Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрса (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыру ҫырма пуҫласанах ҫывӑрса та кайнӑ эпӗ…

Я стал сочинять письмо и заснул…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрачи ури тупанне ҫити вӑрӑм кӗпе тӑхӑннӑ та карӑнкаласа тӑрать, куҫне аллипе сӑтӑрать — халӗ ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ пек.

Она стояла в длинной, до пят, рубашке, потягивалась, терла кулаками глаза — как будто только что встала с постели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ савӑнсах ҫывӑрса кайрӑм.

Я заснул веселый.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, ҫывӑрса каяс мар тесе, тӑрса ларатӑп, пуҫа чӗркуҫҫи ҫине хуратӑп.

Я сажусь, чтобы не заснуть, и кладу голову на колени.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, паҫӑртанпах ҫывӑрса выртаканскер, кӑшкӑрнине илтсе вӑрантӑм.

я давно спал и проснулся от крика

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑштах шурса кайса, вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, сиксе тӑчӗ, аякри ҫыран хӗрринелле, вӑлтисене галька ҫине тирсе лартса, шыв хӗрринчех ҫывӑрса выртакан палланӑ ватӑ пулӑҫӑ еннелле пӑшӑрханса пӑхрӗ.

Немного побледнев, он вдруг отвернулся от меня и встал, взволнованно глядя на далекий берег, где знакомый старый рыбак спал над своими удочками, у самой воды вставленными в гальку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл эпӗ ҫывӑрса тӑричченех тухса каятчӗ.

Она уходила, когда я еще спал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тарӑхса куҫа хупрӑм та, часах ҫывӑрса та кайнӑ.

Я с досадою закрыл глаза и вскоре забылся сном.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗренсен-вӗренсен ҫак сӑмахсене каланине, хам савӑнса ҫывӑрса кайнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ.

Я помню, как это удалось мне наконец, и я уснул счастливый.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл ҫав тери хӑвӑрт ҫывӑрса кайнипе «вилмен-ши?» тесе хӑраса та ӳкрӗм.

Так быстро заснул, что я испугался: не умер ли?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня «хамӑр ҫеҫ» теме ӗлкӗрчӗ кӑна, вӑл ҫывӑрса та кайрӗ.

Саня только сказала: «Одни», а он уже спал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм.

И вот однажды, когда мы только что легли и только что умолкла сестра, засыпавшая всегда в ту минуту, когда она произносила последнее слово, и наступила эта печальная тишина, а потом завыл в трубе ветер, я услышал, что стучат в окно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ те вилнӗ пекех ҫывӑрса кайнӑ.

И я заснул как убитый.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав.

Уж восток начинал бледнеть, когда я заснул, но — видно, было написано на небесах, что в эту ночь я не высплюсь.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кисловодска ирпе пилӗк сехетре таврӑнтӑм, вырӑн ҫине ҫитсе ӳкрӗм те, Наполеон Ватерлоо хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ пек, ҫывӑрса кайрӑм.

Я возвратился в Кисловодск в пять часов утра, бросился на постель и заснул сном Наполеона после Ватерлоо.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Выҫӑпа аптранӑ ҫын вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе ҫывӑрса каять те хӑйӗн умӗнче чаплӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем курать — ҫавӑн пек; вӑл тӗлӗкре курнӑ ҫимӗҫсене хавассӑн ҫӑтать те, вара ҫӑмӑлрах пек туйӑнать ӑна; анчах вӑранать кӑна — ӗмӗт ҫухалать… вӑл хайхи икӗ хут ытларах выҫса каять те тарӑхать!

Так, томимый голодом в изнеможении засыпает и видит перед собой роскошные кушанья и шипучие вина; он пожирает с восторгом воздушные дары воображения, и ему кажется легче; но только проснулся — мечта исчезает… остается удвоенный голод и отчаяние!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах та эпӗ вӑрахчен ҫывӑрса каяймарӑм.

Но долго еще я не мог уснуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн казак, хам ӑна ҫывӑрма хушманччӗ пулин те, пӑшалне аллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ.

Казак мой, вопреки приказанию, спал крепким сном, держа ружье обеими руками.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ.

Но она, как змея, скользнула между моими руками, шепнув мне на ухо: «Нынче ночью, как все уснут, выходи на берег», — и стрелою выскочила из комнаты.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑйӗн ҫӗрпӳртне ҫӗрле тин пырса кӗрсен, Мересьев ҫывӑрса каяймарӗ.

Очутившись в своей землянке уже ночью, Мересьев не мог заснуть.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней