Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дон ҫийӗнчен нӳрӗ те сулхӑн сӗм шӑвӑнса килет.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья Григорие сӑмса сыппи ҫийӗнчен, ик куҫхарши хушшинчен ассӑн сывласа чуптӑвать.Аксинья со вздохом целует Григория повыше переносицы, на развилке бровей.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл хӑрӑх аллипе урапан брезентлӑ ҫийӗнчен ярса тытнӑ, тепӗр аллипе сулкаласа пырать, хӑй вӗттӗн-вӗттӗн, ухӑнуллӑн тӑрӑлтатса, юрра шӑрантарать:
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Григорий Григорьевич камердинерӗ ун ҫийӗнчен сюртукне, уринчен аттисене хывса илчӗ, халат тӑхӑнтарчӗ; вара Григорий Григорьевич вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те унӑн кӳлепи пӗр тӳшек ҫине тепӗр тӳшек хунӑ пек курӑнчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӑшман снарячӗсем типӗ вар ҫийӗнчен вӗҫсе иртсе вӑрман варрине ӳкрӗҫ, темиҫе пая уйрӑлса ҫурӑлакан пульӑсем, кайӑксен ушкӑнӗ чӗвӗлтетнӗ пек, шӑхӑрса вӗҫрӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тап-таса шурӑ кӗрӗкпе вӑл; ун ҫийӗнчен ҫакса янӑ ҫӗнӗ портупейӗпе кобури ҫуталса тӑраҫҫӗ.Явился он в чистеньком беленом полушубке; поверх него ярко поблескивала новенькая портупея и кобура.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫумӑр шывне ӗҫнӗ ҫулҫӑсемпе курӑксем, юлашкинчен, хӑйсем ҫийӗнчен хӗллехи сывлӑшпа сывлакан апрель сулхӑнне сирсе пӑрахнӑ.Напоенные влагой листья и травы наконец сбросили с себя отдающую зимой апрельскую прохладу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫул айккисемпе шинель ҫийӗнчен плащ-палатка пӗркенсе янӑ, ҫӗрлехи сулхӑнпа ӗнтӗркесе кайнӑ часовойсем ҫӳренӗ.По обочинам дороги ходили в накинутых поверх шинелей плащ-палатках продрогшие за ночь часовые.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Гитлеровецсем ҫавӑнтах ун ҫийӗнчен кӗрӗкне хыврӗҫ те, хаваслӑн ахӑлтатса, ҫуна патнелле кайрӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫаплах каларӗ: эпӗ тав тунине пӗлтӗр, терӗ, ҫийӗнчен тата акӑ мӗн пачӗ!— Так и сказав: передай, каже, мою благодарность, а в придачу — во!
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тул ҫутӑласпа вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ, — пӳрт тӑррисемпе йывӑҫсем ҫийӗнчен халӗ те-ха тумла ӳккелесе тӑрать.На рассвете шел сильный дождь — с крыш и деревьев все еще капало.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унтан, чаршав айӗнчен те, ҫийӗнчен те, ҫутӑ сӑрхӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ карап инҫех мар ӗнтӗ, пысӑк ҫурт стени пек ҫӳллӗ теплоход борчӗ ҫийӗнчен те ответлеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл вырӑсла калаҫнӑ сасӑсене, Терекӗн хӑвӑрт та пӗр тикӗс юххине илтрӗ, вара пӗр-икӗ утӑмран ун умне юхан-шывӑн шӑвакан кӗрен лаптӑкӗ, ҫыран хӗррисенчи тата ӑшӑх вырӑнсенчи сӑрӑ йӗпе хӑйӑр, аякри ҫеҫенхир, шыв ҫийӗнчен уйрӑлса тӑракан кордон тӑрри, йӗплӗ курӑк ҫинче ҫӳрекен тӑлласа янӑ, йӗнерлӗ лаша тата тусем тухса тӑчӗҫ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫыран хӗрринчен, тулхӑрса, хир сысни сиксе тухрӗ, вара унӑн хура мӗлки йӑлтӑртатса тӑракан шыв ҫийӗнчен пӗр самантлӑха хӑпрӗ те ҫавӑнтах хӑмӑшсем хушшинче ҫухалчӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Назанский пуҫне минтер ҫийӗнчен кӑшт хӑпартрӗ те, пит-куҫне йӑлт пӗркелентерсе лартса, Ромашов ҫине вӑйпа тертленсе пӑхрӗ.Назанский немного приподнял голову с подушки и, весь сморщившись, с усилием посмотрел на Ромашова.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав сутӑнчӑка вӗлересси унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ пулса тӑчӗ, ҫав ӗҫе тусан унӑн чунӗ тасалса та хастарланса тухассӑн туйӑнчӗ; ҫийӗнчен тата унта ҫав сутӑнчӑка вӗлерни ҫеҫ те мар-ха, хӑйӗн чунӗнче пурӑнакан Рада сӑнарне те сивӗтме пултарасса сунчӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫийӗнчен тата, вӑл укҫа парасса та шанмастӑп эпӗ; кӑлӑхах ирттеретпӗр хаклӑ вӑхӑта.К тому же я убежден, что он денег не даст; мы зря потратим драгоценное время.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫийӗнчен тата ҫынни те ку путсӗр пек курӑнчӗ.К тому же и лицо и нахальство этого человека были ему противны.
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.