Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е эсӗ ҫав… ҫав хӑвӑнхӑвӑн оппозицине халех пӑрахатӑн, е эпир сан ҫине…

Или ты сейчас же прекратишь этот… свое это… свою оппозицию, или мы на тебя…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑн-и тата?

— А ошибки свои признаешь?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗр ӗҫлекенсене, хайхискер, сывлама ҫӑмӑл пулса тӑрать, вӗсен урхалӑхне пушатрӗҫ пулать — колхоза кӗрес килсен кӗр, кӗрес килмесен — хӑвӑн уйрӑм хуҫалӑху ҫинчех лар.

И получается хлеборобу легкая дыхания, чересседельная ему отпущенная — хочешь, иди в колхоз, а хочешь, сиди в своей единоличности.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Маншӑн, хӑвӑн аннӳшӗн те пулин пӑхӑнсамччӗ ҫав тискер усалсене! — тет ӑна амӑшӗ, анчах вӑл амӑшӗн сассине илтет те: «Ҫук, аннеҫӗм, юлташсене сутмастӑпах эпӗ, хамӑн идейӑшӑн вилетӗп, ӳкӗтлес вырӑнне эсӗ мана вилес умӗн чуптуса юл, вара мана хамӑн вилӗме кӗтсе илме те ҫӑмӑлрах пулӗ…» — тесе хуравлать.

Ради меня, твоей матери, покорись им, злодеям! — говорит ему мать, но он услыхал ее голос и отвечает: «Нет, рóдная мама, не выдам я товарищей, умру за свою идею, а ты лучше поцелуй меня перед моей кончиной, мне тогда легче будет смерть принять…»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шуйттан тытса тӑпӑлтарасчӗ сана, хӑвӑн тамашӑву-мӗнӗпе!

Черт бы тебя драл с твоим происшествием!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ пире хӑвӑн хӑтланӑвупа авӑ епле сиен туса хутӑн.

Ты принес нам вот какой вред своим поступком!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ хӑвӑн тӗлӗкӳсем пирки сӳпӗлтетсе ан лар-ха!

— Ты про сны свои оставь гутарить!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хӑвӑн арӑму умӗнче, Лушку умӗнче чышкуна шанлаттар, эпӗ сан арӑму мар!

Ты на жену свою Лушку стучи кулаком, а я тебе не жена!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Турттарса килетӗн те, виҫтерсе пӑхса заведующине парса хӑваратӑп, вӑл миххӳсем ҫине сургучлӑ пичетсем хурса тухӗ, сана хӑвна расписка ҫырса парӗ, ҫуркунне вара хӑвӑн тырруна тӗрӗс-тӗкелех илсе кайӑн.

Привезешь, сдашь по весу заведующему, он наложит на мешки сюргучевые печати, выдаст тебе расписку, а весною получишь свой хлеб целеньким.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн миххӳсенчех хӑварма пултаратӑн.

Могешь в своих мешках оставить.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн ывӑлна ан пӑлхат.

Сынишку своего не волнуй.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан янӑраш эсӗ хӑвӑн туррупа!..

— Замолчи ты со своим богом!..

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Турӑҫӑм, хӑвӑн хаярлӑхна хӑвӑртрах кӑтартсамччӗ!

Господи, приблизь твою кару!

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвна валли ытларах хӑвар, хӑвӑн выльӑхусене ҫулталӑк тӑрантармалӑх юлтӑр…

Соби ховай бильше, шоб свою худобу було чим годувать…

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унашкал юмахсене хӑвӑн асаннӳне каласа кӑтарт!

Бабке своей рассказывай побаски!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Санӑн хӑвӑн, урнӑ йыттӑнни майлах, ҫӑварӑнтан кӑпӑк пӑчӑртатса тухать авӑ!

— У тебя у самого с рота пена клубом идет, как у бешеной собаки!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, авӑ, пуринчен малтан хӑвӑн хуторунтан кулаксене кӑларса сирпӗтме ӑс ҫитернӗ, вӗсене килӗсенчен кӑларса янӑ, пире ҫав тери пысӑк йывӑрлӑх умне илсе пырса тӑратрӑн.

А ты первый ухитрился выбросить из своего хутора кулаков, поставив нас в страшно затруднительное положение с их выселением.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн колхозу ҫинчен каласа пар.

О своем колхозе давай.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тарнӑ чухне тӑсӑлса ӳкнӗ те, йытти вара хӑвӑн хӑлхусене, сысна хӑлхине турткаланӑ пекех турткалама тытӑннӑ терӗҫ, — хушса хучӗ итлесе тӑраканнисенчен пӗри.

Побег да упал, а он тебе и зачал, как свинье, ухи рвать, — вставил кто-то из слушателей.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн варли вырӑнӗ ҫинче вӑрттӑн ҫӗр каҫнӑ эсӗ, вӑл ыталанипе халӗ те ӑшах-ха авӑ, эпир вара каҫ нӳрӗпе шӑнса ӗнтӗркенӗ.

Ты провела тайком ночь в постели у своего любезного и еще тепла от его объятий, а мы продрогли от ночной сырости.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней