Поиск
Шырав ĕçĕ:
Леня хӑйӗн аппаратне пралукран вӗҫертрӗ те чикмек тӑрӑх аялалла шуса анчӗ.Лёня отцепил аппарат от провода и съехал на животе по шаткой приставной лестнице вниз.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Шухӑшӗпе чышкисене чӑмӑрта-чӑмӑрта вӗҫертрӗ, хӑйӗн вара, ӳте тӑстарса, хулпуҫҫи патӗнчи мышцӑсем турткаланчӗҫ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Сергей килпетсӗррӗн сиксе кайрӗ, парашют кантрисене аллинчен вӗҫертрӗ, вара куҫне хупрӗ те, сывлӑмӗ типсе ӗлкӗреймен ҫаран ҫине пӗтӗм кӗлеткипе кӳплетрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл, казакӑн ал сыппине лап ярса тытса, вирлӗн ҫатӑрласа пӑчӑртарӗ те, лешӗ, ҫавӑнтах, ахлатса илсе, пӳрнисене вӗҫертрӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӑлханнине сирсе ярса, Степан мӑйне пӑвӑнтаракан кӗпе ҫухине вӗҫертрӗ, стакансене чӑп тултарчӗ те арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл тӗсӗ кайнӑ сатин кӗпин ҫухине карт туртса вӗҫертрӗ те кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине йӑванчӗ, вара, сӑмахсене суйламасӑр, чӗлхе ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех хӑвӑртрах каласа пӗтерме васканӑ пек, уҫах мар сасӑпа кӑмӑлсӑррӑн та хӗрхенӳсӗр калаҫма пуҫларӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий шинель тӑхисене вӗҫертрӗ, ӗсӗклесе макӑракан Натальйӑна хӑрах аркӑпа пӗркентерсе, хулпуҫҫийӗнчен ыталарӗ.Григорий расстегнул шинель, одной полой прикрыл навзрыд плачущую Наталью, обнял ее.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫне карта ҫинчен вӗҫертрӗ те вӑл темле питӗ сасартӑк, бинокльпе курнӑ пек уҫҫӑн, ҫывӑхрах лашасене хыпаланса тӑваракан матроссене, вӗсен пылчӑкпа лапӑртанса пӗтнӗ хура бушлачӗсене, сӑмахсӑр карттусӗсене янах айӗнчен хытӑ туртӑнтарса тӑхӑннипе тӗлӗнмелле ҫавракан туйӑнакан пит-куҫӗсене курчӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл учӗ ҫинчен сикрӗ, атӑ сӑмси йӗнер йӑранинчен ҫакланса ларчӗ те, ятлаҫса илчӗ, хӑрах ури ҫинче сиккелесе, теприне аллипе вӗҫертрӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Упӑшки куҫӗнчен шӑппӑн кулкаласа пӑхса, Дарья ун ҫийӗнчи кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, наган кобурипе юнашар пиҫиххи ҫумне ҫыхнӑ ҫутӑ кӑвак граната патӗнчен сылтӑм енӗпе шиклӗн ҫаврӑнса иртрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ольга Николаевна хулне ун аллинчен майӗпен вӗҫертрӗ те хавасланнӑ сасӑпа каларӗ:Ольга Николаевна тихонько высвободила свою руку, сказала повеселевшим голосом:
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Подтелков, пуҫне хӑюллӑн та мӑнаҫлӑн каҫӑртса, пукан ҫине улӑхса тӑчӗ, кӗре ӳтлӗ хулӑн мӑйӗ айӗнчи кӗпе ҫухине вӗҫертрӗ те хӑех, пӗр ҫӳҫенмесӗр, супӑньленӗ йӑлмака мӑйне тӑхӑнчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Кӗре кӗлеткеллӗ, сарлака питлӗ хӗрлӗ гвардеец-казак, тутине мӑкӑртса, гимнастерка тӳмисене вӗҫертрӗ те хӗрлӗрех хӑмӑр ӳтлӗ ҫӑмламас кӑкарӗ ҫинчи симӗсленсе кайнӑ пӑхӑр хӗресе кӑларса кӑтартрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл мӑйӗнчен хӑвӑрт амӑшӗн аллисене вӗҫертрӗ те, ӑмӑрланнӑ сӑнлӑскер, васкавлӑн крыльца ҫине чупса тухрӗ.Он рознял на своей шее руки матери, — хмурясь, вырвался на крыльцо.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл шинельне вӗҫертрӗ, калинкке умӗнче чарӑнса тӑчӗ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тӗкӗнместӗн апла? — пӳлӗнчӗклӗн хашкаса ыйтрӗ Дарья; унтан аллисене вӗҫертрӗ те хуняшшӗне кӑкӑрӗнчен тӗртсе ячӗ.— Не хочешь? — задыхаясь, спросила Дарья и, разжав руки, толкнула свекра в грудь.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, йӗпе пӳрнисемпе хыпашласа, шинель тӑхисене вӗҫертрӗ те ҫухави ҫинчи шыва шӑлса тӑкрӗ, таптанса пылчӑкланнӑ улӑм ҫинче аттине сӑтӑрса тасатрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл гимнастерка ҫухавине вӗҫертрӗ те пуҫне Ирина кӗпи арки ҫине хурса выртрӗ.Он расстегнул ворот гимнастерки и лег, осторожно положив голову Ирине на колени.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Митька, кимме ҫыххинчен вӗҫертрӗ те, ӑна тунката ҫинчен вӑйпа тӗртсе ячӗ, хӑй ҫавӑнтах баркасӗ ҫине сиксе ларчӗ.Отомкнув баркас, он с силой толкнул его от коряги, вскочил на ходу.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асатте аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ те саступне аллинчен вӗҫертрӗ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.