Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчи сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрринчи (тĕпĕ: хӗрринчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Щукарь, аллисене малалла тӑсса, ҫул урлӑ ывтӑнса каять, ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑк ӑшне пашлатса тӑсӑлса выртать.

Щукарь, вытянув руки, перелетел через дорогу, распластался на запыленном придорожнике.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен, лашине чӗлпӗртенех ҫавӑтса пынӑ пулсан, Щукарь Гремячий Лог хуторне чиперех ҫитсе ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑйӗн кумӗ тата палланӑ казаксем пурӑнакан Тубянски хуторне кӗрсен, чи хӗрринчи кил тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех, чӗлпӗртен сӗтӗрсе пырас марччӗ, уттарса та пулин утланса пырасчӗ тесе, лаши ҫине хӑпарса ларма шут тытать.

Может быть, Щукарь и добрался бы до Гремячего Лога благополучно, если б вел лошадь в поводу, но он, едва лишь поравнялся с первым двором хутора Тубянского, в котором жил его кум и было много знакомых казаков, решил сесть верхом на купленную лошадь и хоть шагом, но ехать, а не тянуть ее в поводу.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ.

Черными просовами покрылась дорога; а к полудню, по ярам и логам яростно всклокоталась светлая, как слезы, нагорная вода и бесчисленными потоками устремилась в низины, в левады, в сады, омывая горькие корневища вишенника, топя приречные камыши.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иртсе ҫӳремелли хушӑсене тап-таса шӑлса тасатнӑ, ҫиелтен кӑштах юханшыв хӗрринчи сара хӑйӑрпа сапкаласа тухнӑ.

Проход чисто выметен и слегка присыпан желтым речным песком.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗчӗк юхан-шыв хӗрринчи лапамсенче тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫесем кашласа лараҫҫӗ.

Шумовито гудели над речкой в левадах тополя и вербы.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫырма хӗрринчи тирексем пурте кӗмӗл укасемпе эрешленнӗ.

Тополя над речкой все серебряного чекана.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыҫалти ретре хӗрринчи виҫӗ вырӑна йышӑннӑ Федор тантӑшӗ мӗн ӗҫ пӑлханса сӑнать.

Федор занял три крайних места на последнем ряду у самой стены и с тревогой наблюдал за подружкой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя касса умне пычӗ те хыҫалти ретри чи хӗрринчи виҫӗ вырӑна билетсем пама ыйтрӗ.

Женя подошла к кассе и попросила продать ей три билета на последний ряд и на три самых крайних места у стены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак самантра ҫул хӗрринчи хунар ялтӑраса кайрӗ те пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ икӗ ҫын ҫине сап-сарӑ ҫутӑ сапрӗ.

И только уличный придорожный фонарь, вдруг зажегся и облил оранжевым светом две одинокие маленькие фигурки, прильнувшие друг к другу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ытла тӗлӗнмелле ҫав, мана Полярнӑйра мӗн курни пурте илӗртнӗ пекех ҫакӑ ватӑ пӑрахут та чиперрӗн курӑнчӗ, аннӑ ҫӗрте тулнӑ черетри халӑх та, командировкӑсемпе килнӗ ҫыран хӗрринчи пӗчӗк ҫурта регистрациленме васкакан пӗччен-пӗччен ҫынсем те ман кӑмӑла ҫӗклетрӗҫ.

Очень странно, но как всё, что я видел в Полярном, мне был приятен этот старенький пароход, и нетерпеливая очередь, заполнившая сходни, и одинокие фигуры, идущие по берегу к домику, где нужно было зарегистрировать командировки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳлте, чӑнкӑ ҫырансем тӗлӗнче, тинӗс хӗрринчи чиркӳсен чанӗсен сассисем янӑранӑ.

Вверху, над обрывами, плыл колокольный звон приморских церквей.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шыв хӗрринчи лутра хӑвалӑх хӳттинче пӗр ҫарамас ача вӗтӗ сӗрекепе раксем тытатчӗ.

Вдоль низкого, осенённого ракитами берега голый, синий от холода мальчик тянул сетку — ловил раков, чудак!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ӑшӑмра пурнӑҫ пурри ытла имшерӗн, кӑшт ҫеҫ сисӗнетчӗ, Васильевски утрав ҫинчи госпиталь, тӗнче хӗрринчи пекех, вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре.

Так слабо, чуть слышно билось во мне дыхание жизни, так бесконечно далеко был этот госпиталь, на Васильевском острове, — на краю света!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑм пӳр чухне эпӗ ун патне кӗркелеттӗм те вара эпир ҫурт хӗрринчи пӗренесем ҫине тухса лараттӑмӑр, е Филологически институт патӗнчен пуҫласа Сфинксем патне ҫити уткаласа ҫӳреттӗмӗр.

В свободное время я забегала к нему; мы сидели на брёвнах, сваленных у парапета, или прохаживались от Филологического института до Сфинксов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Канал ҫинчи, Водохранилищӑн аякри ҫыранӗсем хӗрринчи паянхи лӑпкӑлӑх мана темӗншӗн ытла та тӗлӗнмелле туйӑна пуҫларӗ.

И тишина, которая царила в этот день на канале, на далеких берегах водохранилища, стала казаться мне странной.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан эпир шыв хӗрринчи урама тухрӑмӑр — акӑ ӑҫта иккен ҫав шурӑ каҫ — кун ҫути те мар, ҫӗр ҫути те мар ир те мар, каҫ та мар!

Потом мы вышли на набережную — вот где была эта белая ночь: ни день, ни ночь, ни утро, ни вечер!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳречесем халь хӑвӑртрах тӗттӗмлене пуҫларӗҫ, хӗрлӗ ялтӑркка ҫутӑ Оружейнӑй урама тухакан чи хӗрринчи пӳртӗн аяккинчи чӳречисем ҫинче кӑна ялкӑшса тӑрать; эп вӗреннӗ чух ҫав ҫуртра Мускав совечӗн художественнӑй подотделӗ ӗҫлетчӗ.

Теперь окна стали быстро темнеть, и красноватый отсвет держался только в двух крайних окнах крайнего дома, выходящего на Оружейный; в этом доме, когда я учился, был художественный подотдел Московского Совета.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӳлӗмре пурте авалхиччӗ — кивӗ пукансен урисене ҫыха-ҫыха пӗтернӗччӗ, апатланмалли сӗтел ҫине чавсалантӑм, хӗрринчи хӑми хальтен халь ҫӗмӗрӗлсе анма пӑхатчӗ те, чавсама хӑвӑртрах туртса илтӗм.

В этой комнате всё было старое — стулья с перевязанными ножками, обеденный стол, на который я поставил локоть и сейчас же снял, потому что крайняя доска только и мечтала обвалиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катара, чи хӗрринчи чум патӗнче, Иван Иваныч тухтӑр тӑрать.

Вдалеке, подле крайнего чума, стоял доктор Иван Иваныч.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ванокан становищн вӑл Пясина юханшывне юхса тухакан пӗр ҫырма хӗрринчи чи тӗксӗм вырӑн.

Становище Ванокан — это очень глухое место в районе одного из притоков Пясины.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней