Короткие
Чӑваш Республикин Ӗҫ тата хӳтлӗх министрне Алена Елизаровӑна, Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Надежда Никандровӑна, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене Николай Угаслова, Николай Малова тата Владимир Мурайкина, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Куликовпа район пуҫлӑхне Эдикт Волкова, шкул ӳсӗмне ҫитменнисен учрежденине тунӑ «Старатель» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорне, хамӑр ентеше Анатолий Владимирова капӑр тумлӑ вӗтӗр-шакӑрпа чӑваш тумӗллӗ воспитательсем кӗтсе илчӗҫ.
Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html
«Хӑш-пӗр подрядчик медицина оборудованине юсассипе тата пӑхса тӑрассипе ҫыхӑннӑ тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламанран ҫакӑн пек утӑм тума тивнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пациентсен интересӗсене саккунлӑ мӗнпур майпа хӳтӗлеме хатӗр. Паянхи кун ведомство хӑй ирттерекен конкурс процедурисен пахалӑхне лайӑхлатассишӗн ӗҫлет, подрядчик медицина оборудованине юсассипе тата пӑхса тӑрассипе ҫыхӑннӑ тивӗҫӗсене пурнӑҫлатӑр тесе тимлесе тӑрать», — пӗлтернӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-службинчен.
Медицина учрежденийӗсене — ҫӗнӗ оборудовани // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12413-medits ... borudovani
Культура ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профессионаллӑ союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В. В. Тимофеева «Чувашреспроф» организацин Хисеп грамотисемпе «Централизациленӗ клуб системи» АУ специалистне В. Г. Гибатдиновӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Элпуҫ культура ҫурчӗсен заведующийӗсене А. И. Любимовӑна, Л. В. Носовӑна Чӑваш профсоюз рескомӗн Хисеп грамотисемпе Урмаел культура ҫурчӗн заведующине И. Х. Зиатдиновӑна, Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗсен культорганизаторӗсене С. В. Шагаровӑпа Н. В. Шатиловӑна наградӑланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Эсӗ: «Юлашки ҫулсенче мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать. СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ паян кунччен илтме мар, вӗсем ҫинчен тӗлленмен те. Намӑс-симӗсе ҫухатса, порнографилле ар ҫыхӑнӑвӗсене те уҫҫӑнах кӑтартма пуҫларӗҫ. Паянхи пурнӑҫра кам телейлӗ, кам пуян? Кам улталама, ҫаратма, вӑрлама пултарать, хӑй ӳтне сутса пурӑнать, ҫавӑ», — терӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Демьян Филипповичпа пӗр ҫемьере килӗштерсе нумай ҫул пурӑнни ҫинчен унӑн мӑшӑрӗ Маргарита Григорьевна Семенова, Демьян Филипповичпа пӗрле «Коммунизм ялавӗн» редакцийӗнче ӗҫленӗ ҫулсене Валерий Комиссаров, Алексей Леонтьев, Надежда Смирнова, Галина Матвеева, Юрий Михайлов, Александр Вражкин журналистсем, ҫырусен пайӗн сотрудникӗ Галина Хрисанова, ҫавӑн пекех Демьян Филиппович ҫинчен ЧПУн журналистика уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Данилов, «Хыпар» хаҫатӑн куҫаруҫинче нумай ҫул ӗҫленӗ Геннадий Федотов аса илчӗҫ.
Тӗп редактора, вӗрентекенӗмӗре асӑнтӑмӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/tep-redaktor ... -asantamar
Ял ҫыннисем тӗл пулура ял урамӗсенче ҫул тӑвассин, ҫулсене тытса тӑрассин, ял ҫыннисенчен пухакан сӗтшӗн пахалӑхне кура тӳлессин, район центрӗнчи хӑш-пӗр аптекӑсенче фанфуриксем сутассине чарассин, эрех ӗҫекенсемпе тата ялсенче спирт сутакансемпе тивӗҫлӗ кӗрешӳ пуҫарассин, пушар депоне тытса тӑрассин, ялсенче чупса ҫӳрекен кӑкарман йытӑсене чакарассин ыйтӑвӗсене, ҫавӑн пекех «Ударник» хуҫалӑхӑн малашлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те ҫӗклерӗҫ, вӗсене татса парассипе мӗнле ӗҫсем туса ирттерме кирли пирки калаҫрӗҫ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
«Раҫҫейре ҫӗрулми туса илесси: ҫивӗч ыйтусем тата инноваци аталанӑвӗн тӗп ҫулӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ, «Раҫҫей оригинаторӗсен пуласлӑхлӑ ҫӗнӗ сорчӗсем тата вӑрлӑх туса илес ӗҫе аталантарасси», «Раҫҫейӗн ҫӗрулмипе унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ рынокӗ. Агропредриятисен ырӑ тӗслӗхӗпе усӑ курса вӑрлӑх тата апатлӑх ҫӗр улмин экспортне аталантарасси» темӑсемпе «ҫавра сӗтел» хушшинчи калаҫусем пулчӗҫ, ҫӗршывра тата чикӗ леш енче селекциленӗ вӑрлӑхран ӳстернинчен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе дегустацилерӗҫ.
Пӗтӗмпех — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/petempeh-ikk ... ar-cinchen
Ларӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, депутатсем, администраци сотрудникӗсем, ял территорийӗсен пайӗсен начальникӗсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, обществӑлла организацисен представителӗсем, МИХсем хутшӑннӑ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Малтанхи пӗтӗмлетӳсем ҫапларах: А.В.Журавлев (1-мӗш округра), В.В.Кополухин (2-мӗш округра), В.Н.Кокарев (3-мӗш округра), А.Н.Зайцев (4-мӗш округра), И.И.Ефремова (5-мӗш округра), С.Н. Грачева (6-мӗш округра), А.В.Тихонов (7-мӗш округра), А.Н.Бахтеров (8-мӗш округра), С.Г.Катиков (9-мӗш округра), Р.Х.Идиатуллин (10-мӗш округра), Р.М. Мансуров (11-мӗш округра), Ф.Х.Камалтдинов (12-мӗш округра), И.З.Ямалиев (13-мӗш округра), И.Р.Айсын (14-мӗш округра), А.В.Семенов (15-мӗш округра), В.А.Никифоров (16-мӗш округра), Г.М. Гаврилова (17-мӗш округра) депутата суйланнӑ.
Сасӑлав иртрӗ, депутатсем паллӑ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d1%81%d0%b ... bb%d0%bba/
«Раҫҫей Правительстви кивелсе ҫитнӗ ҫурт-йӗр фондне пӗтерме ӗлӗкхи йӗркепе укҫа уйӑрманни пирки пӗлтерчӗ. Ку тӗллеве территорисене комплекслӑ майпа аталантармалли тата инфратытӑма йӗркелемелли ытти программӑпа килӗшӳллӗн ҫурт-йӗр фончӗн строительствисемпе ҫыхӑннӑ мероприятисене тӗрев парса пурнӑҫа кӗртӗҫ. Пирӗн пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене палӑртмалла, унти ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалла, хушма ҫурт-йӗр фондне тата тӗрлӗ енлӗ инфратытӑма йӗркелемелле», — тенӗ Олег Николаев.
Ҫӗнӗ йӗрке пулӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... 83%d0%bbe/
«Кунта темле ювелир капӑрлӑхӗ ӑшне лекнӗн туйӑнать, – ҫапла танлаштарчӗ театр дизайнне Раҫҫейӗн культура министрӗ саламлӑ сӑмахра. – 120 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ театрӑн творчествӑлла ушкӑнӗпе паллашма кӑмӑллӑ пулчӗ. Сирӗн кунта йӑлт лайӑх та меллӗ пултӑр – костюмсем хатӗрлеме ӗҫ пӳлӗмӗсем те, гримернӑйсем те. Ҫынсем кунта ҫемьепех ҫӳреччӗр, кашни валли вырӑн пултӑр – пултаруллӑ театроведран пуҫласа чи ҫамрӑк куракан таран. Раҫҫейре ҫак пек уникаллӑ культура уҫлӑхӗ пурришӗн савӑнатӑп», – терӗ Ольга Любимова.
Галиаскар Камал театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре Раҫҫейӗн паллӑ кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ga ... askov-kilc
Кивӗ Вӑрмар ялӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин, Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Вӑрмарти уйрӑмӗн управляющийӗ Алевтина Максимова, Вӑрмарти газ участокӗн участок мастерӗ Сергей Никифоров ял округӗн депутачӗпе Сергей Федотовпа, Кивӗ Вӑрмарти территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыраканӗпе Любовь Федоровӑпа тӗл пулса ялти клубра маскировка сечӗсем ҫыхакансемпе, шкулта вӗрентекенсен коллективӗпе тӗл пулса калаҫрӗҫ.
Черетлӗ хут Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12406-cheret ... i-kun-irtr
Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
«Иванов аслӑ сержант Вузеи ялӗ патӗнче паттӑрлӑхпа ӑсталӑх кӑтартрӗ. Пирӗн салтаксем атакӑна ҫӗкленсен вӗсене хирӗҫ пӗр ҫуртран пулемет татти-сыпписӗр вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, совет салтакӗсене малалла кайма чӑрмантарнӑ. Иванов юлташ хӑйӗн отделенийӗнчи салтаксемпе шуса пырса тӑватӑ пулеметчика тӗп тунӑ, пӗр пулеметне алла илсе фашистсене пенӗ, хирӗҫ ларакан ҫуртри тепӗр пулемет точкине тӗп тунӑ. Хӑюллӑ ҫак ӗҫшӗн вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне илме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп», — ҫапла ҫырнӑ стрелоксен 578-мӗш полкӗн командирӗ.
Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗллеве пурнӑҫлама ҫакӑн пек ӗҫсем туса ирттерме тиврӗ: пӗрремӗшӗ -ҫӗршыври музейсене ҫитсе тата Атӑлҫи-Уралҫум талккӑшӗнче ятарлӑ экспедицисем ирттерсе паха тум пуххисене тата ҫи-пуҫ таврашне сӑн ӳкерсе илтӗмӗр; иккӗмӗшӗ ⎼ тӗрлӗ йышши тумсен йӗрки-шывне палӑртса вӗсен сӑнарлӑ тытӑмне тишкертӗмӗр; виҫҫӗмӗшӗ ⎼ архивсемпе музейсенче чӑваш тумӗн авалхи фото-ӳкерчӗкӗсене тата унпа ҫыхӑннӑ ӳнер хайлавӗсене тупса палӑртрӑмӑр; тӑваттӑмӗшӗ ⎼ халӑх тумӗ паян мӗнле лару-тӑрура пулнине тата аталану туртӑмне тӗпчерӗмӗр.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ирпе ирех Ҫӗпритуна хӑй ҫулӗпе кӑларса ярас тенӗскер, татах чарӑнса тӑчӗ Кулюкка: «Чим-ха. Пуйтарса хӑваратӑп терӗ вӗт. Ҫынна хӑвалама яланах пулӗ. Малтан сӑнаса пӑхас мар-ши? Мӗне кирлӗ-ха ӑна кӗреҫе? Пытарнӑ мулӗ ҫук-ши вӗсен ялта? Вӑрӑм Палюкӑн ылтӑнӗ нумай, тетчӗҫ. Чӑнах та… Ҫӗпритун ылтӑнне тупас пулсан, мӗнле майпа хам алла ҫавӑрса илес-ха ӑна? Мулӗ ӑҫтине ҫеҫ пӗлесчӗ, хӑйне мӗн тумаллине пӗлӗттӗм… Ҫапкаланчӑка шыракан-тӑвакан пулас ҫук» — ҫитмӗл ҫичӗ шухӑш, хура курак кӗтӗвӗ пек, ҫаврӑнса явӑнчӗ Кулюкка пуҫӗнче.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Уява ертсе пыракансем — Анастасия Сидоровӑпа Юрий Петухов мероприяти пуҫланнине пӗлтернӗ май сцена ҫине официаллӑ ҫынсене йыхравлаҫҫӗ: Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Поповпа Владимир Викторов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов, тӗп хула депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Евгений Кадышев, Елчӗк ен ентешлӗх канашӗн ертӳҫи Юрий Карпов.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№


