Поиск
Шырав ĕçĕ:
Киммӗн сылтӑм енче те, сулахай енче те темскерле ҫуртсем — баржӑсем, салху та таврари шыв пекех йӑмӑх-хура мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Сылтӑм енче мотор завочӗ, сулахай енче йывӑҫ-курӑк пусса илнӗ ҫырма, малта трактор завочӗн трубисемпе корпусӗсем ту евӗр кӑнтарса тӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пӗр енче Мария Васильевнӑн пӗчӗкҫеҫҫӗ портречӗ пур, тепӗр енче — хура ҫӳҫ пайӑрки; Иван Павлыч чӳрече патне пырса куҫлӑхне лартрӗ те медальона темӗнччен пӑхса тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем инҫех те мар, Куликово уйӗн леш енче, пӗлӗтпе ҫӗр хушшинче пыракан сӗт тӗслӗ тӗтӗм пек юр пӗлӗчӗн леш енче пулса иртнӗ.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Саньӑпа Даша инке пӗри — сылтӑм енче, тепри — сулахай енче манпа юнашарах вырӑн йышӑнса, ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ларчӗҫ.а Саня и тетя Даша сидели по правую и левую руку и смотрели на меня с такой любовью,
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мунчара хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинчи патша паллисене кӑтартрӗ, тет: пӗр енче икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк, пилӗк пуслӑх укҫа пысӑкӗш, тепӗр енче — хӑйӗн сӑнӗ, тет.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗр енче виҫ-тӑватӑ утӑ капанӗ, юр айне пулнӑ-скерсем, курӑнаҫҫӗ; тепӗр енче — пӗр чалӑшса кайнӑ ҫил арманӗ ҫуначӗсене ӳркенӗҫлӗн аялалла усса ларать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пристань халӗ леш енче, ку енче — бульвар, унта ҫӑка лартса тухнӑ.Пристань теперь на другом берегу, а на этом – бульвар, засаженный липами,
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аякра башньӑсем — ҫыранӑн пӗр енче — Покровск башни, тепӗр енче — Спасск башни — курӑнаҫҫӗ.Вдали видны были башни – на одном берегу Покровская, на другом Спасская,
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ: — Пӑх-ха, Гек, чул сӑртӑн пӗр енче ура йӗррисем курӑнаҫҫӗ, тата ҫурта ҫӑвӗ тумласа ларнӑ, тепӗр енче нимӗн те ҫук.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кам енче кунта тӗрӗслӗх? — Паллах, Тамара енче.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Хула урамӗнче икӗ тӗрлӗ ҫутҫанталӑк: хӗвел хӗртсе пӑхнӑ енче симӗс ҫӳҫесемпе хурӑнсем, хӗвел лекмен енче хӗллехилле ҫара туратсем.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Тротуар айккисене пӑрӑнма май ҫук: сулахай енче татти-сипписӗр автомашинӑсем чупаҫҫӗ, сылтӑм енче ҫӳллӗ хӳме, лӑпкӑ пынӑ ҫӗртенех ун урлӑ сиксе каҫма Олимп чемпионӗ те пултараймӗ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Ҫурҫӗр енче вӑрман, кӑнтӑр енче — кӳлӗ.
Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15
Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ та 56. ҫапла каланӑ: «акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Е тата ҫавӑн евӗрлиех: хулана тӳрем вырӑна туса лартнӑ, пур тӗрлӗ ырӑлӑхран тулӑх хӑй; 7. анчах унта кӗме тӑвӑр, хули тата чӑнкӑ ҫӗрте вырӑнаҫнӑ, унӑн сылтӑм енче — вут-ҫулӑм, сулахай енче — тарӑн шыв.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Пирӗн умра та, хыҫра та — тӑшман, ку енче те, леш енче те — Иордан шывӗ, йӗри-тавра — шурлӑх та вӑрман, ниҫта пӑрӑнма та ҫук.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать; 3. унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.