Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑранташпа (тĕпĕ: кӑранташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-икӗ кун Володя чӗркӗмӗл тумламӗпе опыт туса аппаланчӗ: коробка ӑшне вырнаҫтармалла туса картон касрӗ те, йӗри-тавра шӑтӑксем туса тухрӗ, кашни шӑтӑк тӗлне кӑранташпа цифрӑсем ҫырчӗ.

Первые два дня Володя был целиком поглощен всякими опытами с ртутной каплей: он вырезал круглую картонку размером с донышко коробки, проделал по кругу отверстия, возле которых нарисовал химическим карандашом цифры.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя пур ҫӗрте те — ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, нӳрӗ ҫӗр ҫине хулӑпа, скамье ҫине ҫӗҫӗпе, детсад альбомӗ ҫине кӑранташпа «В. Дубинин, И. Гриценко» текен сӑмахсене ҫырать.

он везде и всем — и прутиком на мокрой после дождя земле, и ножичком на скамейке, и карандашом в детсадовском альбоме для рисования — чертил: «В. Дубинин. И. Гриценко».

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Веткин кӑранташпа ҫирӗппӗн ҫырнӑ хута сӗтел ҫинче тупать те ӑна сасӑпа вулать: «Пурне те каҫаратӑп, хам ирӗкпе вилетӗп, пурнӑҫ ҫав тери йывӑр та хурлӑ!

Веткин находит на столе записку, твердо написанную карандашом, и читает ее вслух: «Прощаю всех, умираю по доброй воле, жизнь так тяжела и печальна!

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Бойчо ҫав ҫыруран татса ҫурса илнӗ иккен, унта «Рада» тесе кӑранташпа алӑ пусни те пур.

На этом клочке бумаги, оторванном Бойчо, сохранилась даже подпись «Рада», написанная карандашом.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑранташпа ҫырнӑччӗ ҫырӑвне; вӑл ҫакӑн пек йӗркесем вуласа тухрӗ:

Он прочитал следующие строки, написанные карандашом слабой, дрожащей рукой:

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ Иван, ӑна хӑй пултарнӑ таран йӑпатса, кӑранташпа ҫырнӑ ҫырӑвне ҫитсенех Огнянова парӑп терӗ.

Добряк Иван утешал ее как мог и обещал незамедлительно передать Огнянову ее письмо, наспех написанное карандашом.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уйрӑм йӗркесене, тӗллӗн-паллӑн страницисене те хӗрлӗ кӑранташпа турта-турта тухнӑ.

Отдельные строки и даже целые страницы в ней были отчеркнуты красным карандашом.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑй пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларчӗ те мӗн тӗттӗм пуличчен кӗнеке вуларӗ, вуланӑ хушӑра та хӑш-пӗр вырӑнсене кӑранташпа паллӑ тумашкӑн ҫеҫ чарӑнкаласа тӑчӗ.

Он заперся у себя в комнате и до самого вечера читал, прерывая чтение лишь для того, чтобы делать карандашные пометки на полях книги.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алӑран ямасӑр, кӑранташпа чӗркелесех, савӑнса та хурланса вуласа тухрӑм кӗнекене.

Я прочел вашу книгу в полных эмоциями, не откладывая и карандашом в руках.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Эсир Миллеровӑна кайнӑ чухне сире хирӗҫ тӑрас-мӗн пулсан, Миллеровӑна кӗмесӗр, Каменск патнелле кайӑр, акӑ ҫак маршрутпа, — Полковник кӑвак кӑранташпа карттӑ ҫине тӳрӗ йӗр туртса хучӗ.

Паче чаяния, если ваше продвижение на Миллерово встретит сопротивление, в обход Миллерова двигайтесь на Каменск, вот этим маршрутом, — синим карандашом полковник вялым движением провел прямую черту на карте.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов пушӑ стакана кӑранташпа шаккарӗ те, ҫилленсе: — Старик, эсӗ хӑвӑн пӑтрашуллӑ шухӑшна ҫухатрӑн ӗнтӗ, пӗтер! Эсӗ пухура пӗрмай пӗччен пакӑлтататӑн, намӑса пӗл! — терӗ.

Нагульнов постучал карандашом по пустому стакану, сердито сказал: — Старик, ты уже сбился со своей путаной мысли, кончай! Ты один все время на собрании занимаешь, надо же и совесть знать!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Счетовод куҫлӑхне хыврӗ, хӑлхи хыҫне кӑранташпа хыҫса илчӗ.

Счетовод снял очки, почесал карандашом за ухом.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Масар ҫинчен таврӑнтӑм та пӳртре, алӑк янахӗ ҫумне тӑрса, пуҫ тӗлӗнче кӑранташпа йӗр турӑм.

Пришел я с кладбища, стал в горнице спиной к притолоке и провел над головой черточку карандашом.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чутласа паллӑ турӗ, хуйӑрне касса хӑйпӑтнӑ тӗле кӑранташпа «Г. К.» тесе ҫырса хучӗ, унтан йывӑҫ сӗткенне юхтарса выртакан чӗрӗ турпаса урипе аяккалла тапса ывӑтрӗ те чӗлӗм туртма ларчӗ.

Сделал надтес, надписал на обнаженной от коры боковине чернильным карандашом «Г.К.» и, откинув ногой сырую, кровоточащую древесным соком щепу, сел покурить.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Райком секретарӗ, асӑрхаттарса, графин хупӑлчине кӑранташпа шаккаса илчӗ:

Секретарь райкома предупреждающе постучал карандашом о стеклянную покрышку графина:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Блокнотран татса илнӗ хут листи ҫине чернил тума юрӑхлӑ кӑранташпа лайӑх палӑрмалла, хӑшпӗр ҫӗрте «ять» саспаллипе ҫапла ҫырнӑ:

Чернильным карандашом на листке из записной книжки было четко, кое-где с буквой «ять» и твердыми знаками, написано:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех вӑл, автансем авӑтса яричченех, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче ларать, темскер ҫырать, химически кӑранташпа темле карттӑсем ӳкерет, вулать.

Ночами он до кочетов просиживал в своей комнатушке, что-то писал, чертил химическим карандашом какие-то карты, читал.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта кӑвак кӑранташпа, сайран чарлаттарса, ҫапла ҫырса хунӑ:

Синим карандашом было размашисто написано:

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Андрей сӗтел умне пырса ларчӗ, кӑранташпа хут кӑларчӗ…

— Андрей присел к краю стола, достал карандаш и бумагу…

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юлашки хут каланӑ сӑмаха кӑранташпа ҫырнӑ.

Прощальная речь была написана карандашом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней