Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ

Автор: Каҫал Ен

Источник: «Каҫал Ен», 2016.08.02

Добавлен: 2016.08.02 10:33

Предложений: 11; Слово: 115

Тип текста: Новость

По-русски Тема: Культура

Шупашкар хули 200 тата 2000 тенкӗлӗх хут укҫасем валли символ тупас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ 25 хула шутне кӗнӗ. Конкурс ирттересси ҫинчен Раҫҫей банкӗ июнӗн 28-мӗшӗнче Твоя-Россия.рф сайтра пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен ҫыннисем тата тӗп хулара пурӑнакансем Шупашкарӑн тӗп паллишӗн - Анне палӑкӗшӗн - йышлӑн сасӑланӑ. Шӑпах вӑл пӗрремӗш тапхӑра парӑнтармалли виҫе - 5 пин сасӑ - урлӑ каҫнӑ. Ҫавӑн пекех А.Г.Николаев, В.И.Чапаев палӑкӗсемшӗн, Остап Бендер скульптуришӗн сасӑлакансем те пур.

Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Иккӗмӗш ҫурла уйӑхӗн 5-30-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра Халӑх шухӑшӗн фончӗ Раҫҫейре ыйтӑм йӗркелет. Унӑн кӑтартӑвӗсемпе вунӑ хулана тата вӗсен 20 символне палӑртаҫҫӗ. Кампанин юлашки, виҫҫӗмӗш, тапхӑрне сентябрьте ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне мала тухнӑ вунӑ хуларан икӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата вӗсен тӑватӑ символне суйласа илӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней