Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать

Автор: Сувар

Источник: «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Добавлен: 2016.07.11 13:03

Предложений: 60; Слово: 629

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Паянхи кун нумайӑшне хумхантаракан ыйту – ял шӑпи. Мӗнлерех килсе тухать вӑл малашне, шкулсене хупни ялсене пӗтерме пуҫлани мар-ши, ял ҫыннине ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва малашне еплерех татса парӗҫ? Ыйтусем нумай. Иртнӗ эрнере Хусанта республикӑри вырӑнти муниципалитетсен Канашӗн II съездӗнче Тутарстанӑн патшалӑх власть органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле делегатсем вырӑнсенче ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗнӗ реформа пурнӑҫа кӗни пирки хӑйӗн шухӑшӗсене пирӗн журналистсене Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Захаров пӗлтерчӗ.

– Ҫерҫи ялта выҫӑ вилмест, теҫҫӗ чӑвашсем. Ҫын хӑҫан та хӑйӗн вӑйне шанса пурӑнать: пахчине акать, выльӑхне тытать. Ҫапах этем вӗҫен кайӑк мар, унӑн пурнӑҫне хальхи лару-тӑрура еплерех йӗркелемелле, мӗнлерех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать ял-йыш куҫӑм тапхӑрӗнче?

– Ҫӗр пайӗсене валеҫессипе нумай йывӑрлӑхсем. Халӑха салатмалли 600 пая межевани тунӑ хыҫҫӑн 115 ҫын ҫӗрсене хӑйсем ҫине ҫыртарма килӗшмерӗ. Ҫакӑ тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ. Камӑн ашшӗ е ачи вилнӗ, вӗсен ҫӗрне илес тесен унӑн еткер хутне (наследство) ҫыртармалла, нотариуссем тӑрӑх ҫӳремелле, укҫа тӑкмалла, регистраци палати валли хутсем пуҫтармалла – йӑлтах района чупмалла. Вӑл ӗҫ пӗрре кайса кӑна пулмасть-ха. Регистраци иртнӗ хыҫҫӑн ҫӗрсене пӗр-пӗр хуҫалӑх ӗҫлеме арендӑна илмерӗ-тӗк, вӗсемшӗн тата ҫулсерен налог тӳлеме тивет. Тӑкакланса ҫӳрес килменнипе хӑшӗ-пӗри тытӑннӑ ӗҫе пӑрахкаларӗҫ. Ҫакна пула пирӗн тепӗр йывӑрлӑх сиксе тухрӗ: ҫӗре ҫӗнӗрен межевани тумалла, кадастр планӗшӗн тӳлемелле тата ытти те. Регистраци иртмен ҫӗртен мӗнле-ха налог пухайӑн? Муниципалитетсем ҫине тиенекен ҫак йывӑрлӑхпа вырӑнти влаҫсем нумай ҫӗрте тӗл пулаҫҫӗ, пысӑк чӑрмав вӑл.

Ялта ӗҫ ҫукки мӗнпур ҫӗрти йывӑрлӑх. Апла пулин те ял-йыш алӑ усса лармасть, нумайӑшӗ Ҫурҫӗрте, Мускавра, Чулхулара вахтӑлла меслетпе ӗҫлет. Нацпроект тӑрӑх льготӑллӑ кредитсем илекенсем те пулкаларӗҫ, ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартаҫҫӗ. Ҫӗнйӗлмелсем, яла пӗтме памаҫҫӗ.

– Чылай ялсем шыв ҫуккипе тарӑхаҫҫӗ, ҫулла ку йывӑрлӑх тата ҫивӗчрех. Сирӗн ку енӗпе мӗнлерех?

– Шыв системи кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ пирӗн, улӑштармалла. Проектпа смета документацине тума, экспертиза ирттерме укҫине ял халӑхӗнчен пухма шутларӑмӑр. Ҫакна тусан тӗллевӗмӗре республикӑри «Таса шыв» программа тӑрӑх пурнӑҫа кӗртес тетпӗр. Кам-тӑр пире туса парасса кӗтни – усӑсӑр, хамӑрӑн йӑшӑлтатмалла. Электроводокачкӑпа усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлетӗн – шыв пулать, тӳлеместӗн – кӗвентепе витре йӑтса виҫӗ ҫухрӑмри ҫӑла кай. Ялта ҫакна ӑнланакансем сахал. Ӗлӗкхи менталитетпа пурӑнакансен ӑнлавне улӑштарсан тин реформа малалла ҫӑмӑлрах кайӗ.

– Ҫарӑмсан районӗ соцкультбыт объекчӗсем енчен лайӑх аталаннӑ район темелле, кунта ял инфраструктурине ҫӗнетеҫҫӗ, пӗчӗк ялсенче те клубсем тӑваҫҫӗ. Ахальтен мар республикӑри вырӑнти муниципалитетсен Канашӗн председательне те Ҫарӑмсан районӗн пуҫлӑхне М.З.Шакирова суйланӑ. Ҫак тӑрӑхри ял хутлӑхӗсенче малашне пӗтӗм республикипе усӑ курмалли экспериментсем иртмеҫҫӗ-и?

– Пирӗн халӑхпа ӗҫлемелли тахҫанах йӑлана кӗнӗ тата нумай пулмасть ҫеҫ усӑ курма тытӑннӑ тӗслӗхлӗ меслетсем пур. Ҫынсене ҫӗнӗ пурнӑҫ условийӗсене хӑнӑхтарасси, ӑнлантарса парасси – чи йывӑр задачӑсенчен пӗри. Ялта тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫын пурӑнать, кашнин патне хӑйне уйрӑм ҫул хывмалла. Ак, тӗслӗхрен, ҫарӑмсансен ҫӗнӗ пуҫарӑвӗ – урам уявӗ. Калӑпӑр, пӗр-пӗр урамра асфальт сарса пӗтернӗ. Ҫакна халалласа уяв йӗркелеҫҫӗ. Праҫнике хатӗрленсе ҫынсем хӑйсен кассине тата илемлӗрех тӑвас тесе кил-ҫурт таврашне тирпейлеҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, умӗсенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ. Ялта «Чи таса урам» ятлӑ пулни пысӑк чап вӗт. Ыттисем те туртӑнаҫҫӗ вара ҫав касрисем хыҫҫӑн. Пысӑк улшӑнӑва пӗчӗкрен пуҫламалла, чи малтан хамӑртан. Ҫемьесен тӗрекӗ пирки те пӗр-ик сӑмах. Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ закон тӑрӑх, иккӗмӗш ача ҫуратнисене «Амӑш капиталӗн» сертификатне пама пуҫларӗҫ. Ҫакна пирӗн район центрӗнче чаплӑ лару-тӑрура Ҫемье кунӗнче ирттереҫҫӗ. Унта аллӑшар ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан, нумай ачаллӑ ҫемьесене чӗнтерсе парнесем параҫҫӗ. Ҫакна ялта та ирттерме пулать пек, анчах ҫынсене ытларах тимлӗх уйӑрасси ку чухне пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

– Сирӗн ял хутлӑхне Кивӗ тата Ҫӗнӗ Йӗлмелсем кӗреҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тума палӑртнӑ ӗҫсем ҫинчен каласа парсамӑр.

– Кивӗ Йӗлмелӗнче асфальтлӑ ҫул хывмалла, клуб тумалла. Ҫӗннинче, шыв тивӗҫтерӗвӗсӗр пуҫне, татса паман ыйтусен шутӗнче – ҫӳп-ҫапа, тирпейлессине йӗркелесси. Ҫӗнӗ йӗркене пӑхӑнса тумалли ӗҫсенчен пӗри ку. Ялта ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартмалли вырӑнсене палӑртнӑ. Анчах вӑл кӑна сахал: отходсене тирпейлекен полигон уҫмалла, унӑн лицензине илмелле, турттаракан техника кирлӗ – йывӑрлӑхсем пӗр-пӗрин ҫине тиенсе пыраҫҫӗ. Тупсӑмне каллех ял хутлӑхӗн шырамалла. Юрать-ха финанслассине касмаҫҫӗ, хамӑр та налогсем пухкалатпӑр, ҫапах хальлӗхе пурин валли те укҫа ҫитеймест-ха. Мӗн тӑвӑн, куҫӑм тапхӑрӗ. Ҫапах ҫӗрӗн хуҫи тупӑнни, кашни япалашӑн яваплӑ ҫын пурри – ял реформин лайӑх енӗ тесе шутлатӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней