Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Калча валли тӑпра хатӗрлер

Автор: Эльвира Иванова

Источник: «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Добавлен: 2018.12.13 15:28

Предложений: 44; Слово: 374

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Килте калча ӳстермелли вӑхӑт ҫывхарать. Кӗҫех чӳрече янаххисем ҫинче чечек куршакӗсене сирсех, пӑрӑҫ-помидор вӑрлӑхӗ акнӑ савӑтсем вырнаҫӗҫ.

Калча ҫитӗнтермелли тӑпрана ял ҫынни кӗркуннех хатӗрлесе хурать-ха. Анчах ҫакна шута илмелле: тӗрлӗ культура валли тӗрлӗрен тӑпра кирлӗ. Пӗтӗмӗшле тӑпра пахалӑхӗ ҫакнашкал пултӑр: йывӑр мар, ҫемҫе, кӑпӑшка, сывлӑш лайӑх ярать, нӳрӗк тытать.

Помидор калчине кӑшт йӳҫенкӗрех тӑпра юрӑхлӑ (рН 5,5-6,6), хӑярпа купӑстана нейтраллӑ йӳҫеклӗх тивӗҫтерет (рН 6-7), сухана - нейтраллӑ е кӑштах сӗлтӗ (щелочлӑ) тӑпра (рН 6,5-7).

Калча валли сӗре пулӑхлӑ тӑпра суйлама кирлӗ мар. Тин ҫеҫ шӑтакан вӑрлӑхшӑн пулӑхлӑх пӗлтерӗшлӗ мар, ҫийӗнчен вӑл чӑрмантарма та пултарать. Пулӑхлӑ тӑпрара е вӑрлӑх хӑвӑрт шӑтса тухаймасть, е тӗрлӗ чир-чӗр хӑвӑртрах аталанать. Калча ӳснӗҫемӗн тутлӑхлӑ япаласемпе шӑварни аванрах.

Калча валли пахча тӑприне торф, хӑйӑр, кӗл хушса хатӗрлемелле. Ҫак хутӑшсене лартас умӗн ҫеҫ хутӑштармалла. Хутӑш тӑпран темиҫе тӗслӗхне илсе кӑтартӑпӑр: 1. торф, хӑйӑр, кӗл, ҫерем тӑпри (5:5:0,1:5); 2. Ҫерем тӑпри, лайӑх ҫӗрнӗ тислӗк, торф, (2:2:2); 3. Ҫерем тӑпри, компост, вермикулит (5:5:1). Хӗл кунӗнче шӑпах ҫак пропорциллӗ тӑпра хатӗрлеймӗн. Торфа, вермикулита хуҫалӑх таварӗсен лавккинче туянма пулать.

Лавккарах «Калча валли» текен ятарлӑ тӑпра сутаҫҫӗ. Анчах тепӗр чухне туяннӑ тавар пахалӑхсӑр пулать. Шел те, хӑшпӗр чухне тавар кӑларакансем сутакан тавар пахалӑхӗ пирки тӑрӑшмаҫҫӗ. Туяннӑ тавар иккӗлентерет пулсан ӑна вӗри пӑспа сиенсӗрлетмелле.

Тӑпран пахалӑхне куҫпа пӑхсах пӗлме пулмасть. Ҫапах та тӑпрана ҫара алӑпа тытса сӑтӑрса пӑхӑр. Вӑл ҫуллӑ, ҫыпҫӑнчӑк, йывӑр ан пултӑр. Унта хӑйӑр, ҫӗрсе пӗтмен чӑмӑрккасем пулмалла мар. Акиччен тӑпрана тӗрӗслеме май пур. Пӗчӗк савӑта кӑштах вӑрлӑх сапса шӑтарса пӑхӑр. Вӑрлӑх мӗнле шӑтнине сӑнӑр.

Кӗркунне хатӗрленӗ тӑпрана мӗнле упрамалла? Михӗне тултармалла, ӑна хӗлле витӗрех шӑнтмалла. Шӑннӑ тӑпра сиенлӗ чир-чӗртен, хурт-кӑпшанкӑран тасалать. Анчах шӑнтни ӑна йӑлтах тасатаймасть.

Акас умӗн тӑпрана духовкӑра хӗртсе тасатнине пӗлетпӗр. Анчах ҫак меслет сиенлӗ япаласемпе пӗрлех усӑллине те пӗтерет. Опытлӑ агрономсем акмалли тӑпрана шыв мунчинче вӗрилентерсе илме сӗнеҫҫӗ. Икӗ меслет сӗнетпӗр: 1-мӗш меслет. Пысӑкрах савӑта (бак юрать) икӗ кирпӗч хуратпӑр, 5 см шыв яратпӑр. Кивӗ витрене пӑтапа шӑтӑксем тумалла, унта тӑпра хумалла та кирпӗчсем ҫине лартмалла. Витрене 2/3 чухлӗ тӑпра тултармалла, ҫиелтен хупламалла, бака та хупламалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче икӗ сехете яхӑн тытмалла. 2-мӗш меслет. Бак тӗпне шыв ямалла, савӑта шыв ҫийӗн решетке вырнаҫтармалла. Унта пусма хутаҫа тултарнӑ тӑпрана хумалла. Бака хупламалла, вӗрекен шыв ҫинче 45 минут тытмалла. Унтан илсен хутаҫри тӑпрана пысӑк ывӑс ҫине пушатмалла, сивве илсе тухса 6-10 кун тӑратмалла.

Ҫак ӗҫсене, паллах, ҫанталӑк ӑшӑтиччен пурнӑҫласан аванрах. Халӗ сивви те ҫителӗклӗ, тӗплӗн ӗҫлеме вӑхӑчӗ те меллӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней