Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кухньӑра типӗ курӑкпа турат-тӗрет ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кулнӑ сасӑ пӗрре типсе хӑрнӑ вӑрман ҫатӑртатса ҫуннӑ пек кӗрлесе илет, тепре лӑпланса ларать.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хыҫалта хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, анчах Любишкин хаяр куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каллех лампа хӑювӗ шӑппӑн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнекен пулчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лампа тӗтӗм кӑларса ҫунать, хутран-ситрен кӑмака питлӗхӗ ҫатӑртатса илет, урайӗнче выртакан ҫӑкӑр хыттисем кӑштӑртатаҫҫӗ.Коптила лампа, изредка потрескивала заслонка печи, и корки испеченного хлеба на полках тоже трещали.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗчӗк ҫынсем пысӑк йывӑҫсем хушшипе, хаяр аҫа ҫапса шавланипе пӗшкӗнсе, малалла утнӑ; улӑп-йывӑҫсем, тайӑла-тайӑла, ҫатӑртатса, ҫилӗллӗ, хӑрушӑ юррине янӑратнӑ; ҫиҫӗмсем, сивӗ, сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатса, вӑрман ҫийӗпе вӗҫе-вӗҫе иртнӗ; вӗсем, ҫынсене хӑратса, сасартӑк ҫиҫсе илнӗ те, ҫийӗнчех таҫта кайса ҫухалнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫав наркӑмӑшлӑ сывлӑш сарса выртакан шурлӑха хӑваласа кӗртнӗ телейсӗр ҫынсем пурӑннӑ вӑрман шӑв-шавӗ ҫинчен куҫ умне курӑнмалла, илтӗнмелле, юрланӑ пек, чун тӗпӗнчен ҫатӑртатса тухакан сасӑпа каласа парать вӑл…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Унӑн ҫатӑртатса тухакан сассинче манӑҫа юлнӑ ӗмӗрсен, халь асаилӳсем пулса карчӑк чӗрине пуҫтарӑннӑ ӗмӗрсен, кӳленӗҫлӗ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кӗпе ҫатӑртатса ҫурӑлни илтӗнчӗ — Гаврила куҫне ӑссӑр тавӑрса пӑрахса, пӳрнисемпе сывлӑшран тытасшӑн пек пулса, урисемпе тапкалашса хӑйӑр ҫинче выртрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑйӗн шӑллӑ ҫӑварне типсе ҫитнӗ, ҫатӑртатса тӑракан кӗлтесем тӗртсе кӗртсен, вара вӑл шӑмӑ кышлакан йытӑ пекех хӑрӑлтатрӗ, мӑкӑртатрӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑкӑр, хӑйӗн ҫулне пӳлме хӑйнӑшӑн тӗлӗннӗ пек пулса, чугун пек ҫирӗп ҫамкипе кивӗ картана пырса тӗкрӗ; лешӗ вара ҫатӑртатса йӑванса кайрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лӗпӗртетме мар, эпӗ шухӑшламастӑп та, — терӗ Анисья, хӑйӑ чӗлнӗ пекех ҫатӑртатса.Я и в мыслях не думаю, не токмо что болтать, — трещала Анисья, как будто лучину щепала.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кухньӑра каллех ҫатӑртатса вут ҫунать, каллех ҫӗҫӗсем пӗр ҫеммӗн шаклатни илтӗнет: каҫхи апат пӗҫереҫҫӗ.На кухне опять трещит огонь, опять раздается дробный стук ножей: готовится ужин.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑр ҫатӑртатса ҫурӑлнӑ, арканнӑ пӑр катӑкӗсем карап корпусӗн айне пулнӑ.Лед с глухим треском ломался, разбитые льдины уходили под корпус.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шӑплӑхра пӑхӑр шандалсене вырнаҫтарнӑ ҫуртасем ҫатӑртатса ҫунни те лайӑх илтӗнет.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каминри вутӑ ҫатӑртатса ҫунать.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӗҫе пӑрахмасӑрах пӗлӗт ҫинелле пӑхрӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: прожекторсем ӑсран кайса шыранипе сарӑ уйӑх ҫутатакан лӑпкӑ каҫ хушшинче тавҫӑрса илейми уйрӑмлӑх пур, тискерӗн те капӑрӑн курӑнчӗ вӑрҫӑ сӑн-сӑпачӗ, пулеметсем кӗскен-кӗскен ҫатӑртатса янратаҫҫӗ, ҫӳлӗ уяр тӳпе ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ракетӑсем ярӑнса хӑпараҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эх, ҫатӑртатса кайрӗ вара!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫипсем ҫатӑртатса татӑлнине илтсессӗн, Савельич кӑшт ҫеҫ уласа йӗрсе ямарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940