Поиск
Шырав ĕçĕ:
Типсе ларнӑ тутисем мӗскӗннӗн пӗрӗнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Епле-ха апла, хӑта?.. — ҫухалса кайнӑ пек те мӗскӗннӗн куҫне мӑчлаттарса илчӗ Мирон Григорьевич.— Как же так, сват?.. — Мирон Григорьевич растерянно и жалко заморгал.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан вара вӑйсӑррӑн, сӗтексӗррӗн, темӗнле мӗскӗннӗн «ура» кӑшкӑрни илтӗнчӗ те, шӑплӑха пулемётсем ҫатӑртатни чӗтретме пуҫларӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Григорий сасси мӗскӗннӗн, урмӑшнӑн чӗтренсе тухать, ҫамки урлӑ (ӑна Петро, халӗ кӑна асӑрхаса, чун-чӗрипе шикленсе ӳкрӗ) темӗнле урӑхлатнӑ пек, ютшӑнтарнӑ пек курӑнса хӑратса тӑракан хурарах чалпаш ҫӗвек выртать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Давыдка тутисем мӗскӗннӗн те ирӗксӗррӗн кулаҫҫӗ, ыттисен пичӗсем ӑмӑрланса кайрӗҫ.Губы Давыдки жалко и принужденно улыбались, лица других нахмурились.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗп те тулли кӗлеткине туртӑнтарнӑ симӗс кофта айӗнчен, айваннӑн та мӗскӗннӗн ик еннелле уйрӑлса ҫӳлелле ҫӗкленсе, хӗрачан пысӑках мар ҫирӗп кӑкӑрӗсем палӑраҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья ӑна темӗн каласшӑн пулчӗ, анчах та унӑн хура куҫӗ хӗрринчен сарӑмсӑррӑн пӗр куҫҫуль тумламӗ кусса анчӗ те, тутисем мӗскӗннӗн чӗтренсе илчӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл мӗскӗннӗн йынӑшнӑ, пытаннӑ Аксинйӑна тупас тесе, куҫӗсемпе горница тарӑх шыранӑ.Он жалобно мычал, шарил по горнице глазами, отыскивая спрятавшуюся Аксинью.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Епле ӑшӑ санӑн ҫанну ӑшӗнче, — тет вӑл мӗскӗннӗн, — эпӗ питӗ шӑнса кайрӑм.— Как у тебя тепло-то в рукаве, — жалобно говорит она, — а я замерзла.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫ пулса ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче унчченхи пекех шӑплӑх, анчах хӑрӑк хыр салхуллӑн йӑлӑхтармалла тата мӗскӗннӗн чӗриклеткелесе илет: вӑл хӑйӗн ватлӑхне пула халсӑрланни ҫинчен ҫине-ҫине каласа мӗнпур вӑрмана пӗлтерет…
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсен сӑн-пичӗ чылаях мӗскӗннӗн курӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӗсем, пурнӑҫ тӗллевне ҫухатнӑ тата чунсӑр тӑрса юлнӑ кӗлеткесем пек, ҫул аяккисемпе мӗскӗннӗн утса пыраҫҫӗ.Словно потеряв смысл существования, они шагают по обочинам дороги, как тела, лишенные души.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пит-куҫӗ унӑн пачах та урӑхла тӗслӗ пулса тӑчӗ, куҫӗсем мӗскӗннӗн пӑхрӗҫ, тути ҫинче вара темле тӗлӗнмелле кулӑ евӗрлӗ япала палӑрчӗ.Лицо его стало совсем другое, глаза жалкие, и какая-то странная почти улыбка морщила его губы.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл пысӑк сак умӗнчи пукан ҫинче ларать; эпӗ кӗнине курчӗ те хӑраса сиксе тӑчӗ, кӑвакарса кайрӗ, ҫитменнине тата темӗнле мӗскӗннӗн хутланчӗ хӑй.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Сасартӑк унӑн путса ларнӑ куҫӗсем лӑпланчӗҫ, йӑвашшӑн та мӗскӗннӗн пӑхса илчӗҫ.Что-то беспомощное и ласковое вдруг проступило в его успокоившихся, глубоко запавших глазах.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пуҫӗ ун пӗр енчен тепӗр еннелле мӗскӗннӗн сулкаланать, шӑлӗсем, кашни ҫапмассеренех пӗр-пӗрин ҫумне перӗнсе, хыттӑн шаклатаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗр пӗлӗтсӗр кӗрен ирӗн савӑнӑҫлӑ ҫутинче вӗсен пичӗсем тӗссӗр-кӑваккӑн, шыҫӑнса ялтӑранӑн та мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.В радостном свете розового безоблачного утра их лица казались серыми, глянцевитыми и жалкими.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шурри саралнӑ, чиканла, вӑрӑ-хурахла хура куҫӗсем ун сасартӑк хевтесӗррӗн те мӗскӗннӗн мӗлтлете-мӗлтлете илчӗҫ те, кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль пӗрчисем шӑпӑртата-шӑпӑртата юхса анчӗҫ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫеккунтлӑха вӑл хӑйӗн сӑрӑ, пӗчӗк питне — ҫӳлелле таврӑнса ӳкнӗ вараланчӑк сӑмси мӗскӗннӗн те айваннӑн каҫӑрӑлнӑ — айккинелле те аялалла ҫавӑрчӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тигр евӗрех! — йуҫӗпе кабинет еннелле яланчӑклӑн та мӗскӗннӗн сӗлтсе, пӑшӑлтатрӗ вӑл.Аки тигра! — развязно и приниженно зашептал он, кивая по направлению кабинета.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.