Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пат сăмах пирĕн базăра пур.
пат (тĕпĕ: пат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чирленӗ эс,— пат татсах каларӗ Юргин.

— Ты захворал, — убежденно заметил Юргин.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эс иккӗ те мар, пӗрре ҫурӑ та мар, сан шарламасан та юрать! — пат татса хучӗ ӑна Володя.

— А ты помалкивай, ни два, ни полтора! — отрезал Володя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫуртсемпе хӳме-картасен тӳп-тӳрӗн те ярт-уҫҫӑн ӳкнӗ мӗлкисем чул сарнӑ ҫула ҫурмалла пат татса уйӑрнӑччӗ — пӗр пайӗ пачах хураччӗ, тепри вара яка та ҫаврака чӑмаккасемпе ҫу сӗрнӗ пекех ялтӑраса выртатчӗ.

Прямые четкие тени от домов и заборов резко делили мостовую пополам — одна половина была совсем черная, а другая масляно блестела гладким, круглым булыжником.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пат ҫурмаран!

Пополам!

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эсӗ ҫав расналӑха пӗлместӗн пулсан, эпӗ пӗлетӗп, — уҫӑмлӑн та пат татса каларӗ Яков Лукич, халӗ ӗнтӗ хӑйне хӑюллӑрах тытса.

Ежели ты в этой разнице не разбираешься, то я разбираюсь, — уже отчетливо и звучно сказал оправившийся от неожиданности Яков Лукич.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ пурне те малтанах пӗлетӗп, — пат татса хучӗ те Ҫӑрттан мучи, тем вӗрентсе каланӑн, шӗвӗр пӳрнине тӑратрӗ, — Эпӗ сире халӗ пӗр япала ҫинчен каласа парӑп, вара пурте паллӑ пулӗ, урӑх нимле тавлашу та кирлӗ пулмӗ.

Я все дочиста наперед знаю, — отрезал дед Щукарь и назидательно поднял указательный палец, — Вот я вам зараз расскажу одну оказию, и все придет в ясность, и никаких споров больше не понадобится.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ мӗн, Тихон Гордейч, — майӗпен те сӑмахсене пат татса каларӗ вӑл, — Халлӗхе Устина тивместӗп эпӗ.

— Вот что, Тихон Гордеич, — медленно, раздельно заговорил он, — Пока Устина я не трону.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Апла пулсан, эсӗ ҫав калаҫакан кӗсрене кӑлӑхах итлетӗн, — пат татса каларӗ Давыдов, — Мӗншӗн кӑлӑхах вара?

— Тогда напрасно ты слушаешь эту разговорчивую кобылу, — убежденно сказал Давыдов, — Почему же это напрасно?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, ку сан ӗҫ мар, — пат татса каларӗ Давыдов.

— Ну, это не твое дело, — отрезал Давыдов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ман ӗҫ кунӗсем мар вӗсем! — пат татса каларӗ Давыдов.

— Это не моя оплата! — резко сказал Давыдов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ухмахла ан калаҫ! — пат татрӗ ӑна Нестеренко.

— Не говори глупостей! — резко оборвал его Нестеренко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тен, мухмӑр чӗртмеллеччӗ пуль? — ырӑ тӑвасшӑн пулчӗ Яков Лукич, анчах Лятьевский унӑн пуҫӗ урлӑ таҫталла пӑхрӗ те пат татса каларӗ: — Халӗ ӗнтӗ нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ.

— Может, похмелиться есть нужда? — предупредительно спросил Яков Лукич, но Лятьевский глянул куда-то выше его головы, раздельно сказал:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов усал ҫилӗллӗн тутисене йӗрсе пӑрахрӗ, пат каласа хучӗ:

Давыдов злобно ощерился, буркнул:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни сӑмахне уйрӑммӑн пат татса каласа ыйтрӗ:

Спрашивает, раздельно произнося каждое слово:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хама валли канлӗ пурнӑҫ ҫапӑҫса илтӗм, тӗрӗс влаҫа хӳтӗлерӗм, вӗсем пур мана карланкӑран… — Титокӑн сасси, пат татӑлнӑ пек, сасартӑках пӳлӗнсе ларчӗ.

Завоевал себе сладкую жизню, справедливую власть оборонял, а она меня за хиршу… — Голос Титка оборванно осекся.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗлместӗп, — пат татса каларӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Не знаю, — отрезала хозяйка.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…

Люди таяли в сумраке вечера, расходились по домам и несли с собой незнакомую им тревогу, пугающее ощущение одиночества, полупроснувшееся сознание драмы своей жизни, бесправной, бессмысленной жизни рабов… И готовность немедленно приспособиться ко всему, что будет выгодно, удобно…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ним намӑса пӗлмен, правӑпа закон таврашне ниме те пӑхман тискер вӑя кура, пурте хӑйсене хӑйсем хуйха ӳкнӗ пек, ытла та пат пӗччен, пӗр хӳтӗсӗр тӑрса юлнӑ пек пулнӑ.

Все, более или менее ясно, чувствовали себя тоскливо и страшно одинокими, беззащитными пред силой цинической и жестокой, не знающей ни права, ни закона.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Унтан, сасартӑк, ҫавӑн пек ирӗк вырӑнтан — пат шӑтӑка!

И вдруг сразу с широты такой — бух в яму!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпӗ пӗлменни мӗн пур? — пат татса хурать.

Мне все известно, — скажет, как отрежет.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней