Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗл перекен алӑллӑ, ҫивӗч куҫлӑ та ҫӑм пусса лартнӑ чӗреллӗ ҫавнашкал вӑйлӑ та ҫӑтӑх ҫынсем кирлӗ мана шӑпах.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вара, эпир асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, пуйнӑҫем пуйма пуҫларӗ, Кунӗн-ҫӗрӗнех ӗҫлерӗ, хӑйне пӗтӗмпех тискер ҫӑм-сухал пусса илчӗ, хӗлӗн-ҫӑвӗнех килти пиртен ҫӗлетнӗ пӗртен-пӗр йӗмпеле ҫӳрерӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ӗнси ҫине качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ шупка ҫӗлӗк пусса лартнӑ, ҫине шинельтен пӑсса ҫӗлетнӗ сюртук лампассемлӗ казак шӑлаварӗ тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне пуҫтарса чикнӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килнӗ ҫын «г» саспалли ҫине пусса калаҫаканскер, пӑхма служащи пек пулин те, ял Советне кӗмесӗрех ҫуна хыҫҫӑн утни казаксене тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑйӗн питне-куҫне пальтин ҫаралма пуҫланӑ така тир ҫухавипе витрӗ, кепкине хытӑ пусса лартрӗ; анчах кӑлӑхах; ҫил тата сивӗ пас ҫухаран та, ҫанӑсем ӑшне те витӗрех кӗрсе каять, ҫӳҫентерет.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карикатура унӑн кӑмӑлне питех те йывӑррӑн пусса антарать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Мӗн те пулин сиксе тухмасан юрӗччӗ, хама Афанасий пусса пӑрахминччӗ, вӑрӑ таврашсем кӗрсе кайминччӗҫ, тесе шикленсе выртатчӗ, кайран чунне сиктерекен тӗлӗксемпе ҫӗрӗпе аппаланатчӗ, ирхине хӑйпе иксӗмӗр гимназие кайнӑ чухне вара салхуллӑ кӑвак сӑнлӑ пулать вал, хӑй кайма тухнӑ йышлӑ ҫынлӑ гимнази сехрине хӑпартни, ӑна вӑл пӗтӗм чунӗ-чӗринчен юратманни тата пӗччен пурӑнма ӑна йывӑрри курӑнать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Хӑй ахлатнипе, нӑйлатнипе, шурчак, пӗчӗкҫӗ, сисетни, арланӑн пек пӗчӗкҫӗ пичӗ ҫинчи тӗксем куҫлӑхӗпе пурсӑмӑра та пире пусса антаратчӗ, вара ӑна парӑнаттӑмӑр, Петровпа Егоровӑн поведени балне чакарса ҫыраттӑмӑр, вӗсене арӗсе лартаттӑмӑр.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ачин аллисем амӑшӗн кӑкӑрне пусса пӑчӑртаҫҫӗ, вӑл ун ҫумне ҫав тери хыттӑн пӑчӑртаннӑ, амӑшӗн ӳчӗ ҫинчи ҫӳхе ҫӑм ӑшӗнче унӑн пӳрнисем курӑнманпа пӗрех.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫутӑсен йӑлтӑрккипе суккӑрланнӑ халӑх, ҫиҫсе тӑракан йӳнӗ те ӗлккен сӑнсем илӗртнипе, шӑв-шавпа ӳсӗрӗлнӗскер, кичем пусса илнӗ ташӑ-вӑйӑра ӳркевлӗн ҫаврӑнкалать те, суккӑрскер, икӗ пая уйрӑлса, хаваслансах е сулахая — ҫылӑх енне, е сылтӑмалла — «тасалӑх» тӗлӗшпе проповедь пыракан ҫуртсем еннелле каять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Малтан тӗксӗм те чӗмсӗрскер, тӗтре карнӑ куҫлӑ, юлхав пусса ҫитернипе сӗнксе лараканскер, — вӑл, эпӗ сисмен ҫӗртенех, ерипен, ман умма тӗлӗнмелле тухса тӑчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Мӗн калас, мана кичем пусса илет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов мӗншӗн ҫакӑнса вилме шут тытнин сӑлтавӗ, тӗрме тухтӑрӗ ҫырса пани тӑрӑх, ӑна кичемлӗх пусса илнинче, темелле».
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Картлашка тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупса анчӗ, варӑммӑн ярса пусса гараж еннелле утрӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Вара ун питне-куҫне ҫӗрелле ҫавӑртӑм та, ан кӑшкӑртӑр тесе, лӳшкенчӗке пусса чикрӗм.Тогда я быстро повернула его лицом к земле и придавила его голову в лужу, чтоб он не кричал.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Эпӗ чӳречерен йывӑҫ турачӗсем хушшипе тинкеререх пӑхатӑп та куратӑп; уйӑх ҫутатнипе юханшыв ҫийӗ кӑн-кӑвак, вӑл — шурӑ кӗпепе, пилӗкне икӗ вӗҫне ик еннелле янӑ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ — пӗр урипе кимӗ ҫине, тепринпе ҫырана пусса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Карчӑка ыйхӑ пусса илнӗн туйӑнчӗ мана.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ух, пусса пӑрахатех хӗре; эпӗ, табор еннелле кӑшкӑрса, вӗсем патнелле чупма анчах тӑнӑччӗ, сасартӑк: — Асту, пӑрах, пуҫна салатса пӑрахӑп! — тенине илтех кайрӑм.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Санька, хӑйне хӗрхенмесӗр, икӗ аллипе пусса, Девяткинӑн кӑкӑрне, ҫурӑмне, хулпуҫҫине сӑтӑрма тытӑнчӗ.— И Санька, не жалея сил, обеими руками принялся натирать Девяткину грудь, плечи, спину.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чикӗ тӑрӑх, урисене вӗттӗн-вӗттӗн пусса, Маша асламӑшӗ, Манефа карчӑк килет.По межнику мелкими шажками семенила Машина бабушка — Манефа.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951