Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле ырӑ мар япала пулса иртнине сиссе, Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫуна ҫинчен сикрӗ, хырӑмӗпе хӑвӑрт каялла шуса кайрӗ.

В этот же миг Пантелей Прокофьевич, услышавший неладное, прыгнул с саней, откатился назад.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫав самантрах картишӗнчен вӑркӑнса тухрӗ; пуҫӗ ҫине тутӑр уртса, сӑнсӑр сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫларӗ те, Пантелей Прокофьевич та тӳссе тӑраймарӗ, лашисене чарсах, Анютка енне ҫаврӑнса ларчӗ.

Она не замедлила выскочить на баз; накидывая платок, посыпала такими отборными ругательствами, что Пантелей Прокофьевич даже лошадей попридержал, повернулся назад.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чу… чунӑм!.. — сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта пӳлӗнчӗклӗн калаҫрӗ сӑнран шурса кайнӑ кил хуҫи; унӑн ҫурри карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ хӗрринчи чӑпар шатрасем ҫав самантрах кӑвакарса тухрӗҫ.

Голу… голуб!.. — целиком глотая концы слов, давился побелевший хозяин, чернел щербатинами в полузатворенном рту.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Залри шӑв-шав самантрах лӑпланчӗ, шӑна вӗҫни илтӗнмелле шӑплӑхра атаманӑн хӑйӑлтатарах тухакан хулӑн сасси уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ:

В зале утих шум, в установившейся тишине четко зазвучал низкий, осенне-тусклый тембр атаманского голоса.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пыл хурчӗсем сӗрленӗ пек янласа тӑракан шӑв-шав ҫав самантрах шӑпланчӗ.

Сразу, как обрубленный, смолк пчелиный гул голосов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлӗтелле ҫӗкленнӗ хӑмӑр юпа унти ҫынсене самантрах шӑлса кайрӗ; снаряд алтса хӑварнӑ пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчи тӗтӗм вӑраххӑн хухса сирӗлчӗ.

Бурый столб разрыва разметал людей, над воронкой, опадая, рассасывался дым.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирина рубильнике кӗртрӗ, ҫав самантрах вӑйлӑ ҫутӑ тӗттӗмлӗхе сирсе ячӗ, йӗри-тавра кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ пулса тӑчӗ.

Ирина включила рубильник, и в ту же секунду ослепительное зарево раздвинуло темноту, и вокруг домика стало светло как днем.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн кирлине йӑлтах хуш, пӗр самантрах туса паратӑп!

— Приказывай все, что хочешь, — вмиг сделаю!

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав самантрах радиатор умне утсем ҫитсе, чӗвен тӑчӗҫ.

В этот момент к радиатору подъехали кони и взвились на дыбы.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уҫӑмлӑрах пултӑр тесе ҫапла калам: эпир вӑкӑрсемпе турттарса килнӗ турбина ӗҫлесе вӑй парать, ҫав вӑя, калӑпӑр, ӑнланмасӑр тыткаласан, вӑл пӗр самантрах пӗтӗм станицӑна ҫунтарса яма пултарать.

Для наглядности скажу: та турбина, какую мы на быках привезли, будет вырабатывать такую силу, что ежели, допустим, без ума с нею обращаться, то она может всю станицу вмиг сжечь.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Комендант — Текински полк подполковникӗ Эргардт — ставкӑран килнӗ ҫынна ҫав самантрах Корнилов патне илсе кӗрет.

Комендант — подполковник Текинского полка Эргардт — немедленно провел приехавшего к Корнилову.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗри-тавра урӑм-сурӑм шӑв-шав пуҫланса кайрӗ те, тӑвӑллӑ кӑшкӑрашу хумӗсем вара Калмыкова ҫав самантрах хӑй тӑракан пичке ҫинчен шӑлса антарчӗҫ, тейӗн.

Поднялся неуемный шум, буря выкриков словно сорвала Калмыкова с бочонка.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӑх кӗрлевӗ ҫав самантрах шӑпланать.

Разом стих разговор.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хунарпа ҫутатнӑ тӑкӑрлӑк кӗтессинче извозчик урапи тӗрлеттерсе пынине курчӗ те, йӗнер йӑрани ҫине чӗвенсе, ҫав самантрах унта сиктерсе ҫитрӗ.

На углу освещенного переулка он увидел извозчика; привстав на стременах, зарысил к нему.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑр енчен куҫпа виҫейми тикӗс улӑх-ҫарансемпе витӗнсе аслӑ ҫултан питӗ аякка кайса ларнӑ ҫав улах станицӑна, Хопер юхан шывӗн кукӑр-макӑр ҫыранӗсемпе урлӑ-пирлӗ яваланса чӑлханнӑскерне, вӑл пӗр самантрах аса илчӗ.

Он живо вспомнил эту глухую, улегшуюся на отшибе от большого шляха станицу, с юга прикрытую ровнехоньким неокидным лугом, опоясанную капризными извивами Хопра.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыҫалти сотня Степан ҫывӑхӗнченех, ӑна кӗҫ-вӗҫ таптаса тӑкас пек, вирхӗнсе иртсе каять те, Григорий ҫав самантрах ун патне вӗҫтерсе ҫитет:

Когда последняя сотня, едва не растоптав Степана, промчалась мимо, подскакал к нему, крикнул:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, Афонькӑран аякра мар выртаканскер, вӑл урисемпе вӗттӗн тапаланса илсе лӑпланса выртнине ҫав самантрах асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Иван Алексеевич, лежавший неподалеку, видел, как Афонька мелко засучил ногами и затих.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак сӑн-пичӗ самантрах тӗксӗмленчӗ, пичӗ ҫинчи кулли, ҫил шӑлса кайнӑ пек, таҫта ҫӗтрӗ.

Лицо казака сразу стало серьезным, улыбку — как ветер стряхнул.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Акӑ хайхи. Пуҫланать!» — шухӑшласа илчӗ вӑл; ҫак самантрах чунӗнче хаяр курайманлӑх капланса тӑвӑлчӗ, ҫывхарса килекен хӑрушлӑха сиссе, чӗри йывӑррӑн ыратса килчӗ.

«Вот оно. Начинается!» — подумал он, охваченный ненавистью и сдавленный тяжестью надвинувшихся предчувствий.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней