Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрӗ (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи кун кунта строительство ӗҫӗсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать, вӗсене пурнӑҫлама «Солид» фирмӑна шаннӑ.

Помоги переводом

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ылтӑн кӗркуннене ҫаврӑнӗ-и этем пурнӑҫӗн асӑннӑ тапхӑрӗ е хура кӗр пулса тӑрӗ-и — пат татса калаймӑн.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малалла конференцин организациллӗ, ӗҫлӗ тапхӑрӗ пуҫланчӗ.

Помоги переводом

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.

Помоги переводом

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Шупашкар хули 200 тата 2000 тенкӗлӗх хут укҫасем валли символ тупас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ 25 хула шутне кӗнӗ.

Помоги переводом

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Унӑн Шупашкарти литература пурнӑҫӗн тапхӑрӗ, ӑсталӑхӗ ҫинчен эпӗ ҫырмастӑп.

Я не буду писать о его литературной жизни в Чебоксарах, о мастерстве.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Яковлевсен килне таврӑнсан ҫӗнӗ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Шӑпах ҫӗнетӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

- Как раз началось время перестройки.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫур аки вӗҫленсенех республикӑра утӑҫи тапхӑрӗ пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Челябинскра Пӗтӗм Раҫҫейри «Эстетика стоматологийӗнчи чи лайӑх ӗҫ — 2016» конкурсӑн финал тапхӑрӗ иртнӗ.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Елчӗк районӗнчи Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ертӳҫӗсемпе фермерсем вырман тапхӑрӗ пирки тӗплӗн канашланӑ.

Помоги переводом

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Мӗн тӑвӑн, куҫӑм тапхӑрӗ.

Помоги переводом

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Акӑ, нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи «Каскад» суту-илӳ центрӗнче ачасене усрава илнӗ ҫемьесен «Ҫемье ӑшши» республикӑри пултарулӑх конкурсӗн юлашки тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.

Вот, недавно завершился последний этап республиканского творческого конкурса семей опекунов "Тепло семьи", который проходил в торговом центре "Каскад",

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Июлӗн 25-27-мӗшӗсенче Мускавра «Единая Россия» партин ХV съезчӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ.

25-27 июля в Москве прошел второй тур XV съезда партии "Единая Россия".

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Компани инвестици аталанӑвӗн тепӗр тапхӑрӗ валли укҫа-тенкӗ тупма пултарать».

Помоги переводом

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кӑҫалхи пӗрремӗш сменӑна унӑн ӑнӑҫлӑ тапхӑрӗ пек хаклатӑп, — пиллӗкмӗш отрядӑн тепӗр вожатӑйӗ Кристина Асонова каланинчен вӑл та кунта юлашки хут килменнине ӑнкартӑм.

Помоги переводом

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

— Пурнӑҫун ҫав тапхӑрӗ ҫинчен «Эп те пултӑм Мускавра, куртӑм тӗрлӗ мыскара» ярӑмра «Чӑваш хӗрарӑмӗн» икӗ номерӗнче каласа кӑтартрӑн.

- О жизненном периоде того времени ты рассказала в двух номерах "Чувашской женщины" в цикле "И я в Москве побывала, видела разные забавные происшествия".

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Кашни клеткӑн — хӑйӗн пурнӑҫ тапхӑрӗ.

У каждой клетки — свой жизненный промежуток времени.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

50 ҫул урлӑ каҫсан вӗсемшӗн ҫӗнӗ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланнӑ темелле.

После 50-летия для них, можно сказать, начался новый этап трудовых будней.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра биатлон центрӗн строительствин пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленӗ.

Также в ближайшее время завершится первый этап строительства биатлонного центра.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней