Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм.«Верно, говорит, так снять не мог, на морозе одубели ноги-то, я их и пооттяпал шашкой.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн ҫав самантра хам икӗ кун каярах кӑна уретник килсе ҫапӑнас пулсан пӗлтерме хушса калани пуҫран пачах тухса ӳкнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ҫак влаҫ ҫынни хальхи минутра ман ҫумра мӗн ӗҫ пуррине ҫийӗнчех тавҫӑрса та илеймерӗм.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ниепле уйӑрса илеймерӗм эпӗ: юмӑҫ пӑхма килӗшменни тата шӑпа пирки тӗтреллӗн систерни ӑрӑмҫӑн вылявлӑ мелӗ кӑна-ши е вӑл хӑй каланине чӑн-чӑннипех ӗненет, анчах мана тепле аван мар пулса кайрӗ, кӑшт шиклӗрех те-ха.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хаттӑра питӗ те тӗттӗмччӗ, манӑн вара, юр ҫине нумай пӑхнӑран, куҫ умӗнче хӗрхӗлтӗм кӑвак ункӑсем ҫӳретчӗҫ; ҫавӑнпа эпӗ хаттӑра кам та пулсан пуррипе ҫуккине те часах уйӑрса илеймерӗм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пурне те шута илеймерӗм пулас.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
М-овра выртрӑм, сана ҫырсах тӑтӑм та ответ кӗтсе илеймерӗм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ Ленинградпа ҫукчӗ, ҫапах та ҫырусене самолетпа ҫитеретчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хам ҫырусем мӗншӗн ҫитменнине ниепле ӑнкарса илеймерӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, крыльца ҫинче выртнӑ май, ҫак лутра пӳртре ӑна уҫҫӑн уйӑрса та илеймерӗм.Лёжа на крыльце, я не сразу различил его в глубине темноватой комнаты с низким потолком
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах эпӗ ҫавӑн пек пысӑк та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫынна ҫав кӑвак куҫлӑ пӗчӗк Володя пулнине ниепле тавҫӑрса илеймерӗм, сӑвӑсем те ҫыратчӗ-ха вӑл, мана пӗрре Буськӑпа Тога йытӑсене кӳлсе лартса ҫӳренӗччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ ӑна ҫырсаттӑмччӗ, ответне илеймерӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ниепле те ҫакна чухласа илеймерӗм.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӳлӗме ҫутманччӗ, тӗттӗмрехчӗ, вӑл мӗн тунине те ҫинчех уйӑрса илеймерӗм.Я не сразу поняла, что с ним: в комнате было полутемно, он не зажёг света.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Столовӑйра тата Бубенчиковсен пӗр тӑхлаччи ларатчӗ-ха, анчах хӑш тӑхлаччи иккенне уйӑрса илеймерӗм те эпӗ, те хама тахҫан щеткӑпа ҫаптарма хӑтланни, те качака йӑпатма юратаканниччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрне ҫеҫ ниҫтан тавҫӑрса илеймерӗм: йӑмӑкӑмран ыйтса-мӗн туса, эпӗ нихҫан та «аптратман», «Катьӑсӑр пурӑнма пултараймастӑп» тесе те нихҫан та ҫырман эпӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маншӑн ҫак ҫын, хӑть эпӗ ӑна урамри шурӑ юра пула куҫӑмсем шарса кайнипе лайӑхӑнах пӑхса илеймерӗм пулин те, вӑл маншӑн пурӗ-пӗрех Валька пекех туйӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Эпир темле алӑксем патӗнче шурӑ сак ҫинче лартӑмӑр, эпӗ Марья Васильевна носилки хамӑртан инҫех те мар, юнашар пӳлӗмрех ларнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илеймерӗм.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ҫавӑнпах та эпӗ ӑна тӑруках палласа илеймерӗм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблев сӗтелли ҫинче пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм портречӗ тӑрать, те ытлашши хитре пулнипе, эпӗ ӑна Марья Васильевна иккенне малтанах уйӑрса илеймерӗм!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мӗн ҫинчен калас тенине эпӗ малтан ӑнлансах илеймерӗм.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950