Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи!

Автор: Валентина БАГАДЕРОВА

Источник: «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Добавлен: 2016.07.23 16:08

Предложений: 81; Слово: 920

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Челябинскра Пӗтӗм Раҫҫейри «Эстетика стоматологийӗнчи чи лайӑх ӗҫ — 2016» конкурсӑн финал тапхӑрӗ иртнӗ. Ку ӑмӑртӑва Раҫҫейри Стоматологсен ассоциацийӗ ҫулсерен йӗркелет. Унта Чӑваш Енри стоматологсем — «Дент-а-мед» клиникӑра ӗҫлекен ӑста специалистсем — хутшӑннӑ, Шупашкара пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. А.Винокур «Шӑлсен эстетика реставрацийӗ» номинацире — пӗрремӗш, Т.Алексеева «Шӑлсене медицина меслечӗсемпе шуратасси» номинацире
виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Дент-а-мед» специалисчӗсене конкурсра ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ? Мӗн хавхалантарнӑ? Ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑйсемпе тӗл пулса ҫак ыйтусене уҫӑмлатма тӑрӑшрӑмӑр.

Анастасия ВИНОКУР стоматолог-терапевт:

— Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикинчи Стоматологсен ассоциацийӗ конкурсӑн регион тапхӑрне ирттернӗччӗ. Эпир, Татьяна Георгиевнӑпа иксӗмӗр, Чӑваш Енри шӑл тухтӑрӗсен хушшинче мала тухрӑмӑр. Вара пире Раҫҫей шайӗнче республика чысне хӳтӗлеме шанчӗҫ.

«Шӑлсен эстетика реставрацийӗ» конкурс икӗ тапхӑрпа иртрӗ. Пациентӑн шӑлне реставрацилеме тиврӗ. Ӗҫлеме питӗ кӑткӑс пулчӗ, мӗншӗн тесен шӑлӑн ҫур пайӗ ҫукчӗ. Сывӑ сийсене сиенлемесӗр шӑла йӗркене кӗртмеллеччӗ. Малтан шӑла икӗ-виҫӗ хут сипленӗ хыҫҫӑн кӑлармалла тетчӗҫ. Халӗ вара шӑла сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшатпӑр. Ҫавна май ҫӗнӗ технологисене, реставраци методикине алла илме, лекцисем итлеме, вӗренме, ют ҫӗршыври, ытти хулари ӗҫтешсен паха опычӗпе паллашма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма тивет. Иккӗмӗш тапхӑрта ятарлӑ приборпа кайри шӑлсене сиплемелле пулчӗ.

Жюри членӗсем — ҫӗршыври чи пултаруллӑ тата ӑста специалистсем — пирӗн ӗҫе тӗрлӗ енлӗ хакларӗҫ. Конкурса ҫӗршыври чи ӑста стоматологсем хутшӑнчӗҫ. Чи лайӑххисен йышӗнче тупӑшма тивни пушшех те хавхалантарчӗ, вӑй хушрӗ.

Татьяна АЛЕКСЕЕВА врач стоматолог-терапевт, ача-пӑча стоматологӗ:

— Челябинскра пире лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Пӗрремӗш кун «Эстетика стоматологийӗ» ятпа ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ, ку енӗпе пуян опыт пухнӑ специалистсен доклачӗсене итлерӗмӗр, кулленхи ӗҫре кирлӗ паха информаци нумай пулчӗ унта. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри Стоматологсен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Садовский йӗркеленӗ ӑсталӑх класне хутшӑнма май килни савӑнтарчӗ.

«Шӑлсене медицина меслечӗсемпе шуратасси» номинаципе иртнӗ конкурса ултӑ тухтӑр хутшӑнчӗ. Вӗсем пурте хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен пысӑк шайри специалистсем. Конкурс вӑхӑтӗнче «тӑшман» пулса тӑтӑмӑр пулин те пӗр-пӗрне усал сунман. Пачах тепӗр майлӑ: туслашса кайрӑмӑр, савӑнӑҫа, пӑшӑрханӑва пӗрле пайланӑ, тупӑшу саманчӗсенче пулӑшса пынӑ. Пирӗн тӗллев KLOX системипе усӑ курса шӑлсене тасатасси пулнӑ. Ҫакнашкал конкурссем шӑл тухтӑрӗсене ҫӗнӗлӗхсене алла илме, аталанма хавхалантараҫҫӗ. Ыттисен опычӗпе паллашни професси ӑсталӑхне аталантарма чылай пулӑшать.

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет. Шупашкарта клиника профессионаллӑ стоматологи пулӑшӑвӗ парас тӗлӗшпе 2003 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатас, пациентсен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме май паракан условисем туса хурас тӗлӗшпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ку енӗпе халӗ те куллен ӗҫлет.

«Дент-а-мед» Раҫҫейри Стоматологсен ассоциацийӗн Инноваци центрӗ шутланать. Ҫак статуса илни клиника экспертсен пӗрлӗхӗн чи ҫирӗп требованийӗсене тивӗҫтернине, коллективра чи пултаруллӑ специалистсем ӗҫленине ҫирӗплетет. Чӑнах та, Зорин доктор команди — вӑйлӑ команда. Йышра — пысӑк квалификациллӗ персонал. Клиника ертӳлӗхӗ вӗсене пӗлӗвне ӳстерме, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма майсем туса парать, хавхалантарса пырать.

2006 ҫулта стоматологи центрӗ республикӑра имплантологин ҫӗнӗ тапхӑрӗн аталанӑвне старт панӑ: «Nobel Biocare» компанин продукцийӗпе усӑ курма пуҫланӑ. Ҫак компанин официаллӑ партнерӗ шутланнӑ май «Дент-а-мед» «Nobel Biocare» клиника ӑсталӑхӗн центрӗ пулса тӑнӑ. Ҫапла вара халӗ тӗнчере имплантаци ӗҫӗнче малта пыракан компани технологийӗсем Шупашкаршӑн та ют мар. Клиника ӗҫ-хӗлӗ, ытти ҫӗнӗлӗх пирки каласа кӑтартма тӗп тухтӑра Юрий Зорина сӗнтӗмӗр.

Юрий ЗОРИН, «Дент-а-мед» центрӑн тӗп тухтӑрӗ, врач-стоматолог — ортопед-имплантолог:

— 2008 ҫулта тӗнче шайӗнчи технологисене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе Голландири экспертсемпе ҫыхӑну йӗркелерӗмӗр. Вӗсем кашни ҫулах пирӗн пата килсе ҫӳрерӗҫ, вӗрентрӗҫ. Ҫапла эпир Шупашкарта профилактика стоматологине аталантарма тытӑнтӑмӑр. Ҫав таран шая ҫӗклентӗмӗр: халӗ пирӗн опытпа паллашма Раҫҫейри стоматологсем килеҫҫӗ, тӗлӗнеҫҫӗ.

Стоматологи гигиенисчӗ уйрӑм специалист пек ҫынсене йышӑнассине те эпир пуҫласа ятӑмӑр. Усӑсӑр мар, ӗҫ кӑтартӑвӗсем пысӑк. Акӑ Елена Дементьева тухтӑр малтан — республикӑра, кайран Мускавра «Стоматологи гигиени. Профессире чи лайӑххи — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Пирӗн клиникӑра хамӑрӑн стоматологи ӑсталӑхӗн академийӗ пур. Тӗрлӗ ыйтупа конференцисем ирттеретпӗр, ҫӗршыври паллӑ специалистсене час-часах чӗнсе илетпӗр, вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Кашни тухтӑр професси ӑсталӑхне ӳстерекен курссенче вӗренсе килнӗ хыҫҫӑн презентаци хатӗрлет, унпа коллектива — хальхи вӑхӑтра 30 яхӑн врач — паллаштарать.

Профилактика стоматологине пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫакна ӑнлантӑмӑр: профилактика ӗҫне пӗчӗк ачасенчен пуҫӑнмалла. Малтанхи вӑхӑтра икӗ ҫулта шӑл тасатма пуҫламалла тетчӗҫ. Халӗ урӑхла шухӑшлатпӑр: щетка тытма вӗренсенех ачана шӑлне тасаттармалла. Унтан ачасем валли ятарлӑ клиника уҫмаллине ӑнлантӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра пирӗн 3-мӗш офис пӗчӗккисен шӑлӗсене сиплет. Пӗлӗшсем те, палламаннисем те эпӗ Зорин доктор пулнине пӗлсен ҫине-ҫинех тав тӑваҫҫӗ: «Тинех хамӑрӑн тухтӑра, хамӑрӑн клиникӑна тупрӑмӑр. Хулара ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр, ниҫта та ача тухтӑра шӑлӗ патне пыртармасть». «Дент-а-мед» врачӗсем вара, тӳрех мар пулин те, кирек хӑш ачапа та пӗр чӗлхе тупма, шанӑҫа кӗме пултараҫҫӗ. Пӗр тӗслӗх: пӗр хӗрача клиникӑна ҫулталӑк ҫӳрерӗ, тухтӑрпа, пӳлӗмпе, оборудованипе паллашрӗ. Вара тин шӑлне сиплеме ирӗк пачӗ. Пӗчӗккисем Ирина Христофорова тухтӑра уйрӑмах килӗштереҫҫӗ. Вӑл хӑй те вӗсен кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшать. Ахальтен мар Ирина Николаевна пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери стоматологи ӑсталӑхӗн чемпионатӗнче Гран-при ҫӗнсе илчӗ. 2014 ҫулта Раҫҫей шайӗнчи конкурсра «Ача-пӑча стоматологийӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑччӗ. Центрта вӑт ҫакӑн пек ӑста специалистсем ӗҫлеҫҫӗ.

Коллектива пӗр-пӗрне ӑнланса тухӑҫлӑ ӗҫлеме туслӑ пурӑнни те пулӑшать. Уявсене, канмалли кунсене чылай чухне пӗрле ирттеретпӗр. Нумаях пулмасть ҫемьесемпе Александр Невский мӑнастирне кайса килтӗмӗр. Варнава, Василий атте /Пьер Паскье/ служба ирттерчӗҫ. Унтан Варнава коллектива ырӑ ӗҫсем тума пил пачӗ.

Юрий Зорин клиника ӗҫне пысӑк шайра йӗркелесе пынисӗр пуҫне общество ӗҫне те хастар хутшӑнма та вӑхӑт тупать, тӑван халӑхӑн культурине аталантарас, ырӑ йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшать. Чӑваш наци конгресӗн «Сывӑ наци» комитетне ертсе пынӑ май халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине хисеплеме вӗрентет, ачасен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн, чӑваш нацине пӗчӗкрен сывӑ ӳстерессишӗн вӑй хурать. Ҫак тӗллевпе тӗрлӗ профилактика мероприятийӗ, калаҫусем час-часах йӗркелет.

Наци туслӑхне ҫирӗплетесси те — Юрий Зоринӑн пысӑк тӗллевӗсенчен пӗри. Республикӑри ентешлӗхсен правленийӗн ертӳҫи пулнӑ май ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай ӗҫлет. Ҫакна ҫирӗплетекен пулӑмсенчен пӗри вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркра Туслӑх аллейи хывни. Ентешлӗх ҫыннисем лартса хӑварнӑ йывӑҫсем наци туслӑхне ҫирӗплетсе, вӑйлатса ӗмӗр-ӗмӗр кашлӗҫ...

Сайт:

 

Статистика

...подробней