Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн шывланнӑ куҫӗсенче кичемлӗхпе хӑрани палӑрать.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Упӑте ачи хӑрани ҫав ҫынсене кӑштах киленӗҫ парать…Этим людям ужас обезьяны перед ними дает маленькое удовольствие…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑй тулашӗнчи вӑя мар, хӑй ӑшӗнчи вӑйне ӗненекенсен сассисем халӑха хӑратса, ҫиллентерсе янӑ, хӑй курасшӑн пулнӑ вӑйпала куҫкӗретӗн тытӑҫма тивӗҫлине ӗненекен ҫыншӑн ҫав хӑрани, ҫилленнисем пӗрре те килӗшмен.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унӑн пысӑк куҫӗсенче мана ӗненсех кайманни тата ҫав ҫынсене хӗрхеннипе вӗсемшӗн хӑрани палӑрчӗ.В его широко открытых глазах сверкало и недоверие ко мне, испуг и жалость к тем людям.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Калаҫма чарӑнчӗ те, куҫӗсене чарса ман ҫине пӑхса илчӗ; унӑн куҫӗсенче те хӑрани, те ыйту палӑрчӗ, те теме асӑрхаттаракан ҫутӑ йӑлтӑртатрӗ; кӑмӑллӑ пичӗ вара тата ытларах салхулланчӗ те илемленчӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Йӗкӗт хӑрани ӑна хӗпӗртеттерчӗ: ҫапла вӑл Гаврилӑн сехри хӑпнипе те тата хӑй, Челкаш, епле усал ҫын иккенне кӑтартса панипе те чунӗпе киленсе илчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ольга ассӑн сывласа ячӗ, анчах ытларах савӑннипе пулас: унӑн хӑрани иртсе кайрӗ, вӑл упӑшки умӗнче куҫран ӳкмерӗ, йӑлтах урӑхла…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑрани те пур.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах хӑрани кӑлӑхах пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эп хӑтартӑм ӑна, — терӗ те вӑл салхуллӑн, хама ӗнентерме пултараймасран тем пек хӑрани каллех ӑна ӑсран ячӗ, — хам вилмен пулсан, эпӗ уншӑн та, саншӑн та кирлӗ пулассине пӗлсех тӑтӑм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен хушшинче капитан пулман, анчах та чун хӑратмӑш дневникре пӗр вӗҫӗмренех ун ҫинчен асӑннӑ, унӑн сӑмахӗсене кӗртнӗ, унта вӗсем капитан пурнӑҫӗшӗн ҫунни, хӑрани те паллӑ!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн мӗнпур хӑрани иртсе кайрӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫака вӑл, темӗнле, тӗлӗкре вӗҫнӗ пек тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑх, чӑн мар иккенне туйса тӑни, чун-чӗре ҫӳҫенни, тӗрек шырани, ак ӳкеп, ак ӳкеп тесе хӑрани!
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та ку — вилӗмрен хӑрани пулман.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах хурӑнсем хушшинче нӑрлатса вӗҫекен нӑрӑсене ку пӗртте кансӗрлемерӗ; вӑрманта этем сассипех, хурлӑха йыхӑрса, тӑмана ухлатрӗ; аялта лапам вырӑнта, тӗмӗсем хушшинче, кӑнтӑрла хӑрани иртсе кайнӑ май, шӑпчӑк юрлама тытӑнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лизӑн хӑрани иртсе кайнӑ, вӑл хӑйӗн мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илнӗ.Лиза успела уже оправиться от испугу и умела тотчас воспользоваться обстоятельствами.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чӗри, хӑй мӗншӗн тапнине пӗлмесӗр, хытӑ тапнӑ, анчах хушман ӗҫе тунӑ чухне хӑрани ун пек чухне ҫав ӗҫӗн чи хитре енӗ те пулса тӑрать.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑрани ӗҫе пӑсма, е, кашни вӑрттӑн ӗҫри пекех, пӗтӗмпех пӗтерсе хума пултарать.Трусость может только напортить, а то и все погубить, как во всякой подпольной работе.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953