Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑштах тӑрсан пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп та куратӑп: манӑн Карагез хӳрине вӗлкӗштерсе ҫил пек ирӗккӗн ҫӗмӗрттерсе килет, гяурсем хӑйсен ывӑнса ҫитнӗ лашисемпе пушӑ хирте таҫта аякра тӑрса юлнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗҫсем мӗнлерех пулнине пӑхма эпӗ пуҫа люкран кӑлартӑм. Ҫав вӑхӑтра шӑпах машина самолёта пырса ҫапрӗ.Высунулся я из люка посмотреть обстановку, а машина как раз по самолету ударила.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эс мӗн тата ман пуҫа минрететӗн?
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн пӗтӗм ӑшчикки вӗреме тытӑннипе, тепӗр самантрах ҫак ҫутӑлса тӑракан кукша пуҫа чернильницӑпа пеме пултарассине туйса, Мересьев аран-аран икӗ сӑмах пӑчӑртаса кӑларчӗ:
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш ҫав тери уҫӑ, вӑл тем ӗҫнӗ пекех ӳсӗртсе, пуҫа ҫавӑрса ярать, ҫав вӑхӑтрах вӑл таса пулнипе, ун витӗр пур япаласем те калама ҫук ҫывӑх пек курӑнаҫҫӗ, алла тӑссассӑнах ватӑ Кремль стенисене те, Иван Великий чиркӗвӗн тӑррине те, шыв урлӑ ҫакӑнса тӑракан сӗвек авӑнчӑклӑ мӑн кӗпере те тытса пӑхма пулассӑнах туйӑнать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑшӗ те хӑшӗ вилнӗ-и, тен, тесе те пуҫа шухӑш пырса перӗнчӗ, эпӗ … станца патне хуйхӑллӑ япаласем кӗтсе ҫывхартӑм.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тутлӑлатман наливка ӗҫме те тытӑнсаттӑм, анчах вӑл пуҫа ыраттаратчӗ; тата хуйхӑпа ӗҫке ярӑнасран та хӑрарӑм.Принялся я было за неподслащенную наливку, но от нее болела у меня голова.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ пӗр хускалмасӑр итлесе ларатӑп: ман пуҫа темӗнле хирӗҫле шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ.Я слушал его неподвижно; странные, противоположные чувства волновали меня.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ман пуҫа усал шухӑш пырса кӗчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та ҫав телейсӗр каҫ хыҫҫӑн ман пуҫа унӑн ячӗ вараланнӑ пек шухӑш кӗрсе ларчӗ.Но после несчастного вечера мысль, что честь его была замарана.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мельник ырӑ тума хӑтланни маншӑн усал туни пулса тӑчӗ: атте манӑн пуҫа тытса тӑрать, Бочек, тӳшек патне кукленсе ларса, ҫав тери мӑка безопаснӑй бритвӑпа манӑн хунав пекех ӳснӗ ҫӑра сухала хырма пикенет.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унтанпа ҫулталӑк иртрӗ ӗнтӗ, ҫав хушӑра эпир хамӑр юлташа ӑсатнӑ чухнехи шухӑшсем пӗрре кӑна мар пирӗн пуҫа килсе кӗнӗ, тепӗр чух вӗсем пуҫран тухма та пӗлместчӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ чӳрече умӗнчи улӑм тӳшек ҫинче выртатӑп; пӗр эрне, икӗ эрне, уйӑх, уйӑх та ҫурӑ ӳппӗн выртатӑп, унтан каллех пурӑнма пуҫлатӑп: ӗнтӗ пуҫа пӑркалатӑп, алла ҫӗклетӗп, чавсасем ҫине тӗренсе ҫӗкленетӗп, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртма та хӑтланкаласа пӑхатӑп.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сасартӑк, чӳрече уҫӑлса кайнӑ пек, пуҫа шухӑш пырса кӗрет: ку — пурнӑҫ вӗҫӗ, эпӗ вилетӗп.Внезапно, как будто свет из распахнувшегося окна, меня озаряет мысль: это конец, я умираю.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем ман пата пӗшкӗнеҫҫӗ, пӗри ман пуҫа ҫӗклесе манӑн тутасем патне шыв тултарнӑ курка илсе пырать.Они наклоняются надо мной, один из них поднимает мне голову и подносит к губам ковшик с водой.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ пуҫа ҫавӑрса пӑхма тӑрӑшатӑп…
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пуҫа усма кирлӗ мар, савнӑ тусӑм, анчах халӗ санӑн ӗҫӳ ҫавӑн пек — пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫлас пулать.Нос-то вешать ни к чему, друг милый, только теперь твое дело такое — начинать все сначала.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара пӗррехинче, палатӑран тухса каякан сестрана Стручков ачашшӑн пӑхса ӑсатсан, Кукушкин, пуҫа пынӑ шухӑшне яланхи пекех чарса тӑмасӑр, ӑна ҫилӗпе каласа хучӗ:
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Манӑн ҫывӑрас шухӑш пуҫа та кӗмест — кӗҫ ак уҫӑ тӑракан алӑкран е кантӑкран вӑрӑсем кӗрӗҫ — ӑна, шуйттана, тупӑ сассипе те тӑратаймӑн".
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗнчен вӑл нумай пулать нимле хыпар та илмен, кил таврашӗнче ӗҫлет пулӗ-ха е унта-кунта ҫӳрет пулӗ тесе, ун ҫинчен тӗпчесе ыйтса пӗлес шухаша та пуҫа хывман.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949