Поиск
Шырав ĕçĕ:
Медицина учрежденийӗсен тухӑҫлӑ ӗҫне, хальхи вӑхӑтри технологисене ӗҫе кӗртнине, паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстернине пула эпир лайӑх кӑтартусем тума пултартӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Ҫав хушӑрах пирӗн ӗҫӗмӗрӗн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Ен халӑхӗн пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне ӳстересси – улшӑнмасть.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тӑпран пахалӑхне куҫпа пӑхсах пӗлме пулмасть.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28
Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗслесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫӗрсемпе усӑ курни кӑна мар, цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе, тӑпран агрохими тытӑмӗ ҫинчен калакан информацие пӗтӗмлетсе, ҫӗрсемпе усӑ курнин пахалӑхне хак парса пысӑк та пахалӑхлӑ тухӑҫ туса илни пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Стратегин регион экономикин конкуренци пултарулӑхне ӳстерме, инвестицисем явӑҫтарма, экологин лайӑх лару-тӑрӑвне тивӗҫтерме, этем капиталне аталантарма тӗллев лартакан мероприятийӗсем Чӑваш Республикин халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ассоциацин 2018 ҫулхи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – «Ӑслӑ хула» технологийӗсене, вӗсем республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ, ӗҫе кӗртмелли тулли масштаблӑ проекта пурнӑҫлама тытӑнасси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ассоциаци ӗҫӗн палӑртнӑ ҫул-йӗрӗсен шутӗнче – информаци технологийӗсен сферинчи продукцие тӗнчери рыноксене кӑларасси, ҫамрӑк IT-специалистсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫӗн пахалӑхне ӳстермелли тата вӗсене аталантармалли ӗҫе планпа килӗшӳллӗн туса пырассине йӗркелесси, «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» программӑра каланине пурнӑҫласси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Пирӗн патшалӑх политикинче республика халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли ориентирсене уҫӑмлӑн палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Предприятинче вӑй хуракансен тӗллевӗ - хӑмла тухӑҫлӑхне ӳстерсе, пахалӑхне Пӗтӗм тӗнчери стандарт шайӗнче тытса пырасси тата хӑйхаклӑхне чакарасси.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
ЧР Пуҫлӑхӗ ӑна продукци пахалӑхне кура ӳстерме тӗллев лартрӗ.
Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Вӗсемпе ҫынсене ятран хӳтӗлемелли, сывлӑх сыхлавӗпе вӗрентӳ пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстермелли мерӑсене хатӗрлемешкӗн усӑ курӗҫ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Михаил Игнатьев республикӑра общество-политика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫлӑ пулнине аса илтерчӗ, «Пирӗн тӗллев пӗрешкел — тӑван тӑрӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй-хӑватне аталантарасси, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ачасен пуласлӑхӗ тивӗҫлӗ пултӑр тесе тӑрӑшасси. Ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тесен пӗтӗм вӑя пӗрлештермелле: кам хӑш партире тӑнине, кама кӑмӑллани-кӑмӑлламаннине пӑхмасӑр», — терӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн ӗҫтешӗсен, юлташӗсен, халӑх юратӑвне ҫӗнсе илме пулӑшнӑ ҫынлӑх тата професси пахалӑхне пысӑка хурса хакларӗ.
Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Суйлав умӗнхи ҫак программа никӗсӗнче - экономикӑна пулӑшасси, агропромышленноҫ комплексне аталантарасси, апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстересси, картишсене тирпей-илем кӗртесси.
"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Выльӑхсене тивӗҫлӗ тӑрантарни вӗсен сывлӑхне, продукци пахалӑхне витӗм кӳрет.Хорошее кормление животных хорошо сказывается на их здоровье и качестве продукции.
Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Мединский шухӑшӗпе вырӑс чӗлхи пахалӑхне ӳстерес тесен вырӑнти чӗлхесен сехечӗсене те чакармалла.
Владимир Мединский вырӑнти чӗлхесене сахалрах вӗрентме сӗннӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12846.html
«Вӗренӗве, уйрӑмах шкулсем тӑвассине, сывлӑх сыхлавне модернизацилессине, кадр политикине, ҫул-йӗр тӑвассине, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ла-йӑхлатмалли пур аспекта та тимлӗх ытларах уйӑрни савӑнтарать», - тенӗ хула пуҫлӑхӗ.
Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Вӗрӳ-суру чӗлхисенче психологи параллельлӗхӗ ҫут ҫанталӑк пахалӑхне е паллине чӗрӗ чунсем (ҫын, выльӑх-чӗрлӗх) ҫине куҫарнӑран пулнӑ пулсан, кӗлӗсенче вӑл урӑхларах.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Комисси членӗсем уй-хирте кашласа ларакан калчана тӗрлӗ енлӗ хакларӗҫ – вӑрлӑха им-ҫамланине, ӑна витнӗ ҫӗр ҫийӗн тарӑнӑшне, шӑтса тухнӑ калчасен ҫӑралӑхне, пӗр тикӗслӗхне, ҫум курӑк пуррипе ҫуккине, уй-хире культурӑланине, чирсемпе тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа сиенленнине, вӑрлӑх пахалӑхне кура.
Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30