Короткие
Ҫак вӑхӑтра Магаевпа юнашар тепӗр партта хушшинче ларакан Милосердина Людмила (пӗрле вӗреннисем ӑна ҫепӗҫ кӑмӑлне те пӗтӗм кӳлепи-кӗлеткине витӗрех хӗмлентерсе ҫутатакан сӑн-питне кура Нарспи тетчӗҫ) сочиненин малтанлӑха ҫырма панӑ пӗр хут листинчен пӗчӗк татӑк чӑрр! ҫурса илчӗ те ун ҫине: «А Бодров юлташу ӑҫта?» тесе ҫырчӗ, вара хута Магаев парти ҫине хучӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Алексей Кокеле асра тытса йӗркеленӗ юбилей мероприятине Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе тимлекен ҫумӗ Светлана Чернова, Турхан территори пайӗн пуҫлӑхӗ Алина Антонова, Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗн ертӳҫи, культурологи докторӗ, Турхан ялӗн хисеплӗ гражданинӗ Владимир Васильев, тӗп хуламӑртан килнӗ ытти паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Алексей Кокель художник ячӗ тӗнче шайне ҫӗкленнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53018-alek ... ne-c-klenn
«Манӑн анне кӗнекене хуплашки тӑрӑхах пӗлет, хӑш вырӑнта тӑнине те тӳрех калама пултаратчӗ. Вулакансен кӑмӑлне яланах шута илнӗ, тӗрлӗ курав йӗркелесе ҫӗнӗ авторсемпе паллаштарнӑ. Хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнни ӑна ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма май панӑ, ҫавӑнпа та аннене паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ», - малалла паллаштарать ҫемье династийӗпе Надежда Владиславовна.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Керал пӑртак итлесе тӑчӗ те, вӗсен хушшине кӗме кирлӗ маррине систерсе, аллине ласс сулчӗ, ҫакӑ чӑваш тусне ним чухлӗ те тивӗҫтерменнине кура кӗскен ӑнлантарчӗ: ҫӳҫеллӗ тутӑрлин упӑшки икӗ каҫ килте ҫывӑрман, ку вара вӑл ӑҫта ҫӗр каҫнипе интересленнӗ иккен те, кӳршӗре пурӑнакан аваркӑсем халь хайхискере санӑн вара кунта мӗн ӗҫ пур тесе намӑслантараҫҫӗ иккен.
6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Карандашпа треугольнике ҫӗнӗрен А точка патне илсе пырса, хушӑнакан икӗ движение кашнине уйрӑммӑн туса пӑхӑр, сӑмахран, ҫапла: малтан треугольнике карандашпа пӗрле линейка тӑрӑх 4 см шутарӑр, унтан, треугольнике вырӑнтан хускатмасӑр, унӑн хӗрри тӑрӑх карандаша 10 см шутарӑр (е урӑхла йӗркепе), вара эсир карандаш ялан D точка патне пырса тӑрать, тухнине куратӑр.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Эковелочупӑва ирттерме пулӑшнӑ шалти ӗҫсен пайӗн вырӑнти ертӳҫине Илнур Минигалиева, тӗп больницӑн тӗп врачне Надежда Урковӑна, Наталия Вершкова участок уполномоченнӑйне, Галина Макарова медицина сестрипе Юлия Мутина фельдшера, Михаил Курчин водителе, мероприятисем йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшу аллине тӑсакан хастар юлташӑмсене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калатӑп.
Ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗнче // Марина ВАСТУЛОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %87%d0%b5/
«Халӑхпа час-часах тӗл пулни, муниципалитетсен социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, уйӑхсерен ирттерекен пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче инҫетри ялсене тухса ҫӳрени ҫынсен шухӑшне уҫӑмлатма пулӑшать, чӑн информацие вӗсем патне вӑхӑтра ҫитерме тата ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатма май парать», - пӗлтерчӗ вӑл.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Эковелочупӑва ирттерме пулӑшнӑ шалти ӗҫсен пайӗн вырӑнти ертӳҫине Илнур Минигалиева, тӗп больницӑн тӗп врачне Надежда Урковӑна, Наталия Вершкова участок уполномоченнӑйне, Галина Макарова медицина сестрипе Юлия Мутина фельдшера, Михаил Курчин водителе, мероприятисем йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшу аллине тӑсакан хастар юлташӑмсене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калатӑп.
Ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗнче // Марина ВАСТУЛОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %87%d0%b5/
121-мӗш танк бригадин командованийӗ 1942 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче СССР Оборона Халӑх Комиссариачӗ ҫумӗнчи ҫар ҫыннисен ҫухатӑвӗсене шута илсе пыракан бюро начальникӗ тата 66-мӗш Арми штабӗн комплектовани пайӗн начальникӗ патне янӑ донесенире танк бригади октябрӗн 20-30-мӗшӗсенче вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ кӗҫӗн командирсемпе салтаксен списокӗ куҫ тӗлне пулчӗ.
Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/
Ял хутран-ситрен сысна нӑрхлатнипе, теме пула шуйхӑннӑ хур аҫи пырне «ҫурса» кикаклатнипе, ӑшӗ вӗҫнӗ чӑх какаланипе таткаланакан шӑплӑха хупӑннӑ: унта ҫулӗсен шучӗпе пуянланнӑ ватӑ-хытӑ, сывлӑх-кӗрлӗх тӗлӗшпе туя та хул ай таран кукӑрӑлнисем-пусӑрӑннисем, «ешӗл хунав» — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча -ҫеҫ юлнӑ, пур вӑйпитти арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, яшши-ҫамрӑкки уйра, вырмара.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Проекта сӳтсе явнӑ май «Скоростные магистрали» ОАО представителӗсем Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли магистраль системи епле аталанса пырасси, сехетре 400 километр таран хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссен ВСМ линийӗпе мӗнле усӑ курасси, кунта «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем ҫӳресси, ҫавӑн пекех ют ҫӗр-шывсен ку тӗлӗшри опычӗ пирки фильм кӑтартрӗҫ.
Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27
Районти «Пӑшӑрхану» центрӗн ҫемьесене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗн специалисчӗ Юлдуз Иршатовна Мусина «Тутарстан Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; «Цильна» обществӑн тракторист-механизаторӗ Рамис Абдрахманович Айнуллов — «Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» текен хисеплӗ ята тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
Тӗп стройкӑсен шутӗнче — пирӗнпе кӳршӗллӗ Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмарти культура ҫурчӗ, Канаш районӗнчи Шӑхасанти поликлиника, Шупашкарти «Труд» стадионри футбол манежӗ, Шупашкар округӗнчи Ҫатракассинчи тата Атайкассинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем, пилӗк округри 5 врач амбулаторийӗ тата пӗтӗмӗшле врач практикин уйрӑмӗ, ача сачӗсем тата ытти объектсем.
РЕСПУБЛИКӐРА, ОКРУГРА // Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... a-okrugra/
Ҫапла майпа художниксен, пултарулӑх ҫыннисен, союзӗ ҫумӗнче Садуров Аверкий Федорович художник Чернобыльти атом станцийӗнчи вӑтӑр километрлӑ зонӑри хӑрушӑ инкеке путарса лартас ӗҫе хутшӑннӑ е хутшӑнман; хӑй ирӗкӗпе кайнӑ-и вӑл, е чӑнахах та ҫар комиссариачӗ урлӑ; картинӑсем ӳкернӗ е ӳкермен текен иккӗленӳллӗ шухӑшсене сирсе яма! ятарлӑ комисси! йӗркеленчӗ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кусем, самай пӑшӑхнӑскерсем, пуртӑ-пӑчкӑ-кӗреҫе тарлаттарнӑскерсем, ӗҫре туптаннӑ, хура ҫилӗм ҫыпӑҫнӑ аллисене умывальника танкӑртаттарса, унран шыв шӑнӑкӑртаттарса юхтарса ҫуса тасатрӗҫ, мамӑклӑ пит шӑллипе шӑлса типӗткелерӗҫ, вара пӳрте кӗпӗрленсе кӗчӗҫ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, хӑш-хӑш, паш-паш, ваш-ваш сывлакаласа, сӗтел хушшине майлашӑнкаласа ларчӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ман шутпа, вӑл доктор диссертацийӗ валли ҫак ик темӑран пӗрне суйласа илме пултарать пуль тетӗп: ун е хырӑмлӑх язвине хирурги меслечӗсемпе сиплесси ҫинчен ҫырмалла, пурте пӗлетӗр, ку енӗпе пирӗн опыт питӗ пысӑк (кунта курӑмлӑ ҫитӗнӳсем те пайтах, куна никамран пытармасӑр калатӑп), е щит евӗрлӗ парӗн чирӗсене тӗпчемелле (кунта та пирӗн опыт та, ҫитӗнӳсем те пур).
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с
Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Петр Онисимович, чӑваш культурине вӗренес тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Мускаври обществӑн председателӗ пулнӑ май, Шупашкара килсе, нумай ӗҫсем туса ирттернӗ: чӑвашсен тин ҫеҫ уҫӑлнӑ пӗрремӗш аслӑ шкулӗнче — педагогика институтӗнче лекци вуланӑ, чӑваш халӑхне вырӑс халӑхӗпе тачӑрах туслашнӑ, унтан вӗренсе пыма майсем тума тӑрӑшнӑ.
Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.


