Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тунтикун сăмах пирĕн базăра пур.
тунтикун (тĕпĕ: тунтикун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунтикун.

— В понедельник.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Уйӑхран мана сирӗн кӗпер, шӑматкун мунчи тунтикун шыва путнӑ ҫынна кирлӗ пекех кирлӗ. Ӑнлантӑр-и? Кӗпер мана виҫӗ кунтан кирлӗ», — ответлерӗ Чапаев инженерсене.

А Чапаев инженерам отвечает: «Мне ваш мост через месяц будет нужен, как субботняя баня понедельнишному утопленнику, — ни к чему. Ясно? Он мне через три дня нужен».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тунтикун эп юратсаттӑм, Ытларикун асаплантӑм.

В понедельник я влюбился, Весь овторник прострадал.

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тунтикун ирхине Лопухов Кирсанова каларӗ:

В понедельник поутру Лопухов сказал Кирсанову:

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тунтикун — ытларикун ирттермесӗр хӑварнӑ урок.

В понедельник — урок, перенесенный со вторника.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тунтикун шурӑмпуҫ килсен хуторти ватӑ кӗтӳҫ Агей мучи кӗтӳ кӗтнӗ ҫӗртех вилсе кайнӑ.

В понедельник на заре умер на выгоне давнишний хуторской пастух дед Агей.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кашни тунтикун хула хаҫачӗсем вулакансене хӗпӗртесе ҫакна пӗлтереҫҫӗ: «Ӗнер Куни Айландра300.000 ҫын пулнӑ, 23 ача ҫухалнӑ»…

По понедельникам газеты города с торжеством извещают читателя: «Вчера на Кони Айланд было 300 000 человек. Потеряно 23 ребенка»…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Тунтикун ирхине кил хуҫи арӑмӗ Обломов пӳлӗмне кӗчӗ те: — Сире темӗнле хӗр курасшӑн, — терӗ.

В понедельник утром хозяйка заглянула к Обломову в кабинет и сказала: — Вас какая-то девушка спрашивает.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кун пек мар-тӑк урӑхла пулкалать, амӑшӗ тунтикун ирхине ун ҫине тинкерсе пӑхать те: — Санӑн паян куҫусем темле сывӑ мар пек. Чирлемен-и эсӗ? — тесе ыйтать те, пуҫне пӑркаласа илет.

А не то, так мать посмотрит утром в понедельник пристально на него, да и скажет: — Что-то у тебя глаза несвежи сегодня. Здоров ли ты? — и покачает головой.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тунтикун ирхине вӑранма ҫеҫ ӗлкӗрет, ӑна хуйхӑ пусса илет.

Как только он проснется в понедельник, на него уж нападает тоска.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

1912 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче, тунтикун, Лондонра усал сас-хура саланать.

— В понедельник пятнадцатого апреля тысяча девятьсот двенадцатого года в Лондоне распространились ужасные слухи.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тунтикун, июлӗн 20-мӗшӗ.

Понедельник, 20 июля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тунтикун, июлӗн 13-мӗшӗ.

Понедельник, 13 июля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тунтикун, июнӗн 22-мӗшӗ.

Понедельник, 22 июня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тунтикун, июнӗн 15-мӗшӗ.

Понедельник, 15 июня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тунтикун!

Понедельник!

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тунтикун.

– Понедельник.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫак ыйтусем тавра тунтикун ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче ҫивӗч калаҫу пулчӗ.

В понедельник вокруг этих вопросов на заседании координирующего совета по обеспечению правового порядка при главе ЧР прошла острая беседа.

Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Леонард Левый ял тӑрӑхӗсемпе райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе пӗрле ҫитес тунтикун та Аслӑ Таяпара тӗл пуласси ҫинчен аса илтерчӗ.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Халӗ вырсарникун, тен, тунтикун та пулӗ, тенӗ Том.

Том сказал, что сейчас, должно быть, уже воскресенье, а может быть, и понедельник.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней