Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫакӑнпа пӗрлех Англипе Францири ертсе пыракан деятельсем, США монополисчӗсем хушнӑ тӑрӑх, Совет Союзӗ вӑрҫӑ хӑрушлӑхне хирӗҫ пӗрлешсе кӗрешме сӗннипе килӗшмесӗр, фашистла агрессора «мирлӗлетес» политикӑна тытса пычӗҫ, чӑннипе ӑна Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа яма хӗтӗртсе тӑчӗҫ, миршӗн тӑракан ҫӗршывсен фронтне юхӑнтарса-салатса ярасси патне илсе ҫитерчӗҫ.

Помоги переводом

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

«Коммунизм ялавӗ» хаҫатра вырӑсла «горнолыжник» тенине «ту ҫинчен ярӑнакан йӗлтӗрҫӗ» тесе (1976 ҫ., январӗн 13-мӗшӗ), «чемпионат Европы по художественной гимнастике» тенине «художествӑллӑ гимнастика енӗпе Европӑра ирттерекен чемпионат» тесе, «чемпионат СССР по хоккею» тенине «хоккейла выляса ССР Союзӗнче мала тухмалли чемпионат» тесе (1978 ҫ., ноябрӗн 4-мӗшӗ) куҫарнӑ.

Помоги переводом

Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.

Статьясен ячӗсем Завьялов куҫӗсем умӗнче вӗлтлетсе кӑна тӑчӗҫ: «КПСС XX съезчӗ йышӑннисене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм вӑя хурар!», «Государство пенсийӗсем ҫинчен калакан закон проекчӗ», «СШАра коммунистсене хирӗҫ ҫӗнӗрен кӗрешӳ пуҫласа яма тӑни», «Иркутскри ГЭС строителӗсем Ангара урлӑ кӗпер хывма тытӑннӑ», «Империализм агенчӗсем Познаньре тӑшманла провокаци туни…»

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

= хурт-хӑмӑрпа ӗҫлемелли материалсене (таварсене) юридициллӗ вӑйра тӑракан предприяти-организацисенчен, индивидуаллӑ предпринимательсенчен е килти хушма хуҫалӑх тытакансенчен тата Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви ҫирӗплетнӗ «Професси тупӑшӗ ҫине хуракан налук» ятарлӑ налук режимӗпе усӑ куракансенчен министерство пӑхнӑ переченьпе килӗшӳллӗн туянма.

Помоги переводом

Килти хушма хуҫалӑх валли // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22136 ... l-kh-valli

Пульницӑна ҫулсӑр-мӗнсӗр талпӑнакан Виссарион, паллах, ҫавнашкал тепӗр «концерт лартасси» ҫинчен аса та илмерӗ; пысӑк ӗҫ тунӑ вӑл паян участокра — электроэнерги пур, строительство кал-кал пыма кирлӗ, Тылымра та пӗчӗкех ӗҫ туман — унсӑрӑн Маржанад, «иккӗ» хыҫҫӑн «пиллӗк» илнӗ пек савӑнса, ӑна тем тери тав тумӗччӗ; паян ҫуралнӑ ача ашшӗ те кӗтет ӑна пульница патӗнче.

Помоги переводом

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӑртас, Кивьял Хапӑс, Рункӑ, Ҫӑлкас Кӑкшӑм, Хурӑн Кӑкшӑм, Чалӑм Кӑкшӑм, Вӑрман Кипек, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Пӑваяль, Кив Шуртан, Вӑрманкас, Утар, Енӗш, Уравӑш, Ҫарӑклӑ, Мӑн Явӑш, Кив Сӑрьел, Мӑньял Хапӑс, Ершепуҫ, Кӳстӳмӗр, Шӗнер Ишек, Сӑкӑт ялӗсенче, Вӑрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хӑшпӗр урамсенче электричество линийӗсем йӗркесӗре тухнӑ.

Помоги переводом

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Тӗл пулура 2024 ҫулта коммуналлӑ услугӑсен тарифӗсене индексацилессипе, Ҫӗнӗ ҫул тата раштав уявӗсене хатӗрленсе ирттернӗ чухне ҫынсем массӑллӑ пулакан вырӑнсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе, ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑрассипе контрактсене мӗнле пурнӑҫланипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата ҫулсене нормативлӑ шая ҫитерессипе тӑракан задачӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вырӑнти клуб ертӳҫи Елена Иванова ертсе пынипе Ирина Кузьмина, Людмила Епифанова, Алевтина Мордвинова, Елена Степанова, Надежда Сергеева, Лидия Ярабаева, Надежда Васильева, Галина Федорова, Ольга Антонова, Соня Макарова, Галина Савельева, Валентина Болюбаш иртнӗ ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа 3 метр сарлакӑш тата 6 метр тӑршшӗ 53 сетка ҫыхнӑ, икӗ кикимора костюмӗ тунӑ.

Помоги переводом

«Вӗсем пире, эпир вӗсене сыхлатпӑр» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3850149

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем умӗнче вӗрентекен докладсемпе Пишпӳлек районӗнчи тӗп агроном Линар Самигуллин, Пишпӳлек районӗнчи тӗп инженер Александр Новиков, Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн специалист-эксперчӗ Алсу Халилова, Пушкӑрт Республикинчи районсен хушшинчи «Россельхозцентр» филиал пайӗн пуҫлӑхӗ Флорит Исламов сӑмах тухса каланӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлек районӗнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3862742

Ҫапла, тӗлӗ-йӗрӗпе ӑнланаймасть пулин те ку вӑрттӑплӑха Дина, ҫакна вара тӗшмӗртет-тӗшмӗртетех хӗр: ҫут тӗнчере мӗн чӗрӗ — ҫав япалан ҫеҫ чунӗ пур; ыратать-и унӑн вулли-кӗлетки, туять-и вӑл сивве-шӑрӑха — ҫав ҫеҫ кун ҫутине сисӗмлеме, чӑнлӑхлама пултарать: ытти — хӑть пусахла, хӑть вӑйрат мимене хӗреслӗ-пирлӗ — чӗрӗ чун хӑтлантарӑшӗ анчах, шухӑш вӗҫевӗ, кӑмӑл ҫуначӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Завьялов Иванов ҫинчен ыйтнине илтсенех, хӗр ӑна пӳрте кӗме чӗнчӗ те пит нумай сӑмахсемпе ӑнлантарма тытӑнчӗ: Иванов Ҫурҫӗрте ӗҫлет, унӑн кил-йышӗ — арӑмӗ Анна Федоровна тата пӗчӗк хӗрӗ Груня — кунта пурӑнаҫҫӗ; анчах халӗ Иванова хӑйне те, Анна Федоровнӑна та, Груньӑна та курма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ӗнер Кавказа тухса кайрӗҫ те унтан пӗр уйӑхсӑр таврӑнмаҫҫӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Маларах утти еплерех ҫӑмӑлччӗ унӑн, мотоцикл сасси илтӗнсенех: «Атте! Атте ҫитрӗ!» — тесе чупса тухакан ачисене хыҫран кӑмӑллӑн сӑнатчӗ, тӗпеле кӗрсе апат янтӑлама тытӑнатчӗ; пӗлет вӑл: упӑшки тӳрех пурте кӗмест, ачисене сӑпкаллӑ мотоцикл ҫине лартса тултарать те урампа васкамасӑр ҫаврӑнса килет — ӗлкӗрет хӗрарӑм унччен апат хатӗрлеме, ӗлкӗрейменни пулманччӗ-ха…

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӗршыва социализмла индустриализацилессине пурнӑҫласа пынине пулӑ Совет Союзӗ тӑванла, ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнине пула, ҫак предприятисен строителӗсен коллективӗ паттӑррӑн ӗҫленине пула тата пӗтӗм Китай халӑхӗпе Китай рабочийӗсем Аньшаньри комбинатӑн заказӗсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пулӑшу панине пула, Аньшань комбиначӗн предприятийӗсене кӗске вӑхӑтра туса пӗтернӗ.

Помоги переводом

Китай халӑхӗн ҫӗнтерӗвӗ // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.

Ҫемье ҫулталӑкӗн шайӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов пӗрле пурӑнма пуҫланин юбилейлӑ датисене паллӑ тунӑ е паллӑ тӑвакан мӑшӑрсене: Нина Петровнапа Петр Терентьевич Кузьминсене, Нина Васильевнапа Петр Николаевич Матюшинсене, Фирюза Сайфулловнапа Роберт Зайнабович Загидуллинсене, Минзиган Зябиховнапа Иршат Усманович Халиулловсене парнесем парса чысларӗ.

Помоги переводом

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Парламентра ун умӗнхи йышри пекех 4 комитет ӗҫлӗ: Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики /унӑн председателӗ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе /Вячеслав Рафинов/ ӗҫлекеннисем.

Помоги переводом

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сайт:

 

Статистика

...подробней