Корпус чувашского языка

Короткие

Линейкӑна ятлӑ та сумла хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министрӗн заместителӗ В.Н.Оринов, ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ В.В.Бычков, наци вӗрентӗвӗн центрӗн ертӳҫи И.А.Степанова, «Вӑрманти юмах» санаторин тӗп врачӗ Е.В.Гурьева хӑнасем канма килнӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ачасене ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Юлашки ҫулсенче ветерансен пуҫламӑш организацийӗсене Н.Н.Паркова (аптека), В.Н.Хораськина (райадминистраци), Е.Н.Александрова (районти культура ҫурчӗ), Г.Г.Смирнова (Кивӗ Сӗнтӗр), Г.А.Можаева (Киров поселокӗ), Н.А.Смирнова (Йӑлмахва), А.Ш.Незиров («Дружба» ЯХПК), А.Н.Павлов («Заря» ЯХПК), Г.Н.Уральская («Восток» ЯХПК), Е.М.Салаев («Асаново» ЯХПК) ертсе пыма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Октябрьти социализмлӑ аслӑ революциччен йышӑннӑ вырӑс сӑмахӗсен шутне палӑртма май килет пулсан (хӑшпӗр чӗлхеҫӗсем каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине революциччен вырӑс чӗлхинчен пин сӑмаха яхӑн кӗнӗ), Совет влаҫӗн ҫулӗсенче йышӑннӑ сӑмахсен хисепне вара ҫывхартса та пулин шутласа пӗлме ҫук, мӗншӗн тесен асӑннӑ пулӑмӑн чикки хальхи вӑхӑтра питӗ анлӑ сарӑлчӗ.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2025 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗнче кӑларнӑ 37-мӗш указӗпе килӗшӳллӗн ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн Патӑрьел муниципалитет округӗнчи «Исток» ҫӗр ӗҫ фирми» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорне Александр Леонидович Илюткина «Чӑваш Республикинчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикинчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн - орден медалӗ // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53000-ch-v ... rden-medal

Хисеплӗ мӑшӑра Канаш муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Владимирова, Канашри ЗАГС уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Ирина Сергеева, пенсионерсен союзӗн Канаш округӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Галина Андреева чаплӑ пулӑм ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, тав ҫырӑвӗсем, чечексемпе парнесем парса ырлӑх-сывлӑхпа, ҫывӑх ҫыннисен ӑшшипе киленсе тата нумай ҫул пурӑнма суннӑ.

Помоги переводом

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ — юратура // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/c%d0%b5%d ... %80%d0%b0/

«Наци проекчӗсемпе ҫыхӑннӑ хыпарсем яланах кӑсӑклӑ пуриншӗн те. Халӑха хӑш проектсем маларах е каярах кӗрсе пыни пирки туххӑмрах пӗлтерсе пымалла. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан объектсем ҫинчен те асӑнса хӑвармалла. Пӗр сӑмахпа каласан, регионта пулса иртекен ырӑ пулӑмсем пирки ҫынсен пӗлмелле», — тесе ҫирӗппӗн каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи стратеги аталанӑвӗн тата приоритетлӑ проектсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/27/chvas ... atalanvn-t

Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кайранхи чемпионсем ҫаксем пулнӑ: 1934 ҫ. - Итали; 1938 ҫ. - Итали; иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапхӑрӗнче - 1942 - 1946 ҫулсенче ӑмӑртусем иртмен; 1950 ҫ. - Уругвай; 1954 ҫ. - ФРГ; 1958 ҫ. - Бразили; 1962 ҫ. - Бразили; 1966 ҫ. - Англи; 1970 ҫ. - Бразили; 1974 - ФРГ; 1978 ҫ. - Аргентина; 1982 ҫ. - Итали; 1986 ҫ. - Аргентина; 1990 ҫ. - ФРГ; 1994 ҫ. - Бразили; 1998 ҫ. - Франци; 2002 ҫ. - Бразили; 2006 ҫ. - Итали; 2010 ҫ. - Испани; 2014 ҫ. - Германи.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Анюк асӑрхамаллах шухӑша кайса лартӑм-ши — вӑл шӑпланчӗ те ман ҫине кӑнн пӑхрӗ, кӑштах кичемленчӗ; вара вӑл эпӗ мӗн шухӑшланине чухласа илнӗн, ман шухӑшсене пӗлсе кӑмӑлсӑрланнӑн, эпӗ ҫапла шухӑшланишӗн те мар, хӑй каласа ӗнентерме пултарайманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ; акӑ вӑл кинӗпе ачисем те, хӑй те Ҫтаппана мӗншӗн пӑрахса килнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хушӑнакан вӑйсемпе равнодействующин енӗсем тата пысӑкӑшӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле шайлашса тӑнине пӗлес тесе, динамометрсене доска ҫинчен хӑпӑтса илер те хут ҫине тӗпӗ урлӑ хушӑнакан вӑйсем тӑрӑх тата равнодействующи тӑрӑх линисем туртар; унтан, вӑйсене паллӑ тума масштаб суйласа илсе, ҫав линисем ҫинче вӑйсен пысӑкӑшӗсене кӑтартакан татӑксем виҫсе хурар.

Помоги переводом

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Чӑваш писателӗсен V-мӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, эпир чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи, революцичченхи пурнӑҫне кӑтартас тесе ҫырнӑ кӗнекесем ҫинчен ытларах калаҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр съездра кӑтартма хатӗрленӗ выставкӑра та, магазинсемпе библиотекӑсен ҫӳлӗкӗсем ҫинче те ун чухне ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырса кӑларнӑ романсемпе повеҫсем, пьесӑсем, поэмӑсем ытларахчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшне хумхантараҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн сроксене ҫирӗплетни аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленекен выпускниксен правине хӳтӗлессине ӳстерет, — тенӗ парламентарий. — Ҫавна май каччӑсемпе хӗрсем мӗн пур нюанссене пӗлсе тӑма пултараҫҫӗ, хӑш экзамена тӗплӗнрех хатӗрленме кирлине пӗлсе пӗлӳ пухаҫҫӗ».

Помоги переводом

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

Татах вырткаласан Ула Тимӗр асӑрханса, ҫӗҫӗ аврипе йывӑҫ вулли тавра, аялалла та, ҫӳлелле те, сӑтӑркалама пуҫларӗ — хуйӑрӗ-тункӑрӗ тӑтӑш, тӑтӑхлӑ; вӗтӗ е шултрисен шутнех кӗрсе ҫитеймен туратсем, «вӑйлӑрах та кӗрнеклӗрех пиччӗшӗсен пусмӑрне лексе», чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗсемсӗр юлса хӑртаннӑскерсем, шӑт та шат, шӑчӑр-шӑчӑр та шачӑр-шачӑр ҫеҫ хуҫӑлса тӑкӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Казахстанра ҫеҫен ҫӗрсене ӗмӗрхи ыйхӑран «вӑратса-пӑлхатса пӗтӗлентерме», тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтерсе, ҫӗршыв пӳлмине тӳпеми пухма пуҫласан ҫеҫ (ку ӗҫ фронтӗнче вара Ула Тимӗрӗн аслӑрах ҫулхи тус-юлташӗсем, пайташӗсем паттӑра тухрӗҫ, йӑлтӑр-йӑлтӑр орденсемпе медальсене те тивӗҫрӗҫ) ял ҫыннин сӗтелӗ ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, им-сим татӑлман пурнӑҫ ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк Лена куҫӗсем пысӑкланса, ҫивӗчленсе илчӗҫ, хыҫҫӑнах вӑл вӗсене кровать айнелле палт! ҫавӑрса тирӗнтерчӗ, татах тӑркаласан, вырӑн патне вилӗ-чӗрӗ ҫывхарчӗ, кровать айӗнчен хӑйӗн кӳмерккеллӗ чӑматанне туртса кӑларчӗ те, хупӑлчине шӑкӑлт уҫса, васкамасӑр пур-ҫук ҫӑмӑл ҫи-пуҫне, тасалӑхпа сывлӑха упрамалли япалисене вырнаҫтарма, тӗрсе чикме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Дискусси лапамӗсем йӗркелесе эпир бюрократинчен пӑрӑнма, май пур таран уҫӑ диалог йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр. Ял ҫыннисене илтни, вӗсен тӗллевӗсемпе ӗмӗчӗсене ӑнланни пӗлтерӗшлӗ. Слета федераллӑ шая кӑларма тӑрӑшӑпӑр. Тепӗр ҫул ӑна татах та анлӑрах, ытти регионсен представителӗсене йыхравласа ирттерме планлатпӑр», — пӗлтернӗ Чӑ-ваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Агрослетра — чи хастар ҫамрӑксем // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %b5%d0%bc/

«Ҫӑпан» тесенех пирӗн сӗме пӳрлӗ ӳт-тир шыҫҫин чун-чӗре тӗпӗнченех хыпкӑчланса туртӑнакан тӑсӑлчӑк, хаяр ыратӑвӗ ток пек килсе ҫапать, ӑс-пуҫа хура кӗркуннехи каҫпултти сӗмлӗхӗ ҫӑтса ярать, ҫан-ҫурӑм, тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе те чу! туртӑнкаласа, сӳ! ҫӳҫенсе каять, хӑшӗ-пӗрин тата пит-куҫӗ те нушаллӑн «курчӑланса», ҫатракаланса нӗрсӗрленӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑл ҫӗкленӗ.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

17 ҫул каялла хӑйӗн тӑван ялӗнчен уйрӑлса кайнӑ чух вӑл ҫак ватӑ юманӑн ешӗл йӗкеллисене юлашки, хут татса ҫинӗ, хӑйӗн ҫӑкӑр татӑкӗсем тултармалли саплӑклӑ пушӑ хутаҫҫине тив тӗвӗленнӗ юман йӗкеллисене тултарнӑ, унтан пичӗсем тӑрӑх шӑрҫаланса аннӑ куҫҫулӗсене кӗпен хытса кайнӑ ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ те килекен ҫулпалах, пӗр пӗччен, станца еннелле утнӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Гильманов-бухгалтер интернатри Мишша Алмазов сӑвӑсене такӑнмасӑр вуланӑн, ракетӑн гидро-электро-пневмо системисенчи хӑш-хӑш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче ӗҫлеме тытӑннине тутӑ мӑйӑра шӗкӗлченӗ евӗр шӗкӗлчесе тухатчӗ, вӗсем пӗтӗмӗшле мӗнле операци тунине ыйт — е ҫухалса каятчӗ, е хӑвӑрт ӑнлантараймастчӗ.

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней