Короткие
Кунта, халӑх таттисӗр хыпӑнса-тӗркӗшсе тӗркӗлтетмен урам таврашӗнче, ытларах уйрӑм хуҫалӑхсен умӗсене йывӑҫ-чечек чӗртнӗ пӗр хутлӑ ҫурт-хуралтӑсем лӑпчӑнса тулнӑ, вӗсен хушшинче хулари суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнакан пуянсемпе ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсен темиҫе икӗ е виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурчӗ ҫеҫ хӑйсемпе хӑйсем киленсе, «сӑмса каҫӑртса», «куҫ хӗскелесе» лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫынсем ҫак икӗ кун хушшинче хӑмла ҫырлине ҫӳрерӗҫ, мунча хутса кӗчӗҫ, килти ӗҫсене турӗҫ, паян вара, таврара нимӗнле ҫумӑр пӗлӗчӗ те ҫуккине кура, бригадирсем пырса каласса кӗтмесӗрех хире тухрӗҫ, Кӑтра Михала ҫумӑрлӑ кунсенче икӗ старикпе итем ҫинче ӗҫлерӗ, паянхи каҫ кӳлӗм ҫеҫ, мӗн пур ӗҫсенчен пушанса, кӗлтесем йӗпенсе выртмаҫҫӗ-и-ха тесе, хире кайрӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем хушшинче «Краткая методика русского языка», «Родной язык в трудовой школе», «Методика русского языка в школах повышенного типа», «Как обучать грамоте», «Путеводитель по вопросам преподавания русского языка», «Методические указания к обучению русской грамоте нерусских учащихся», «Читай, пиши, считай», «Букварь» кӗнекисем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Япалан опора линийӗ пулсан, урӑхла каласан, вӑл хускалман тӗнӗл тавра ҫавӑрӑнма пултарать пулсан, вара йывӑрӑш центрӗ тӗнӗл урлӑ тата тӗнӗлрен аяларахра каякан вертикаль ҫинче пулсан ҫеҫ вӑл ҫирӗп тӑракан равновесире пулать; ҫӳлерех пулсан — ҫирӗп тӑман равновесире пулать, ҫавӑрӑну тӗнӗлӗ йывӑрӑш центрӗ урлӑ кайсан — уйрӑмлӑхсӑр равновесире пулать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Хусанти территорири управленийӗн профилактика уйрӑмӗн Пӑва уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, районти ҫутӗҫ пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов тата районти автоинспекторсем хутшӑнчӗҫ.
Вӗҫсе пырап... картингра // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -kartingra
Хальхи вӑхӑтра та федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин муниципалитет округӗнчи филиалӗн представителӗсемпе, ытти субъектсемпе пӗрле «Условник», «Быт-Семья» операцисем ирттерни, ҫул ҫитмен ачасене эрех-сӑра сутасран суту-илӳ лавккисенче те рейдсем, кашни шкултах наркотик сиенӗ пирки «Твой выбор» акцие хутшӑнса калаҫусем йӗркелени пирки пӗлтерчӗ.
Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r
Артемий Репкин, подполковник, СВО хутшӑннӑ паттӑр, Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Чӑваш Ен Правительстви, СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗ, «Защитники Отечества» фонд, Тӑван ҫӗршывӑмӑр паттӑрӗсен ҫемйисен Комитечӗ тата та ытти пӗрлешӳсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленине, ҫӗнтерӗве ҫывхарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнине тепӗр хут палӑртса каланӑ.
Чӑваш Ен епле аталанса пырасси нумай чухне халӑх пуҫарӑвӗсем пурнӑҫланса пынинчен те сахал мар килнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/03/18/chav ... e-atalansa
Вӗсен шутӗнче — медицина ӗҫченӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, граждансене пурнӑҫри хӑрушсӑрлӑхпа вӑраха каякан сайра тӗл пулакан чирсене сиплемелли эмелсем, ҫавӑн пекех «Земский доктор» тата «Земский фельдшерӗ» программӑсене хутшӑнакансене пӗр хутчен укҫан компенсаци парса пулӑшас, специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме квотӑсен йышне ӳстерес ыйтусем.
Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz
Чӑн та, ун сӑмахне чылайӑшӗ, Пятин ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илсе, илтмӗше печӗ; вӑл та сӑмах урӑх Ярусов ҫинчен пынӑ пек ним тӗлӗнмесӗр, ним савӑнмасӑр ларчӗ, ҫакӑ ӑна пачах та интереслентермест тейӗн, ун сӑн-питӗнче ак ҫакнашкал шухӑш палӑрчӗ: мӗнех вара, лайӑххисем пирӗн Вовин патӗнче ҫеҫ мар, ытти стройуправленисенче те нумай — пурне те вымпел параймӑн…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӑвӑртланса улшӑнакан движенисенче, урӑхла каласан, кайранхи хӑвӑртлӑх малтанхи хӑвӑртлӑхран пысӑк шутланакан движенисенче хӑвӑртланнине кӑтартакан число положительнӑй пулать; вӑрахланса улшӑнакан движенисенче, урӑхла каласан, кайранхи хӑвӑртлӑх малтанхинчен пӗчӗкрех шутланакан движенисенче хӑвӑртланнине кӑтартакан число отрицательнӑй пулать.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Нина пӗчӗкрех чухне питрав тенӗ кун халиччен выляса-кулнисене ӑсатма кӑнтӑрла сулӑнсанах пухӑнатчӗҫ те Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш пӗрлешсе кайнӑ пысӑках мар хушша, хӗрсем вӑйӑ каласа хӗрсе-чиперленсе ҫитсен, кӗперпе ҫырма урлӑ каҫса, тӑватӑ ял хӗруправӗ ҫуллен пуҫтарӑнакан курӑклӑ лапама кӳршӗллӗ йышла кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ шӑрантарма карталанса утатчӗҫ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑш-хӑш тӗлте пӗр-пӗрин ҫине ӗмӗрӗ тухнипе е кӑра тӑвӑл тӗртнипе тӳннӗ-йӑваннӑ, арпашӑннӑ, тӗпӗ-тымарӗпех тӑпӑлнӑ ҫакӑн йышши хӑрӑксем, вӗсен хушшинче пыл пухакан хурт ҫӑллиллисем те, хуйӑрӗсене тӗл-тӗл чахотка симӗсӗ тивнӗскерсем те (ҫапла ҫав: йывӑҫсем ура ҫинче тӑрсах вилеҫҫӗ!), иртен-ҫӳрен ҫулне шатах пӳлекен ҫыхланчӑк кӑмӑрсем, «чӗрӗпсем» туса хунӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
6. Ҫавӑн пек формула пулса тӑрсассӑн, унӑн саспаллисем вырӑнне числосем (вӗсен ячӗсемпе пӗрле) ҫырса хурас пулать, унтан ҫав числосемпе тата вӗсен ячӗсемпе формулӑсенче кӑтартнӑ действисене тӑвас пулать, паллӑ мар числона шутласа кӑларичченех, формулӑсен кутӑн йӗркипе пырса, формулӑри величинасем вырӑнне вӗсен тупнӑ пӗлтерӗшӗсене лартса пырас пулать.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн председателӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов вырӑнти хӑй тытӑмлӑх аталанӑвӗпе паллаштарать: - Республика ертӳлӗхӗ, «Единая Россия» парти районсемпе хуласене, ял тӑрӑхӗсене нихӑҫан та хӑй еккипе аталанма паман.
Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
«Хура Тинӗс флочӗн тинӗс пехотин 810-мӗш бригадин командирӗ, Лӑпкӑ Океан флочӗн тинӗс пехотин 155-мӗш бригадин командирӗ, 11-мӗш десант-штурмлакан уйрӑм бригада командирӗ, 56-мӗш десант-штурмлакан полк командирӗ тата 51-мӗш парашютлӑ десант полкӗн командирӗ Верховнӑй Главнокомандующине ҫапӑҫу линийӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ», – тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче.
Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... en-3898614
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ильин салтаксен тӑванӗсене чылайччен шыранӑ. 43 ҫул иртсен 1984 ҫулта Анат Туҫари Светлана Перепелкина (Александрпа пӗр тӑван Иванӑн мӑшӑрӗ) хурав панӑ. Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалман. Аслӑрах ҫулхи ҫынсем Александр Константинович Перепелкина астӑваҫҫех. Кӗҫӗннисем, ӑрӑва малалла тӑсакансем, вара унӑн сӑн ӳкерчӗкне «Вилӗмсӗр полка» тӑратаҫҫӗ.
"Кам чӗрӗ юлать... // А. ИЛЮШИН. https://avangard-21.ru/gazeta/54089-kam-ch-r-yulat
Чечек хуракансен йышӗнче ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧНКн Мӑн Канашӗн членӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата чикӗ леш енчи чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем пулчӗҫ.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
«Республикӑн онкологи диспансерӗн хирурги уйрӑмне тума кӑҫал федераци бюджетӗнчен 363 миллион тенкӗ илетпӗр, — пӗлтерчӗ М.Игнатьев. — Ӑна хута ярсан медоборудовани 175 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтаратпӑр. Кунта ҫуллен 5 пин операци тӑвӗҫ. Хирургин кивӗ корпусне тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ оборудовани лартнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑкра пурӗ 12 пин операци тума тытӑнмалла».
Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Сцена ҫинче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен тӑхӑр уйӑхри кӑтартӑвӗсене те пӗтӗмлетрӗҫ: выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче пысӑк продукци илсе Киров ячӗллӗ ЯХПК мала тухнӑ, «Канаш-Агро» пӗрлӗх ӳсен-тӑран отраслӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, Никонов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пӗр ӗне пуҫне чи нумай сӗт суса илнӗ, Протасов фермер хуҫалӑхӗн- че вырма ӗҫне пысӑк кӑтартупа вӗҫленӗ.
Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/
Кинофестивале тӗрлӗ ҫулсенче Э.Рязанов, И.Муравьева, Л.Федосеева-Шукшина, М.Ефремов, И.Скобцева-Бондарчук, Д.Астрахан, Б.Грачевский, Н.Высоцкий, А.Нилов, И.Чурикова, Л.Боярская тата Раҫҫейри, Казахстанри, Эстонири, Грузири, Азербайджанри, Беларуҫри, Сербири, Аслӑ Британири, Францири, Болгарири, Финляндири, Индири, АПШРи, ытти нумай актерпа режиссер хутшӑннӑ.
Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20


