшӗнчен — «Леонид Красин» ҫинче политика енӗпе ӗҫлекен капитан помощникӗнчен аслӑраххи кам пултӑр тата!

Потому что кто же мог быть главнее, чем папа, плававший на «Леониде Красине», как известно, помощником капитана по политической части.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Халӗ ӗҫлекен специалистсем ӗҫ ветеранӗсене ырӑпа аса илсе калаҫҫӗ, вӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Кун йӗркинче тӗрлӗ темӑсем пулчӗҫ: 2019 ҫулта Чӑваш Республикинче «Экологи» наци проекчӗ мӗнле пурнӑҫланса пыни; республика территорийӗнче пурӑнакан граждансене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси; 2019-2020 ҫулсенчи кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта уйрӑм кил-ҫуртсенче тата хваттерсенче газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес мерӑсем пирки; банксен карттисемпе, мобильлӗ ҫыхӑну хатӗрӗсемпе усӑ курса, Интернет урлӑ тӑвакан ултавлӑ ӗҫсенчен асӑрханасси; республикӑри ял, хула тӑрӑхӗсенче йӗркене пӑснине профилактикӑлас тӗлӗшпе ӗҫлекен канашсен ӗҫӗ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗ.

Помоги переводом

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Вара хӑйне казачка арӑмӗпе сад пахчинче ӗҫлекен казак пек е тусем хушшинчи абрек пек, е Оленинран хӑйӗнченех хӑраса тӑракан хир сысни пек туйса шухӑшлани тӗлӗнче тытать.

И застает себя или казаком, работающим в садах с казачкою-женою, или абреком в горах, или кабаном, убегающим от себя же самого.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра // Петӗр Ялкир. «Хресчен сасси», 2003.12.16, 3 стр.

Служба уссишӗн тесе, ӑна хӑш чухне пӗр ротӑран теприне куҫараҫҫӗ, вӑл вара ҫав чи-чи йӗркесӗр, пӑрахӑҫ командӑсенчен ҫур ҫул хушшинчех йӑрӑслӑх-чиперлӗх те итлеслӗх-пурнӑҫласлӑх тӗлӗшпе лайӑх ӗҫлекен пысӑк машина евӗрех туса хурать, — начальник умӗнче чӗтӗреслӗхпе витӗрех касӑлтарнӑ, тейӗн ҫав.

Его иногда, для пользы службы, переводили из одной роты в другую, и в течение полугода он умел делать из самых распущенных, захудалых команд нечто похожее по стройности и исполнительности на огромную машину, пропитанную нечеловеческим трепетом перед своим начальником.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Чиркӳре ӗҫлекен пӗлӗшӗме тӗл пулма кайрӑм.

Ходил с знакомым ключарем повидаться.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Сассӑр юлнӑ маншӑн ӗҫлекен ҫын алӑсӑр юлнипех танлашать.

А мне без голосу всё равно, что работнику без руки.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫак хӗрача ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫакӑнта ӗҫлекен йыснӑшӗ патӗнче пурӑннине асне илчӗ.

Он вспомнил, что девочка после смерти отца жила в мастерской у своего дяди.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑран вӑл икӗ хут тарса кайма хӑтланса пӑхрӗ, малтанласа Рахманлари ҫыннисене темле вӑрттӑн хыпар пӗлтерме васкатчӗ, ҫав хыпара пӗлтерме ӑна хулари конакра ӗҫлекен тӗрӗк хушнӑ пулнӑ; ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупассипе ҫеҫ айӑп тунӑ пулнӑ.

Он уже дважды пытался бежать из Клисуры и первый раз — с каким-то тайным поручением к рахманларцам от задержанного в городе турка из конака; за это он был наказан лишь строгим тюремным заключением.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑрттӑн пуштӑ вырӑнти комитетсемпе те Панагюриштери тӗп комитетпа кунӗн-ҫӗрӗн ҫырусем ҫӳретрӗ, пӑлхавҫӑсен вӑрттӑн полицийӗ уҫҫӑн ӗҫлекен тӗрӗксен полицине сыхласах тӑчӗ.

Тайная почта денно и нощно сновала между местными комитетами и центральным комитетом в Панагюриште, а тайная полиция повстанцев следила за явной, турецкой.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кулатӑн ак, вӗсенчен миҫе ҫын халӑхшӑн ӗҫлекен пулнине ан ман эс, Паиснй атте, сӑмахран, ҫӗр ҫул ӗлӗк Болгари историне чи малтан ҫырса панӑ, ҫавӑнтан пуҫласа Левский тияккӑн патне ҫити каласан мӗн чухлӗн вӗсем!

Ты улыбаешься, ты забываешь, сколько народных деятелей вышло из духовного звания, начиная с отца Паисия, который сто лет назад первый написал историю Болгарии, и кончая дьяконом Левским.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ӗҫпе вӑл хулара пӗртен пӗр хӑй кӑна ӗҫлекен пулчӗ.

Теперь этим занимался он один.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах Энтри кунӗ тата, Соколова та, Бойчон чи ҫывӑх тусӗ тесе, арестлерӗҫ, арманта ӗҫлекен Стоян пиччене те, тӗрӗксене вӗлерекеннисенчен пӗри тесе, тытса хупрӗҫ, Викентий тияккӑна та шырарӗҫ те, анчах вӑл тарса ӗлкӗрчӗ.

В самый андреев день полиция арестовала Соколова, как ближайшего друга Бойчо, и мельника, деда Стояна, как соучастника убийства; разыскивали и дьякона Викентия, но он скрылся.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

В. И. Ленин хӑйӗн «Мӗн тумалла?» ятлӑ кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Малта пыракан кӗрешӗвҫӗ рольне малта тӑракан теори тӑрӑх ӗҫлекен парти кӑна пурнӑҫа кӗртме пултарать. Ҫакӑ вӑл мӗне пӗлтернине кӑшт та пулин конкретлӑ ӑнланса илес тесен, вулакан ӗнтӗ вырӑс социал-демокрачӗсем умӗнхи ҫынсене — Герцена, Белинские, Чернышевские тата 70-мӗш ҫулсенчи революционерсен ушкӑнне аса илтӗр; вырӑс литератури хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗтӗм тӗнчипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхтӑр; шухӑшласа пӑхтӑр… вара ҫакӑ та ҫителӗклӗ!»

Помоги переводом

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Полозов хӑйӗн кӗрӳшӗ миллионсем тыткалакан сутӑҫ пуласси ҫинчен ӗмӗтленни, Марья Алексевна хӑйӗн пирвайхи кӗрӳшӗ откуп енӗпе ӗҫлекен пуласси ҫинчен ӗмӗтленнӗ пекех, пурнӑҫа та кӗмелле мар-и-ха тен.

Очень возможно, что не суждено сбыться мечтам Полозова о том, что его зять будет миллионером по коммерческой части, как не суждено было сбыться мечтам Марьи Алексевны о том, что ее первый зять пойдет по откупной части.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вырӑс пулнӑ пулсан, вӑл дворянин пулни лайӑхчӗ ӗнтӗ Полозовшӑн, анчах ют ҫӗршыв ҫыннисене, уйрӑмах французсене, вӑл япала кирлех те мар; американецсене вара пушшех те сахалрах кирлӗ: вӗсен Америкӑра ҫын — паян атӑҫ патӗнче ӗҫлекен е сухаҫӑ, ыран вара — генерал, тепӗр кунне — президент, кайран тата каллех конторщик е адвокат.

Если б он был русский, Полозову было бы приятно, чтоб он был дворянин, но к иностранцам это не прилагается, особенно к французам; а к американцам еще меньше: у них в Америке человек — ныне работник у сапожника или пахарь, завтра генерал, послезавтра президент, а там опять конторщик или адвокат.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Полозовӑн хӑй управляющи пулса ӗҫлекен тата пай тытса тӑракан стеарин заводне сутасси килнӗ.

Полозову хотелось устроить продажу стеаринового завода, в котором он имел пай и которым управлял.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр кунне консилиума великосветски медицина практикинче ӗҫлекен чи паллӑ тухтӑрсем пухӑннӑ, чи пысӑккисем кӑна пилӗк ҫын пулнӑ: унсӑр юрамасть, атту мӗнле каласа ӑнлантармалла-ха Полозова?

На другой день собрался консилиум из самых высоких знаменитостей великосветской медицинской практики, было целых пять человек, самых важнейших: нельзя, чем же действовать на Полозова?

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней