Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ача ҫывӑрса кайрӗ пулмалла, мӗншӗн тесен, унӑн пуҫӗ ҫумӗнчех такам йывӑр маятникпе сулланӑ пек туйӑнчӗ ӑна; маятникӗ хӑлха патӗнчех янӑравлӑн шаккать, — сулахая, сылтӑма, чок, чик, чок, чик туса сулланать…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сӗтел ҫинчи будильник кӑна пӗр тикӗс те савӑк шаккать тата чирлӗ ҫын тӳлеккӗн сывлани илтӗнет.Лишь на столе весело и мерно тикал будильник, и было слышно, как дышит больной.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Лере, ав, хӗҫпӑшаллӑ казак, кордонран ыйтса тухнӑскер, пӳрт патне юланутпа ҫитсе тӑрать те чӳрече умне пӗшкӗнет, шаккать.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Кам шаккать? — ыйтрӗ вӑл.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Асӑрхануллӑ алӑ чӳречене шаккать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Амӑшӗн вырӑнӗ тӗлӗнче пӗр тенкелех сехет ҫакӑнса тӑрать, унӑн пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа пысӑкӑш маятнике хуллен, уксахласа шаккать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ирхине, виҫҫӗмӗш сехетре килӗнчен тухать те приказчик чӳречинчен пырса шаккать.В третьем часу утра он вышел из дому и постучался в окно к приказчику.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Мӑлатукпа пӗрре шаккать — пӗр тенкӗ пулать.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑп; Илья Иванович килте ҫӗлетнӗ аттисемпе кӗмсӗртеттерсе уткалани илтӗнет, стена ҫумӗнчи хупӑлчаллӑ сехет маятникӗ майпен шаккать, Пелагея Игнатьевна е Настасья Ивановна хушӑран аллипе туртса е шӑлпа ҫыртса ҫип татни масар ҫинчи евӗр шӑплӑха сирет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Костенкон каюти тӗлне ҫитсен вӑл чарӑнса тӑрать, карап инженерӗн алӑкне хуллен шаккать те шала кӗрет.Остановившись у двери каюты корабельного инженера Костенко, он тихо постучал и вошел внутрь.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов алӑксенчен пӗрин ҫине «Верфь управляющийӗ П. А. Титов» тесе ҫырнине курать, алӑкран пырса шаккать.На одной из дверей Крылов прочитал надпись: «Управляющий верфью П. А. Титов», постучал.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халӗ сехет шаккать мар, унӑн сасси пӑшал пенӗ пек илтӗнет.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурнӑҫ шаккать те чӗнет, ӗнтӗ хам ӗҫсӗр ларни чунӑма касать, хам вӑйсӑр пулни тарӑхтарать.Жизнь стучит и зовёт, и уже досада на себя, на своё бездействие, слабость томит и волнует душу…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑна чӗре шаккать, кӑна хӗллехи каҫра, выҫӑ хулари сивӗ пӳртре, пӗчӗк кухньӑра, кӗтессенчен курӑнан пысӑк мӗлкесене вылятакан пӗчӗк чӗпкуҫ ҫуттинче чӗрем кӗлтӑвать манӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Тик-так» шаккать метроном.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Поезд темӗнле станцине ҫитсе чарӑнчӗ, такам вагонсем тӑрӑх килет, кашни вагон умӗнчех чарӑнать, шаккать, туркменла тата вырӑсла тем ҫинчен хытӑ сасӑпа ыйтать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пуҫӑмра манӑн темскер сехет пекех шаккать, эпӗ хампа хам тата машинӑпа темскер хытӑ кӑшкӑрса калаҫатӑп.Что-то стучало у меня в голове, как часы, я громко разговаривал с самим собой и с машиной.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тяппипе урайне те йытӑ пек шаккать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл параппана шаккать — халӑх лӑпланать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951