Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунне сăмах пирĕн базăра пур.
кунне (тĕпĕ: кунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне, ир ҫинче, вӗсем патне эпӗ капитана ятӑм.

На другой день поутру я послал к этим матросам капитана.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑнтӑрлахи, тӗрӗссипе каласан, каҫхи апат хыҫҫӑн, эпӗ Эрнене пӗр кимӗпе кайса пӑшалсене пухса килме хушрӑм, эпир вӗсене васканӑ пирки ҫапӑҫура ӑҫта килчӗ унта пӑрахнӑччӗ; тепӗр кунне вилнӗ тӑшмансен ӳчӗсене, вӗсен юнлӑ уявӗн юлашкисене шӑтӑк алтса пытарма хушрӑм.

Когда мы пообедали, или, вернее, поужинали, я попросил Пятницу взять одну из пирог и съездить за нашими ружьями, которые за недосугом мы бросили на месте сражения; на другой день я послал его зарыть трупы убитых, а также ужасные остатки кровавого пиршества.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ вара ӑна: манӑн тепӗр пысӑкрах кимӗ пур, терӗм; тепӗр кунне эпир иксӗмӗр вӑрмана, малтанхи кимме тахҫанах пӑрахса хӑварнӑ вырӑна, кайрӑмӑр.

Тогда я сказал ему, что у меня есть другая, побольше, и на следующий день мы с ним отправились в лес на то место, где я оставил свою первую лодку.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне эпӗ ӑна авӑн ҫапма, тырӑ сӑвӑрма хушрӑм, малтан ку ӗҫсене мӗнле тумаллине кӑтартса патӑм.

На следующий день я поручил ему молоть и веять зерно, предварительно показав, как это делается.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӗҫернӗ така ашӗпе тата шӳрпепе тискер этеме тӑрантарсан, эпӗ тепӗр кунне ӑна качака ашӗ ӑшаласа ҫитерес терӗм.

Накормив моего дикаря вареной козлятиной и бульоном, я решил угостить его на другой день той же козлятиной в виде жаркого.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне ӑна ҫывӑрма ӑҫта вырнаҫтарасси пирки шухӑшлама тытӑнтӑм.

На другой день я стал думать, где бы мне его поместить.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун хыҫҫӑн манӑн каллех кӑмӑл ҫӗкленсе кайрӗ, тепӗр кунне вара кӑвак ҫутӑллах тинӗсе кайма шут тытрӑм.

Я снова воспрянул духом и решил завтра чуть свет выйти в море.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне эпӗ ултӑ пысӑк ҫурта илтӗм те (ку ҫуртасене эпӗ хамах качака ҫӑвӗнчен тума вӗреннӗччӗ) хайхи шӑтӑк патне тепӗр хут кайрӑм.

На другой день я взял с собой шесть больших свечей собственного изготовления (к тому времени я научился делать очень хорошие свечи из козьего жира) и вернулся в пещеру.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӑваттӑмӗш кунне эпӗ хӑюланса килтен тухрӑм.

На четвертые сутки я набрался храбрости и вышел.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ килте апат-ҫимӗҫ нумай тытмастӑмччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вара манӑн урпа пашалӑвӗпе шыв ҫеҫ юлчӗ.

Я не держал дома больших запасов провизии, и на третьи сутки у меня оставались только ячменные лепешки да вода.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Крепоҫе эпӗ те, яланхи пекех ҫӳллӗ пусма тӑрӑх хӑпарса, хӳме урлӑ каҫса кӗнӗ, те хайхи ҫӗр чавса тунӑ алӑк витӗр кӗнӗ, — нимӗн те астумастӑп; ҫавна тепӗр кунне те астуса илеймерӗм.

Я даже не мог вспомнить, перелез ли я через ограду по приставной лестнице, как всегда, или вошел через дверь, то есть через наружный ход, выкопанный мною в горе, я и на другой день не мог этого припомнить.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унтан эпӗ чӑн-чӑн тапӑсемех туса хутӑм; тепӗр кунне пӗрремӗш шӑтӑкне пысӑк та ватӑ качака таки лекрӗ, иккӗмӗш шӑтӑка виҫӗ качака путекки лекрӗ: вӗсенчен пӗри — така, иккӗшӗ — путек.

Тогда я устроил настоящие западни и на другой же день нашел в одной яме большого старого козла, а в другой — трех козлят: одного самца и двух самок.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Юлашки ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче эпӗ кунне пӗр сухарирен ытла ҫимен.

В последние полтора года я позволял себе съедать не более одного сухаря в день.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтанхи кунне эпӗ качака персе тытрӑм, иккӗмӗш кунне, августӑн 26-мӗшӗнче, питех те пысӑк тимӗр шапа тытрӑм, унӑн ашӗнчен апат пӗҫерсе ҫирӗм.

В первый раз я подстрелил козу, а во второй, 26-го, поймал огромную черепаху, из которой и устроил себе целый обед.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне, июлӗн 16-мӗшӗнче, эпӗ каллех ҫав вырӑнсенче пултӑм, улӑх вӗҫнех ҫитсе куртӑм.

На другой день, 16-го, я снова побывал в тех местах и прошел немного дальше — туда, где кончались луга.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапах та тепӗр кунне, июлӗн 1-шӗнче, эпӗ каллех сывмарлантӑм; ӗлӗкхи пекех йывӑр мар пулин те, мана татах шӑнтса пӑрахрӗ.

И все же на другой день, 1 июля, мне опять стало худо: меня опять знобило, хотя на этот раз меньше, чем прежде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне кунӗпех карапӑн шалти пӳлӗмӗсене мӗнле кӗресси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрерӗм.

Весь следующий день я придумывал, как бы мне проникнуть во внутренние помещения корабля.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Миҫе михӗ юлнине шутласа тухрӑм та малашне кунне пӗрер татӑк сухари ҫеҫ ҫимелле тӑвас терӗм.

Пересчитал все мешки и решил съедать не более одного сухаря в день.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑш чухне пӗр тӗкмене вартанипе те унтан ӑна киле ҫӗклесе килнипех икшер кун иртсе каятчӗ, вара ӑна виҫҫӗмӗш кунне тин ҫӗре ҫапса лартаттӑм.

Порою у меня уходило два дня лишь на то, чтобы вытесать кол и принести его домой, а третий день — чтобы вбить его в землю.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ кунне пӗрре, хӑш чухне ытларах та, пӑшалпа тухаттӑм — уҫӑлса ҫӳреттӗм, вырӑнти ҫутҫанталӑкпа паллашаттӑм, май килсен, мӗнле те пулин вӗҫен кайӑка персе илеттӗм.

Все это время я раз в день, а иногда и чаще, выходил из дому с ружьем — для прогулки, а также для того, чтобы ознакомиться с местной природой и, если удастся, подстрелить какую-нибудь дичь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней