Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тунтикун сăмах пирĕн базăра пур.
тунтикун (тĕпĕ: тунтикун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Указ тухни ҫинчен тунтикун каҫ еннелле кӑна паллӑ пулчӗ те - пӗлмен те пуль.

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Тунтикун агрофирмӑн «уй-хир карапӗсем» Эткер ҫывӑхӗнчи ана ҫинче ӗҫлетчӗҫ.

Помоги переводом

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Тунтикун Тутарстан Президенчӗ М.Ш.Шаймиев Н.М.Валеева ТР вӗрентӳпе наука министрне лартасси пирки Указ кӑларнӑ.

В понедельник президент Татарстана М.И.Шаймиев издал Указ о назначении Н.М.Валеева министром образования и науки РТ.

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫак районти «ВДС» пӗрлешӳре те тунтикун вырмана пуҫӑннӑ.

Помоги переводом

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Тунтикун Ҫӗрпӳсем кӗрхи культурӑсене ҫулма тытӑннӑ.

Помоги переводом

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Тунтикун чаплӑ лару-тӑрура Хусанти 2№ автотранспорт предприятийӗн водителӗсене Хусан мэрӗ И.Метшин пысӑк йышши 20 автобусӑн уҫҫине пачӗ.

В понедельник на торжественном собрании водителям Казанского автотранспортного предприятия №2 Казанский мэр И.Метшин вручил ключи от 20 больших автобусов.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анчах тухтӑрсем «вырттармастпӑр» тесе хирӗҫлемен, тунтикун килме хушнӑ.

Но доктора не отвечали "не положим", велели прийти в понедельник.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

«Виҫӗ кун кан, мӗнле вылямаллине тӗплӗн шухӑшла, тунтикун ӗҫлеме пуҫлӑпӑр», — тесе пӳлӗмӗнчен ӑсатрӗ.

"Отдохни три дня, продумай дотошно, как сыграть роль, понедельник начнем работать", - сказал он, выпроваживая меня из своего кабинета.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тунтикун район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Тунтикун район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин район администрацийӗн структура поздразделенийӗсен, ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

В понедельник глава районной администрации Николай Миллин провел совещание с руководителями структурных подразделений районной администрации, сельских поселений, предприятий и организаций.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кашни тунтикун ВЛКСМ райкомӗ ирттерекен планеркӑра пӗр эрнелӗх задани илеттӗмӗр.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Спортсменсем февралӗн 22-мӗшӗнче, тунтикун, волейболла выляса Туслӑх кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ, ытларикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, футболла вылярӗҫ.

В понедельник, 22 февраля, играя в волейбол спортсмены соревновались за Кубок дружбы, во вторник, в День защитника отечества, играли в футбол.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Комсомольски тӑрӑхӗнче пулчӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней